Христос Умĕн Килсе Христоса Шыва Кÿртекен Святой Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнса Тăвакан Праçник Кун Вĕрентсе Каламалли


Священник Николай Кузьминъ


Çурла 29-мĕшĕ

Мĕншĕн пайан Ирод савăнат̌-ши? Мĕншĕн унăн çурђĕ йăлтăртатат̌-ши? Мĕн пирки пайан ун патне хăнасем вĕçĕ-хĕрри çук пухăнаççĕ-ши?

Астăвăр-ха пÿрт ăшне! Йĕри тавăра тĕслĕрен кĕленђесенђе çурта çунат̌. Пĕтĕм пÿртне çап-çутă çутатса тăрат̌. Урайне тĕрлĕ хаклă йышши кĕçесем сарса тултарнă. Ура сасси илтĕнмест. Йĕри тавăра сĕтел ларат̌. Сĕтелсем çинђе çимĕç, тĕслĕрен, хаклă йышши ерех тулли тăрат̌. Çийес килсен çи, ĕçес килсен, ĕç. Хăшне ђун çăват̌, çавна ĕç, çи! Тулли хăна. Пур те хаклă тумсем тăхăннă. Ĕçеççĕ. Çийеççĕ. Савăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе калаçаççĕ. Ташлаççĕ. Кулаççĕ. Пĕтĕм пÿрт савăнат̌. Иродăн çĕнĕ арăмĕ, йеркĕнĕ, хăнасен умĕнђе çÿрет. Вĕсене пăхат̌. Хăй патша çуртĕнђе пурăннипе кăмăлне асла хурса çÿрет. Мĕншĕнех Ирод савăнат̌-ши вара?

Савăнмасăр унăн! Пайан вăл хăй çуралнă кунне асăнат̌. Çавăнпа хăнасем пухнă. Çавăнпа патшалăхри пур аслă çынсене хăй патне пуçтарнă.

Тĕнђе пĕр пек мар, тăванăмсем! Çав вăхăтрах пĕр çын тĕрмере ларнă. Унăн тĕрми пăђ тĕттĕм! Туррăн çутти унта кĕмест! Лармалли вырăнĕ ђĕрĕ тăпра! Выртмалли вырăнĕ йĕпе тăм! Çийес килсен ыйтма çук! Ĕçес килсен паракан çук! Сăмах хушма йулташ çук.

Кам-ши вăл, тăвансем? Мĕн пирки тĕрмере ларат̌-ши? Мĕн усал ĕç туса ирĕкри çынсенђен уйăрăлнă-ши? Мĕн туса патшана çилентернĕ-ши?

Вăл, йуратнă тăвансем, Христоса шыва кÿртекен Іоанн пророк. Вăл Турă ĕçĕшĕн тĕрмере ларат̌. Вăл çак тĕнђери усала хирĕç тăнăшăн ирĕкри çынсенђен уйăрăлнă. Вăл, Туррăн ĕçĕшĕн çунаканскер, усал ĕçе тÿсейменскер, патшаран та хăраса тăман. Ăна усал ĕçне пăрахма хушнă. Ирод хăйĕн аскăн кăмăлне ђараймасăр, хăйĕн ђĕрĕ пиђђĕшĕн арăмне туртса илнĕ. Унпа аскăнланса пурăннă. Шыва кÿртекен Іоанн çав ĕçшĕн патшана ÿкĕтленĕ. Иродпа пурăнакан аскăн арăм Иродіада, Турăран хăрама, çынран вăтанма пĕлменскер Іоанн пророка çавăншăн пит курайман. Ăна йепле те пулин пĕтересшĕн пулнă. Çав ĕçпех ăна тĕрмене хуптарса лартнă.

Тăвансем, пĕр пуçланă ĕç хăй йĕркипе пырат̌. Патша хăнисем ĕçеççĕ, çийеççĕ, савăнаççĕ, ташлаççĕ. Ерех хăйĕннех тăват̌: хăнисем те патши те, хĕрĕнкĕленсе çитнĕ. Çав вăхăтра аскăн арăм хĕрĕ Соломія хăнасем умне тухат̌ те ташлама тытăнат̌. Хĕрĕнкĕленсе çитнĕ Ирод хăйĕн йеркĕнĕ хĕрĕ ташланине курса савăнса тăрат̌. Хăйĕн аскăн шухăшĕ хыççăн кайса, хăй мĕн каланине хăй пĕлмесĕр, хĕрсе-çитнĕ пуçĕпе каланă сăмах ăçта кайса перĕнессине пĕлмесĕр калат̌: манран мĕн ыйтас тетĕн, çавна ыйт, епĕ сана парăп, тесе тупа тăват̌. Çак сăмахсене илтсен, хĕр нимĕн ыйтма пĕлмесĕр, амăшĕ патне ђупса кайат̌. Хăйне Ирод мĕн каланине каласа кăтартат̌. Иродіада калат̌: шыва кÿртекен Іоанн пуçне ыйт, тет. Вара хĕр Ирод патне пырат̌ те, калат̌: есĕ мана шыва кÿртекен Іоанн пуçне халех тнркĕпе кÿртерсе пар, мана çавă кирлĕ, тет. Патша тинех хăй шухăшламасăр каланă сăмах ăçта кайса кĕнине ăнласа илет. Çавна илтсен салхуланса кайат̌. Анђах тупа тунăран çавăнтах хăйĕн çарне тĕрмене Іоанн пуçне касма йарат̌.

