Çитăр Ехримĕ: Вилĕм юрри


Çитăр Ехримĕ — хутa вĕренмен сăвăçă. Унăн такмакĕсемпе сăввисем халăх хушшинче сăмах вĕççĕн сарăлнă. Хăш пĕрне автортан ялти учительсем çырса илнĕ… Тĕплĕнрех→


Вилĕм юрри

Эп пăхăттăм вилĕме,
Хăвармарĕ ÿлĕме.
Вилсе çĕре кĕрсессĕн,
Таврăнаймăп килĕме.

Кÿлсе хунă пар лаша,
Иккĕшĕ те шур лаша.
Атьăр ĕнтĕ ăсатма,
Тупăк юрри юрласа.
Ăçта ĕлĕкхи сывлăху?
Ăçта ĕлĕкхи сывлăшу?
Чунна йывăр килсессĕн,
Камран ыйтăн пулăшу?
Икĕ куçăм хупăнчĕ,
Вилĕм хапхи курăнчĕ.
Вилĕм хапхи курăнсан,
Вилнĕ пекех туйăнчĕ.
Вилĕм хапхинчен кĕрĕпĕр,
Вилнĕ иккенне сисĕпĕр.
Тамăк вутне курсассăн,
Унта епле тÿсĕпĕр?
Тамăк çулĕ тап-такăр,
Унта епле таптăпăр?
Тамăк патне çитсессĕн,
Куççулĕпе макрăпăр.
Унта хăрушă сут пулĕ,
Аллисенче хут пулĕ.
Тамăк патĕнчен иртнĕ чух
Ура айĕнче вут пулĕ.
Рай çулĕ – чалăш çул,
Пусăпăр та шăвăпăр,
Çылăха кĕнĕ сăн-сăпата
Куççулĕпе çăвăпăр.
Эпир пырăпăр пухăнса.
Рай ларĕ çутăлса.
Рай патне çитсессĕн,
Рай тăрĕ хупăнса.
Шутлан алли хуçăлтăр,
Туррăн кăмăлĕ уçăлтăр.
Турă ятне асăнсан,
Рай алăкĕ уçăлтар.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.