Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

Тăвансем! Пайăн епир таса хĕресе ђиркÿ варрине илсе тухрăмăр. Ăна пуççапрăмăр, хамăра çăлăнăç панă Турра тав-турăмăр.

Çак хĕресе асăнса праçник тунă кун епĕ сире хĕрес çинђен пĕр-ик сăмах вĕрентсе калас тетĕп.

Епир тытакан тĕн Христосран пуçланса кайнă. Çавăнпа ăна Христос тĕнĕ теççĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем пур те хăйсем çине хĕрес хываççĕ, сăх-сăхаççĕ.

Епир те, тăвансем, Христос тĕнĕпе пурăнатпăр. Хамăр çине хĕрес палли хуратпăр. Анђах пиртен нумайăшĕ, хăшĕ пĕлмен пирки, хăшĕ ÿркеннĕ пирки, тата хăшĕ Христос хĕресне хисеплемен пирки, хăйсем çине хĕрес палли хума пĕлмеççĕ. Кăкăрĕ тĕлĕнђе хĕрес хывам пек туса аллипе çавăркалаççĕ те, çавă сăх-сăхни пулат̌ вара вĕсен. Апла туни çылăх пулат̌. Апла туни хĕресе хисеплеменни пулат̌. Хĕресе хисеплеменни Христоса Хăйне хисеплеменни пулат̌. Христос хĕрес çинђе асапланса вилнĕ. Ăна Вăл Хăйĕн йÿнĕпе тасатнă. Хĕрес вăл—Христосăн. Çавăнпа ăна Христоса хисепленĕ пек хисеплес пулат̌.

Сан патна ху йуратнă хăну килет. Есĕ унăн тумтирне хуллен хыватăн, салтăннă ђух пулăшатăн. Вара ăна ђипер, тирпейлĕ çĕре çакса хуратăн. Хăнуна йуратни унăн тумтирĕ çине те куçат̌. Есĕ хăнун тумтирне тытса çакă çинелле ывăтса йарсан, хăну мĕн калĕ сана? Çук, ку мана хавас мар мĕн, килни те ахалех пулђĕ, тийĕ.

Çĕр çинђе патша пур. Патша йађĕпе кăларнă укçа пур. Унта хăшшĕн çине патша сăнне ÿкереççĕ. Есĕ ку укçа патша мар-ха, тесе уруна таптаса пăх-ха. Сана çавăнтах айăплĕç. Мĕншĕн? Акă мĕншĕн. Патшана хисеплекен, унăн йађĕпе тунă йапаласене те хисеплет. Патшана хисеплеменни унăн йађĕпе тунă йапаласене те хисеплемест. Çавăнпа закон патша йапалине хисеплеменшĕн, патшана хисеплеменни туса айăплат̌.

Хĕрес çинђен те çав сăмахсемех пулаççĕ. Паçăрах каларăм. Хĕрес вăл Христосăн, терĕм. Çавăнпа хĕресе хисеплеменни Христоса Хăйне хисеплеменни пулат̌.

Хĕресе хисеплес тесен, сăх-сăхнă ђухне, хамăр çине хĕрес палли васкамасăр, тÿрĕ тăрса, тÿрĕ хĕрес палли тăвас пулат̌. Сăх-сăхиђђен виçĕ пÿрнене: пуç пÿрнене, шĕвĕр пÿрнене, тата вăта пÿрнене пĕр çĕре, пĕр тап тытас пулат̌. Йатсăр пÿрнепе кађа пÿрнине хутлатас пулат̌. Виçĕ пÿрнене пĕр çĕре тытни Виç-Ипостаçлĕ пĕр Турра пĕлтерет: пуç пурне Атте Турра, шĕвĕр пурне—Ывăл Турра, вăта пурне—Святой Сывлăш Турра пĕлтерет. Виçĕ пÿрнене пĕр тан тытни Атте Турă, Ывăл Турă, Святой Сывлăш Турă пĕр таннине кăтартат̌. Йатсăр пÿрнепе кађа пÿрне Іисус Христосăн турăлăхĕпе етемлĕхне пĕлтерет.

Пÿрнесене халĕ каланă пек тытсан, вара пĕр çĕре тытнă виçĕ пÿрнене малтан çамка çине, унтан кăкăр çине, вара сылтăм хул-пуççи çине, сулахай хул-пуççи çине хурас пулат̌. Хĕрес палли туса пĕтерсен тайăлас пулат̌.

Епир пĕр çĕре тытнă виçĕ пÿрнене çамка çине хурса Виç-Ипостаçлĕ Турăран пирĕн ăса çутатма, ăна ырă йенне çавăрма ыйтатпăр, кăкăр çине хурса пирĕн ђĕрене тасатма, Турра, çынсене йуратма Турăран пулăшу йăлăнатпăр. Сылтăм хул-пуççипе сулахай хул-пуççи çине хурса Виç—Ипостаçлĕ Турă çак Хăй панă алăсемпе ырă ĕçсем тума анђах пулăштăр-ђĕ, тетпĕр. Йулашкинђен турăшсем йенелле тăрса тайăлни епир Турăран мĕн ыйтнине Вăл пире патăр-ђђĕ, тени пулат̌.

Ĕнтĕ, тăвансем, епĕ сире хĕрес палли йепле тумалли çинђен каласа кăтартрăм. Пÿрнесем пĕр çĕре тытни, çамка çине, кăкăр çине, тата сылтăм хул-пуççипе сулахай хул-пуççи çине хурсан тайăлни мĕне пĕлтернине каласа кăтартрăм. Ĕнтĕ халиђђен сăх-сăхма пĕлменнисем вĕренĕр. Епĕ каланă пек сăх-сăхăр. Сăх-сăхнă ђухне, пÿрнесене çамка çине хунă ђухне: ей Турă, манăн ăса çутат, тийĕр; кăкăр çине хунă ђухне: ей Турă, манăн ђĕрене çемçет, тийĕр; сылтăм хул-пуççипе сулахай хул-пуççи çине хунă ђухне: ей Турă, çакă алă-урамсемпе ырă ĕçсем анђах тума пулăш, тийĕр; тайăлнă ђухне: ей Турă, çак епĕ ыйтнă ырăлăха кăтăрсах мана, тийĕр.

Çапла васкамасăр, Турра ĕненсе, шухăша, пĕтĕм кăмăла Турă çине пăхса сăх-сăхсан, хĕресе хисеплени пулат̌. Хĕресе хисеплени Христоса хисеплени пулат̌. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.