Іоанн тĕрмере пĕр пĕђђен ларат̌. Акă çынсен сассисем илтĕнеççĕ! Авă ура сасси те илтĕнет! Тĕрмене çынсем пыраççĕ! Çăраççисемпе ђанкăртаттарни илтĕнет! Авă тĕрме алăкне уçаççĕ! Мĕн тума килеççĕ-ши? Епĕ айăпсăррине ђухласа илсе тĕрмерен кăлараççĕ-ши? Йе тата урăх ĕçпе килеççĕ-ши? Тĕрме алăкĕ уçăлса кайат̌. Çутнă çурта Іоанн ларакан вырăна çутатса йарат̌. Алăкран, çарă кĕрет. Аллине хĕç тытнă. Іоанн хĕçе курсанах хăраса ÿкет. Çан çурăмĕ ђĕтĕресе, сăрăлтатса кайат̌. Çарă тĕрмене мĕн тума кĕнине, Іоанн ђунĕ сисет. Йулашки хут çÿлелле пăхса Турра кĕл-тăват̌. Çарă хĕçне йĕннинђен кăларат̌! Ăна Іоанн çинелле сулса йарат̌. Унђђен те пулмаст̌ Іоанн пуçĕ çĕре ÿкет. Пĕвĕ сулкаланса, кĕлте пек, кайса ÿкет. Таса, хĕрлĕ йун йухат̌. Пĕр айăпсăр йун, тĕрлес урайне тавăрат̌.

Пĕр пуçланă ĕç хăй йĕркипех пырат̌. Патша çурђĕ савăнат̌. Ĕçеççĕ, çийеççĕ, кулаççĕ, ташлаççĕ.

Астăвăр, тăванăмсем! Патша хăнисене йулашки апат парат̌. Астăвăр, тăванăмсем, патша хăнисене тиркенĕ йăтса пырса халиђђен çын çимен çимĕç парат̌. Астăвăр, тăванăмсем, патша сĕтелли çинђе тĕрлĕ ерех йухат̌, тиркĕ çинђен йун тумлат̌. Астăвăр, тăванăмсем, патша хăй ĕçми-çимине йунне хутăштарђĕ. Ей йĕрĕнђĕк ĕçкĕ-çикĕ!

Астăвăр, тăванăмсем, Иродіада йулашки апат çийет. Ђасрах хĕрĕнчен тиркине туртса илет. Аскăн аллисемпе Іоанн пуçне тытат̌. Нимĕн тума аптăранине вилнĕ пуçăн ђĕлхине йĕппе ђикелет. Кайран, кирлĕ мар, усал йапалана кăларса ывăтнă пек, çырмана кăларса ывăттарат̌. Йепле пулђĕ-ши ку усал ĕç? Мĕншĕн Турă Хăйĕн Ывăлне шыва кÿртекен пророка усал çынсен аллине памалла тунă-ши? Турă суђĕ ху усал çынсене нихăçан та çитмен-ши ĕнтĕ? Ташласа Іоанн пуçне илекен хĕре Турă тавăрнă. Вăл хĕлле пăр çине кайнă. Çав тĕрлĕ усал хĕре пăр ђăтайман. Пăр çĕмĕрĕлсен хĕр шыва путнă. Пуçĕ пăр тĕлне çитсен, пуçне пăр хĕстерсе, çисе татнă. Пуçĕпе ÿтне пĕр çĕртен уйăрнă. Иродпа Иродіада та нумайах ырă курса пурăнайман. Ирода ђас патшаран кăларнă. Ăна Галлія çĕрне, çĕнĕ çĕре йанă пек, йанă. Вĕсем унта çын ĕретĕнђен тухса вилнĕ.

Sijen0, 1913, Николай Никольский, tp400, Николай Кузьмин

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.