Кол Гали: Уçăппа Сĕлихха


Уçăппа Сĕлихха

Кол Гали – Атăлçи Пăлхарăн чаплă пĕлÿçи, тĕпчевçи, тата Алăран алла куçарса пынипе унăн ячĕ халăхăн уйрăмах юратнă поэмипе пĕрле упранса юлнă теççĕ. Поэмăри сăнарсемпе пулăмсем Библири калавран килеççĕ, анчах ислам тĕнĕ урлă урăхланаççĕ… Тĕплĕнрех →

(Поэма сыпăкĕсем)

Пĕрремĕш Пайĕ
Уçăп тĕлĕкĕ

Ашшĕ чĕр çинче ларнă чух пĕрре
Пулнă матуркка Уçăп вун пĕрте.
Лăпкăн ларнă вăл, кайнă тĕлĕрсе,
Тĕлĕк ун пуçне курăннă кĕрсе.

Эй, атте, тархасшăн тĕлĕк ăнлантар!
Мана пуçне тайрĕ хĕвел вăр та вар,
Уйăх ачашларĕ хытă юратса,
Вун пĕр çăлтăр тăчĕ йăлтăр çутатса.

Эсĕ аслă патша пулăн, тухăçпа анăçри пысăк çынсем сана итлĕç. Ку тĕлĕке тăвансене ан кала тет ашшĕ. Анчах вĕсем калаçнине Яккăвăн усрав хĕрĕ итлесе тăрать те пĕтĕмпех тăванĕсене каласа парать. Тăванĕсем Уçăпа вĕлерме шутлаççĕ, çавăнпа ăна хăйсемпе пĕрле сунара илсе каяççĕ, хĕнеççĕ, кивĕ çăла яма шутлаççĕ.

Иккĕмĕш Пайĕ
Тăванĕсем Уçăпа çăла яраççĕ

Пилĕкне пĕр йĕп чиксе хураççĕ,
Уçăпа çăла аптăраççĕ,
Хĕрхенсе яланлăхах йĕп йĕрĕсене…
Пĕри килсе пăявне касса ярĕ-ши?

Виççĕмĕш Пайĕ
Тăванĕсем килне таврăнаççĕ

Яккăвăн ачисем пĕр çыннăн сурăхне тытса пусаççĕ те унăн юнĕпе Уçăпăн кĕпине пĕветеççĕ. Каç пулсан йĕре-йĕре килне таврăнаççĕ те Уçăпа кашкăр çисе ячĕ тесе суя хыпар сараççĕ:

Кашни пĕрер ухă пенĕччĕ,
Çак ухăсене илме кайнăччĕ,—
Уçăп япаласене сыхласа юлчĕ ĕнтĕ.
Эпир килнĕ çĕре…
Ах! Вăл çĕрте усал кашкăр пулнă имĕш,
Чăнах та Уçăпа вăл…
«Ана кашкăр çирĕ» теççĕ ĕнтĕ.

Тăваттăмĕш Пайĕ

Египетри Мĕсĕр патшалăхĕнчи Мелĕк Тахир ятлă сутăç çула тухнă. Вăл Ханаанра Уçăпа янă пусă патне çитсе чарăнать те тарçисене шыв кăларма хушать. Тарçисем витрисене пусса аптăраççĕ. Уçăп çакланса çиеле тухать. Пиччĕшĕсем чупса çитеççĕ, Уçăпа ку пирĕн тарçă тесе Мелĕке сутса яраççĕ.

Улттăмĕш Пайĕ
Сĕлихха Уçăпа тĕлĕкĕнче курăнать

Хăлха тытса итлĕр ку сăмаха!
Вăл Сĕлихха çинчен.
Сĕлихха вăл — Мелĕк патша ачин Тайтусăн хĕрĕ,
Тулли уйăх пек çутататчĕ унăн сăнĕ,—
Çăтмахри лайăх хĕре аса илтеретчĕ.
Сĕлихха пĕр кун çывăрнă чухне
Уçăпăн сăнне тĕлĕкре курчĕ.
Курсан Уçăпа юратса пăрахрĕ.
Пĕрмай ун çинчен шухăшларĕ.

