Иван Григорьев: Кĕнекесен усси


Иван Григорьев — Хусанти семинарире вĕреннĕ учитель. Ытларах ăслă-тăнлă пулса пурăнма вĕрентсе сăвăсем çырнă… Тĕплĕнрех→


          

Кĕнекесен усси

Эпир халĕ пурăнатпăр,
Ыран-паян вилетпĕр,
Пирĕн пурăнăç пит начар,
Шухăш-тĕлеш çук масар.

Анчах çапла пурăнса,
Чăваш ырă курас çук;
Вуламасăр пурăнса,
Эпир çутта тухас çук.

Кĕнекесем халăха
Пысăк усă кÿреççĕ:
Вĕсен тăрăх тĕнчере
Пурте çутта тухаççĕ.

Кĕнекесем кам вулать,
Çав нумай пĕлсе тăрать:
Ăçти халăх пурăнать
Мĕн-мĕн ĕçсем вăл тăвать.

Кĕнекесем пулмасан,
Ăçта вăрçă пулнипе,
Менле халăх вăрçнине
Эпир пĕлсе тăрас çук.

Анчах чăваш хушшинче
Хут пĕлекен пит сахал,
Çавăнпала, тăвансем,
Çырăва вĕренес пулать.

Вырăссемпе тутарсем
Пур ĕçе те пит ăста,
Вулама та пĕлеççĕ,
Вĕренме те тăрăшаççĕ.

Халĕ ĕнтĕ тутарсем
Чăвашран мала кайрĕç.
Чăваш халăх тăрăшсан.
Тутарсенчен те юлмĕç.

Мĕнле кĕнеке çук тĕнчере!
Каласа та пĕтерес çук.
Мĕн-мĕн унта çырнине
Хăй кĕнеке калас çук.

Çавна пĕлес тесессĕн.
Вуласа пăхас пулать:
Вуласа пĕтерсессĕн,
Шухăшласа пăхас пулать.

Çырăва вĕренни кансĕрлемест,
Вĕренменни вĕреннине çитмест.
Вĕреннĕ çын шап-шурă,
Вĕренменни хуп-хура.

Вĕреннĕ çын ухмах мар,
Ытла усалах та мар.
Пурăнма та вăл пĕлет,
Ĕçлеме те пит маттур.

Кĕнекесем усă кÿреççĕ,
Кăна пурте пĕлеççĕ,
Çавна пĕлес килсессĕн,
Шăллăм, тăрăш вулама.

Эпир, чăваш мĕскĕнсем,
Хамăр чĕлхепе калаçатпăр.
Çырма-çĕрмере пурăннăскерсем,
Тĕттĕмех тăрса юлатпăр.

Тĕттĕмрен тухас тесен,
Вулама тăрăшас пулать.
Чăвашла кĕнекесем вуласан,
Уссине курмасăр юлас çук.

Пур халăх та тĕнчере,
Хăй чĕлхишĕн тăрăшать,
Мĕн пулнине пурне те
Хăй чĕлхипе вăл çырать.

Ĕлĕк хĕвеланăçĕпе
Кăнтăрла хушшинче
Славян халăх пурăннă.
Вĕсем малтан чăваш пек
Пит тĕттĕм пулнă,
Тăрăшнипе çутăлнă.

Вара славян чĕлхипе
Кĕнекесем çаптарнă.
Пурте кăна вуласа
Тинех вара уçăлнă…

Çакă хура халăхшăн
Ырă çынсем тăрăшнă.
Эпир кăна, тăвансем,
Пурте пĕлсе тăратпăр.

Ырă çынсен ячĕсем
Йывăрах та мар вĕсем.
Пĕрне Кирилл теес чĕнеççĕ,
Тепĕрне Мефодий теççĕ.

Тата тепĕр ырă çын
Иоанн Златоуст пулнă;
Вăл гот халăхшăн
Пит нумай тăрăшнă.

Капăр шкулсем тутарса
Кĕнекесем куçарнă;
Вĕсем çапла тăрăшса
Чăн та лайăх пурăннă.

Чăн та тĕттĕм çав эпир
Кăна пурте пĕлеççĕ;
Мĕн пур-çукки курăнать;
Чăваш акă мĕн калать:

Йĕри-тавра тĕмеске,
Ах, пĕлмерĕм, тĕттĕм-çке;
Çакă тĕлĕм вырăнта
Пĕтĕм чăваш пурăнать.

Питĕ кансĕр пурăнма
Çакă усал вырăнта,
Пурăнас ĕмĕр иртсе каять,
Чăваш çаплах-вăранмасть.
Тутарпа вырăс çуталчĕç
Пирĕн чăваш тĕттĕмрех.

Куçа уçса пăхсассăн,
Куççуль юхса анать;
Йĕри-тавра пăхсассăн,
Ăшăм-чунăм хурланать.

Çутта тухас тесессĕн.
Кĕнекесем вулăр ытларах,
Вĕсен уссине пĕлсессĕн,
Тăрăшăр тата нумайрах.

Тата сире калатăп:
Çырăва вĕренме хушатăп,
Çыру пĕлни, ырă ĕç,
Хамăр ялта шкула турĕç.

Суту-илÿ çыннисем
Питĕ чее пурăнаççĕ,
Пăхăр-пăхăр, чăвашсем,
Пире мĕнне лартаççĕ.

Пирĕн тĕттĕм чăваша
Вĕсем аван пĕлеççĕ,
Чăваш пасарне тухса
Улталама тăрăшаççĕ.

Хĕрарăмсем умĕнче
Йăпăлтатса çÿреççĕ.
Икĕ пуслăх япаласене
Пилĕк пуспа сутаççĕ.

Тилĕсем пек йăпшăнса,
Чăвашсене чĕнеççĕ;
Илемлĕ сăвăсем каласа,
Чăвашсене илĕртеççĕ.

Пĕрре эпĕ пасарта
Утса çÿреп урамра,
Тутар ачи Хайлулла
Сикрĕ тухрĕ ман умма;

Хăйĕн айван чĕлхипе
Çатта кала пуçларĕ:
Хĕрлĕ крескĕ, хĕрлĕ крескĕ!
Пĕр пус çурă, пĕр пус çурă!

Килĕр, хĕрсем юнĕ парăп.
Ытлашши илмĕп, тет.
Çавна илтсен, ман чĕрем
Питех хытă ыратрĕ,

Пирĕн ухмах чăвашран
Пурте кулма тăрăшаççĕ.
Çыру пĕлни пит лайăх:
Мĕншĕн тесен пасарта

Тутарсем те тартаймĕç,
Ыттисем те арманта
Ытлашшине илеймĕç,
Чăвашсенчен кулаймĕç.

Кĕнекесем вуласан,
Çын нумай ăслăланать,
Чĕлхи-çăварĕ уçăлать.
Хăй те вара хĕпĕртет.

1913

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.