Покров Кун Вĕрентсе Каламалли


Андрей Меценатовъ

Юпа 1-мĕшĕ

Савнă тăвансем! Христосăн таса ђиркĕве Турă Амăш­не асăнса çулталăк хушшинђе пайтах праçник тăват̌.

Пайанхи кун та епир таса Турă Амăшĕ йатне асăнатпăр. Ку праçник акă çакăнтан пуçланса кайнă.

Пирĕн Турă Іисус Христос çурални тăхăр çĕр çул ытла иртсен, грек çĕрĕнђе Лев Мудрый патша пулнă. Унăн патшалăхне туртса илес тесе сарацын халăхĕ грек çыннисем çине пысăк çарпа пынă. Сарацын халăхĕ ђăнах та малтан грек çыннисене çĕнтерсе пынă. Пăртак, тăрсан вĕсем патша пурăнакан хулана, Царьграда, йĕри-тавăра çавăрса илнĕ. Хулара пурăнакан грек çыннисем, сарацын халăхĕсем çĕнтерсе, хăйсене пăхăнтарса пурăнăçран питĕ хăранă. Хуйхăрнипе вĕсем нимĕн тума пĕлмен. Хăйсем тĕллĕн тăшмансене çĕнтерейменнине курса, грек çыннисем Турă Ажăшĕнђен пулăшу ыйта пуçланă. Унăн хăвађĕ çи­не шанса пĕтем ђунтан Турă Амăшĕнђен хăват ыйтнă. Турă Амăшĕ вĕсен кĕллине илтмесĕр хăварман. Влахерн йатлă ђиркÿре, каçхи кĕлĕ вăхăтĕнђе, святой Андрей пĕ­лĕт çинђе Турă Амăшĕ Хăйĕн Ывăлне кĕл-туса, ђиркÿре тăракан çынсене Хăйĕн омофорĕпе витсе тăнине курнă. Святой Андрей хăй мĕн курнине халăха каласа панă. Çавна илтсен, грек халăхĕ Турă Амăшĕ çине шанса хăватлăланнă та, тăшмансене хăйĕн çĕрĕнђен хăваласа йанă.

Çапла ĕнтĕ, тăвансем, ку праçник пире Турă Амăшĕ Хăйне кĕл-тăвакан çынсене пулăшса тăни çинђен кăтартса парат̌. Ђăнахах Турă Амăшĕ пĕтĕм пророксемпе, апостол­семпе, пĕтĕм святой çынсемпе пĕрле йалан пирĕншĕн кĕл- тăват̌, пире Хăйĕн хÿтĕлĕхĕпе хупласа тăрат̌. Турă Амăшĕ грек çыннисене йывăр вăхăтра Хăйне тархасласа ыйтнине илтнĕ те, тăшмансене хăваласа йама пулăшнă. Вăл грекçыннисене анђах пулăшман, Россія патшалăхне те тĕрлĕ вăхăтра пулăшнă. Унăн таса сăнĕ умĕнђе ÿкĕнсе ђунтан кĕл-тăвакан çынсем, асапĕсенђен хăтăлнă, ђир-ђĕртен тасалнă. Россія халăхне выçлăхран, вут-кăвартан, халăх хушшинђи тĕрлĕ сикекен ђирсенђен хăтарнă. Хамăр хытă ĕненсе, ăшă кăмăлпа Турă Амăшĕнђен пулăшу ыйтсан, Вăл нихăçан та епир тархасланине илтмесĕр хăвармаст̌. Хăйĕн Ывăлĕ умĕнђе пирĕншĕн йаланах кĕл-туса тăрат̌, пире Ывăлĕнђен пулăшу антарса парат̌. Турă Хăйĕн Амăшĕ пирĕншĕн тархасласа ыйтнине нихăçан та пама­сăр хăвармаст̌.

Халĕ ĕнтĕ, тăвансем, Турă Амăшĕ пирĕншĕн хута кĕрсе тăнине илтрĕр. Çавăнпа пирĕн те праçник кунĕсенђе ђиркĕве йаланах çÿреме тăрăшас пулат̌. Хамăр кĕллĕмĕрте ђас-ђасах пире пулăшу паракан Турă Амăшне асăнса, Ăна тархаслас пулат̌. Унăн кĕлли пĕлĕт çинђе пурăнакан пур святой çынсем кĕллисенђен те хăватлăрах. Çавăнпа, Турă Амăшне çапла каласа йăлăнар: ей Туррăн таса Амăшĕ, çăл пире! Пур усал-тĕсĕлтен, курăнакан, ку­рăнман тăшмантан та Хăвăн Ывăлу тăрăх пире хăтарса тăр. Сан çине шанса тăратпăр, пирĕн мĕскĕн ђунсене çăл­масăр ан хăвар, тийĕр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.