Иккĕмĕш тĕлĕкĕнче вăл татах Уçăпа курать, каччă Мĕсĕр патшалăхĕнче пурăннине пĕлет. Ашшĕнчен Мĕсĕре качча пама ыйтать. Ашшĕ ăна Мĕсĕр патшине качча парать. Анчах лешĕ тĕлĕкĕнче курнă йĕкĕт пулманнине пĕлсен Сĕлихха питĕ хуйхăрать. Вăл патша сарайĕнче Уçăпа курса палласа илет, ăна хăй патне илме май шырать.

Хыпарçăсем часах сас кăларчĕç.
Ку ачана сутсан кам илĕ-ши?
Вăл вунă тĕрлĕ урок пĕлет,
Пĕлнине пĕрер-пĕрер калать.
Иккĕмĕш — унăн сăнĕ хитре, çутă.
Виççĕмĕш —тутлă чĕлхеллĕ, тĕрĕс сăмахлă,
Çитмĕл икĕ чĕлхене пĕтĕмпех пĕлет.
Тăваттăмĕш — телейлĕ те çынлăхлă.
Пиллĕкмĕш — паттăр чĕреллĕ те илемлĕ.
Улттăмĕш — пур çынран та питĕ вăйлă,—
Хĕрĕх арçынран ытла вăйĕ.

Патша Уçăпа илсе Сĕлиххана парать. Сĕлихха юрату вутĕнче çунать. Сăлтавне пĕлмесĕр тухтăр илсе килеççĕ.

Пĕркунне ун патне тухтăр килчĕ,
Ун сывлăхĕ çинчен кĕнеке уçса пăхрĕ.
Тухтăр хĕрарăмăн аллине илчĕ,—
Тымарне тытса ыратнине ыйтрĕ.
Аха: кунта унăн сывлăхĕ-терчĕ,
Ку терте никам та тÿсеймĕ,
Ку ыратăва каласа кăтартаймăн,
Ку вăл — юратупа чирленĕ чир!
Тухтăртан чирне пытараймарĕ,—
Хăйсем хушшинче çакна пурте пĕлчĕç.

Çиччĕмĕш Пайĕ
Сĕлихха пуян арăмсене панă хурав

Мĕсĕр патшалăхĕнчи пуян арăмсем
Кăна илтсен хирĕç калаçрĕç,
Вăл арăмсем Сĕлиххана кÿлешрĕç,
Кашни çĕр тĕрлĕ сăмах каларĕç:
«Сĕлихха хăй тарçине савса пăрахнă!
Тарçи ăна хăйне савма пăрахнă!
Патша майри пулсан та — иртĕхет…»
Тата тем те пĕр пĕлтерет элек.
Сĕлихха ку сăмаха ăнланчĕ-пĕлчĕ,
Питĕ нумай кучченеç хатĕрлесе хăна пухрĕ.
Ĕçке-çике 400 арăм килчĕ.
Пурте кунта хисеплĕ вырăн илчĕ.
Сĕлихха Уçăпа хитре тумлантарать,
Хăй аллипе унăн çÿçне кăпкалать.
Йăлтăр ылтăн черкке ун аллине парать,
Ĕçке пуçламалла пыма хушать.
Хăна арăмĕсем вырнаçса çитрĕç,
Çимĕç каçмалăх пĕрер çĕçĕ илчĕç.
Апатланма-ĕçме пуçлас тенĕ чухне
Уçăп кĕрсе тăрать вĕсен умне.
Уçăп çине пăхаççĕ куçĕсем,
Уçăп сăнне ăмсанчĕç вĕсем.
Çав арăмсем ăна ăмсаннипе
Касса пĕтерчĕç тет пÿрнисене!
Çав Уçăпа куçран яма хăрарĕç,
Хăйсен аллисене каскаласа турарĕç.
Пÿрне каçнисене вĕсем туймарĕç,
Ку ар çынна турă тесе каларĕç.
Сĕлихха калать: «Ĕнтĕ хăвăр куçăрпа куртăра?
Сăн-питĕм ма шуралнине ăнлантăра?
Пĕрре пăхсах аллăрсене вакларăр,
Эппин мана мĕн-ма эсир хурларăр?
Эпĕ Уçăпа çиччĕмĕш çул куратăп,
Пĕрех ăна чарăнайми саватăп.
Эпĕ, телейсĕрскер, пурне те ĕнтĕ тÿсрĕм,
Чăтăмлăхăм сирĕннинчен пин хут та ÿсрĕ.
Куратăра, мĕнле мана халь йывăр,
Эсир çакна, тен, чухлаятăр хăвăр.

