Раштав Уйăхин 26-мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани


Никифоръ Соленцовъ


Раштав 26-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Тăвансем! Пайанхи кун епир Турă Амăшĕ пĕлĕт çин­ђе пит аслă, пит мухтавлă пулса тăнине асăнса праçник тăватпăр.

Таса Хĕр Марія çĕр çинђе пит сăваплă пурăннă. Çа­вăнпа вăл Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă: унтан Турă Ывăлĕ Іисус Христос ÿтленсе çуралнă. Вăл ĕнтĕ херувимсемсенђен те аслă, Серафимсенђен те мухтавлă. Халĕ анă пур ангелсем те, пур пророксем те, пур святойсем те аслăласа мухтаса йурлаççĕ. Турă Амăшийĕн мухтавĕ пĕлĕт çинђе те, çĕр çинђе те. Христоса ĕненсе тăракан халăх кирек хăçан та унăн йатне асăнат̌, ăна шанса унтан хăйне пу­лăшу ыйтат̌, мĕншĕн тесен вăл пирĕншĕн йаланах тăрă­шат̌, Хăй Ывăлĕ—пирĕн Туррăмăр Іисус Христос умĕн­ђе хута кĕрет. Ăна ђăн тĕне тытса тăракансем: Есĕ Хе­рувимсенђен те аслă, Серафимсенђен те мухтавлă тесе хисеплесе йурлаççĕ.

Йуратнă тăвансем! Епир те Турă Амăшне мухтар, епир те унăн таса йатне аслăласа йурлар. Епир ăна сă­махпа кăна мар, пĕр йурăсемпе-çеç мар, мĕн пур шухăшăмăрпа, пĕтĕм ĕçĕмĕрпе мухтар. Çавăнпа епир кĕлле çÿресе ырă ĕçсем тума тăрăшар. Пуринђен ытла çак таса праç­никсем аван ирттерер. Пиртен нуммайĕшĕ çак кунсенђе праçник тесе ерех ĕçеççĕ, ÿсĕрĕлсен кирлĕ мар йапаласем çинђен калаçаççĕ; йе тата пĕр пĕринпе вăрçса илеççĕ, пĕр пĕрне кăмăлсăр тăваççĕ. Вара вĕсен хăйсен савăнас тенĕ савăнăçĕ пĕтет. Çапла туни вăл—нађар ĕç. Вăл пурăнăçа пăсни пулат̌. Епир çапла праçник туса Турра хисеплес вырăнне Ăна кÿрентеретпĕр кăна. Тата çак кунсенђе Хри­стос тĕнне тытакан çынсене кирлĕ мар тумланса ташласа çÿрени те килĕшмест. Ăна суйа тĕнлĕ çынсем кăна çапла тăваççĕ. Ку кунсене Раштав кунĕнђен пуçласа Крещеніе кунне çитиђђен вырăсла святки теççĕ, ђăвашла вăл таса кунсем тени пулат̌. Çавăнпа çак кунсенђе кĕлле ђасах çÿрер. Кил-çуртри ĕçсенђен пушансанах Турă кĕнекисене вулăр. Вĕсенђен пуринђен усăлăраххи—Святое Евангеліе. Вăл кĕнекере пирĕн пурăнăç çулне кăтартса панă. Пĕр пĕринпе лайăх, ăшă кăмăлпа калаçар. Пĕлмен çынна Турă çинђен вĕрентер, хамăр мĕн пĕлменнине пĕлме тăрăшар. Çапла тусан пирĕн шухăш Турă çинђе пулĕ, кирлĕ мар ĕçсем тума вăхăт та пулмĕ. Пирĕн пурăнăç вара Турра йурăхлă пулĕ; Турă Амăшĕ пирĕншĕн пит савăнĕ, унăн йађĕ пирĕн пурăнăç урлă та мухтавлăпăр. Çак сăмахсе­не ан манăр, тăвансем.

Ей Туррăн таса Амăшĕ! Санăн йату ĕмĕр ĕмĕрех мух­тавлă тăтăр. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.