Ăста Наçтук

Хайлавĕсем:

Ăста Наçтук
Shură hut huralat’… | Tăvana Kĕtse Jurlană Jură | Vakijetsem


Ытти материалсем:

Чăвашсен те Ванга пулнă…

2018-07-17 08:32:28

ТЕМИÇЕ çул каялла Шупашкарти Пичет çуртĕнче ирттернĕ журналистсен канашлăвĕ хыççăн эпĕ çỹллех мар, хурарах кăна чипер сăнлă çамрăк хĕрарăмпа паллашнăччĕ. Вăл «Бизнес Среда» хаçат корреспондентне интервью паратчĕ. Вырăс марри тỹрех палăрать: акцентпа калаçать. Аллинче – полиграфи илемлĕхĕ енчен илсен чи çỹллĕ виçепе хаклама май паракан журнал. Ячĕ – пăлхарла иккен, вырăсла куçарсан «Элексир жизни» пулать. Чăвашла вара «Пурнăçăн асамлă вăйĕ» теме юрать пулĕ.

Эпĕ Шăмăршăран пулнине пĕлсен, Галя Колева (вăл шăпах журналăн тĕп редакторĕ, Болгарири паллă журналист) савăнсах кайрĕ. Ыттисемпе калаçма пăрахсах манăн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ. – Эпĕ пĕлтĕр сирĕн енче пултăм вĕт! – терĕ Галя Колева. – Çав тери илемлĕ, юмахри пек асамлă вырăнта пурăнатăр. Вăрманăр кăна мĕне тăрать! – Каçарăр та, Эсир Шăмăршă тăрăхне вăрман курма кăна кайманччĕ пулĕ… – Тĕрĕсех калатăр. Мана пирĕн çĕршыври Ванга пек асамçă хĕрарăм кун-çулĕ интереслентерчĕ. Ванга камне пĕлетĕр пуль: вăл çынсене чи йывăр чиртен сиплеме те, пурнăçра темиçе çултан мĕн пулассине каласа хума та пултарнă. Сирĕн районти Карапай Шăмăршă ялĕнче шăпах çавăн пек хĕрарăм çуралнă та ĕнтĕ. Кỹршĕри Чăваш Сăкăт ялне качча тухса 92 çула çити пурăннă. «Ăста Наçтук», – тенĕ ăна ялта. Хăшĕсем вара тухатмăш тесе шутланă. Анчах Наçтук тухатмăш мар, халăх сиплевçи пулнă. Гипноз вăйĕпе тата тĕрлĕрен курăксемпе, çăл шывĕпе тата пылчăкпа усă курса вăраха кайнă йывăр чирсене сипленĕ. Асат хуçнисене те çын тунă.

Ăста Наçтук Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хăçан пуçланассине, вăрçă Совет Союзĕ çĕнтернипе вĕçленессине, Сталин хăçан вилессине тата ытти тĕрлĕ пулăмсене те чылай маларах тĕп-тĕрĕс каласа хунă. Хăйсен ялĕнче тата çывăхри ялсенче хăçан вут-кăвар тухма пултарасси пирки те пилĕк-ултă çул маларах асăрхаттарнă. – Апла пулсан, Ăста Наçтука чăвашсен Ванги теме те юрать? – Çапла, унăн пурнăçĕ çав тери интереслĕ пулнă. Ăста Наçтук çинчен ялти ватăсем тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш те каласа кăтартрĕç. Блокнотпа магнитофон ленти çине çырнисене пĕтĕмлетсе, хамăр журнал валли пысăк очерк çырса хатĕрлерĕм. Акă, çак очерк «Сĕм-суккăр асамçă» ятпа журналăн кăçалхи виççĕмĕш номерĕнче пичетленсе тухрĕ. Шел, ман алăра журналăн пĕр экземплярĕ çеç, çавăнпа та Сире парнелеме пултараймастăп.

Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче пулнă чух эпĕ чăвашсен авалхи юррисемпе такмакĕсене, ваттисен сăмахĕсене те çыра-çыра илтĕм. Çакă та тĕлĕнмелле япала: Ăста Наçтук çĕр-çĕр юрă тата юмах, çавăн пекех эпос халлапĕсене те пĕлнĕ иккен. Унăн хайлавĕсен пĕр пайне Шупашкар университетĕнче ĕçленĕ Иван Одюков профессор çырса юлма ĕлкĕрнĕ. Журналта Ăста Наçтук портречĕ те пур, ăна упранса юлнă шупка сăн ỹкерчĕк тăрăх Чăваш халăх художникĕ Владимир Агеев ỹкернĕ. Эсир журналист пулнине кура, хамăр ĕçпе тĕплĕнрех паллаштарас килет манăн. Пирĕн журнал халăх асамçисемпе тухатмăшсем çинчен очерксем пичетлет, тĕрлĕрен хĕн-асаплă чирсенчен халăх медицинин майĕсемпе сиплекен çынсемпе паллаштаратпăр. Чăваш Енре ун пек çынсем пуррине лайăх пĕлетĕп, çавăнпа та пирĕн журнал сирĕн тăрăхри асамçăсем çинчен тата та çырĕ-ха. – Тавах, Галя, пирĕн енчи Ăста Наçтук сиплевçĕ пирки тĕнчене пĕлтернĕшĕн. Халĕ Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн тата Чăваш Сăкăчĕ çинчен те хамăр çĕршывра çеç мар, ун тулашĕнче те пĕлеççĕ ĕнтĕ. – Журналистăн ĕçĕ çапла вĕт. Кашкăра та, хаçат-журналта ĕçлекене те ури тăрантарать тесе ахаль каламан пуль (кулать).

Ив.САЛАНДАЕВ.

http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=132&text=news-publikacii