Уçăп Сĕлихха юратăвне парăнмасть. Ăна Сĕлихха ыйтнипе Раян патша вун икĕ çула тĕрмене хупать. Кайран Раян Уçăпа хăйне патшана лартать.

Вун Иккĕмĕш Пайĕ
Якку ачисем Египета кайни

Ханаан çĕрĕнче выçлăх пулать. Египета çăкăр ыйтма Яккăвăн вунă ывăлĕ килет. Уçăп вĕсене паллать, вĕсем Уçăпа палламаççĕ. Уçăп тăван çĕр-шывĕ çинчен ыйтса пĕлет, тырă нумай парать. Хăй вăл çакăн хыççăн чаплă керем лартать.

Вун Тăваттăмĕш Пайĕ
Уçăп ашшĕне хăйĕн кĕпине парнелет

Нушара пурăнакан ашшĕне йăпатас тесе Уçăп Башир ятлă тарçинчен хăйĕн кĕпине тата çыру парса ярать. Çав кĕпе Уçăпа тĕрмери йывăрлăхсенче пайтах пулăшнă, халĕ ашшĕне çăмăллăх парать. Уçăпа Башир тарçăн амăшĕ пăхса ÿстернĕ. Амăшĕпе ывăлĕ Якку патне пĕрле кĕреççĕ, ырă хыпаршăн пурте савăнаççĕ.

Вун Улттăмĕш Пайĕ
Якку Египетран таврăнни

Якку ăсчах Египетра ывăлĕ патĕнче хĕрĕх çул пурăнать, унтан тăван вырăнсене таврăнма шутлать, Ханаанра Якку хăйне валли шăтăк чавма хушать. Ăна кунта питĕ чыслăн пытараççĕ.

Вун Саккăрмĕш Пайĕ
Уçăп Тăпри Çăмăл Пултăр

Уçăп Египетран тăван енне куçса каять те унта Эмин ятпа ăсчах пулса пурăнать. Кунта çĕр-шыв чечекленнĕ, Египетра вара выçлăх, чир-чĕр сарăлса пынă. Çавăнпа Уçăп вилсен ун тупăкне Египетри çынсем хăйсем патне илсе пыма шутлаççĕ. Вĕсем вăрçăпа каяс тенĕ чухне тавлашăва тăнăçлăх татса параççĕ. Уçăпа Египетра пытараççĕ. Египетра тыр-пул ăнса ÿсме, Уçăп çĕршывĕнче вара чакса пыма пуçлать. Вара Уçăпа шыва пытараççĕ. Ун хыççăн икĕ çĕр-шывĕ те тулăх пурăнма пуçлаççĕ. Хĕрĕх çултан Уçăп тупăкне шыв айĕнчен кăлараççĕ.

Уçăп тупăкне Муса шывран кăларчĕ,
Турă хушнипе ăна çула пуçтарчĕ:
Египетран ăна Хенаана ăсатрĕç,
Ханаанра ăна вырнаçтарса та лартрĕç.

Якку выртнă çĕртех халь ывăлĕ выртать,
Уçăп выртнă çĕртех халь ашшĕ те выртать.
Çавсен тăприсене паян та хисеплеççĕ,
Вĕсем патне çынсем çулсеренех çÿреççĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Sijen1: Alteration of the Biblical Story.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.