Пирĕн çинчен

Чăвашла çырнă пуян литературă еткерне, Нарспирен, Уках Хурăнĕччен чылай жанрлăскере, чăвашла çырнă е куçарнă хайлавсен электронлă тексчĕсене тупса кунта вырнаçтаратпăр. Сайтра шырамашкăн сылтăмри “Сайтра Тупас” гаджетпа усă курăр, е тагсемпе. Аялти формăпа усă курса та инттереслентерекен хайлав çинчен пĕлтерме пултаратăр.

Сайтра илемлĕ литературăн çак чи нумай вулакан, чи юратнă, çавăнпа та чи хаклă хайлавĕсем пур.

Сайтăн ку çулхи пĕрремĕш чĕрĕк статистикине кура чи нумай интересленнĕ текстсем:

  1. Нарспи (Константин Иванов, 1908),
  2. Салампи (Александр Артемьев, 1954),
  3. Таня (Петĕр Хусанкай, 1942),
  4. Арçури (Михаил Федоров, 1879),
  5. Псалтирь (ПЭччен 1440-586 çç.),
  6. Записки Александры Фуксъ (1840),
  7. Эп — чăваш ачи… (Петĕр Хусанкай, 1930),
  8. О Вліяніи Еврейства На Чувашъ (Евфимий Малов, 1882),
  9. Ача чухнехи (Трубина Мархви, 1960),
  10. Хĕрлĕ мăкăнь (Юрий Скворцов, 1977).

Сайт пуçланнăранпа çырса пынă сататистикăна кура чи нумай ытнă текстсем:

Сăнарлă литература

  1. Нарспи (Константин Иванов, 1908),
  2. Салампи (Александр Артемьев, 1954),
  3. Ача-пăча калавĕсем (Иван Яковлев, 1968),
  4. Арçури (Михаил Федоров, 1879)
  5. Хĕрлĕ мăкăнь (Юрий Скворцов, 1977),
  6. Таня (Петĕр Хусанкай, 1942)
  7. Тилли юррисем (Петĕр Хусанкай, 1933-1940)
  8. Ача чухнехи (Трубина Мархви, 1960),
  9. Уках хурăнĕ (Юрий Скворцов, 1963),
  10. Хура çăкăр (Илпек Микулайĕ, 1962),
    +
  11. Çăкăр чĕлли (Ева Лисина, 1970),
  12. Эп — чăваш ачи… (Петĕр Хусанкай, 1930).

Уйрăмах шыранă авторсем:

  1. Иван Юркин,
  2. Спиридон Михайлов,
  3. Константин Иванов,
  4. Мĕтри Кипек,
  5. Илпек Микулайĕ,
  6. Ермей Рожанский,
  7. Михаил Федоров,
  8. Çеçпĕл Мишши,
  9. Василий Лебедев,
  10. Лидия Сарине.
    +
  11. Арсений Тарасов,
  12. Ева Лисина.

(Статистика пуçланнăранпа 2020 ç Çĕртме уйăх тĕлне çитиччен).

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ хайлавсем:


Ку логотип – Нарспи кĕнекин пĕрремĕш ÿкерчĕклĕ истани хуплашкийĕнче курăнакан Нарспипе Сетнер сăнарĕ. Ÿкерекенĕ – Мясников, 1930, Мускав.

Паянхи чăваш вулавçи чăвашăн ĕлĕкхи тĕнĕпе, тавракурăмĕпе питĕ интересленет. Унпа çыхăннă е çыхăнтарнă текстсенчен çаксене чи малта:

  1. Кĕлĕ тата пил сăмахĕсем (Виталий Родионов),
  2. Кĕлĕ (Анатолий Кибеч, 2004),
  3. Пилпе сунăм-хушăм (Халăх пултарулăхĕ).

(Сайт пуçланнăранпа 2020 çулхи Ака уйăх таранччен çырнă статистикăна кура)

Унсăр пуçне халăхла ĕненÿ, тĕшмĕш-ăрăм çырăвĕпе çыхăннă, авалхи тĕрĕк руна çырăвĕпе Мани манахĕсем çырнă Юмăç кĕнеки сонникăн куçарăвĕ пур.

Аваллăхпа çыхăннă ют чĕлхепе çырнă текстсенчен Ахмед ибн-Фадлан пăлхар патшалăхне кайса килни çинчен çырни, Записки Александры Фуксъ о Чувашахъ и Черемисахъ Казанской Губерніи тата Евфимий Маловăн О Вліяніи Еврейства На Чувашъ, самай вуланаççĕ.

Чăваш йăлипе çыхăннă çĕнĕ текстсем:


Христиан тĕнĕпе çыхăннă хайлавсенчен чăваш вулавçи çак текстсене уйрăмах юратать:

  1. Псалтирь (ПЭччен 1440-586 çç.)
  2. Матфей Çырнă Таса Евангели (ПЭри 80-90 çç.),
  3. Пултарни (ПЭччен 1450-517 çç.)
  4. Иоанн çырнă Евангели (ПЭри 80-100 çç., 2009 ç. куç.)
  5. Иов кĕнеки (ПЭччен 1900-1700 çç.)
  6. Марк çырнă Таса Евангели (ПЭри 65-75 çç., 2010 ç. куç.)
  7. Иоанн çырнă Таса Евангели (ПЭри 80-100 çç., 2010 ç. куç.).

(Сайт пуçланнăранпа 2020 çулхи Çĕртме уйăх таранччен çырнă статистикăна кура)

Раççей Библи Пĕрлĕхĕн Сăваплă Библи куçарăвĕн  Авалхи Халал кĕнекисене вулама пулать.  Çĕнĕ Халал та туллинех пур, унсăр пуçне 1820 çулта кивĕ чăваш çырулăхĕпе пичетлесе кăларнă Еванкĕлпе те (Матѳе́й ранъ, Марк ранъ, Лука ранъ, Іоанъ ранъ) паллашма сĕнетпĕр.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:


↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


Пулăшу

Пирĕнпе çыхăнмашкăн е пĕр-пĕр текст хушмашкĕн çак формăпа усă курăр, мĕншĕн тесен эпир çырăвăрсене илсех тăратпăр:


Vula Căvašla редакцийĕ вырнаçтарнă хайлав шухăшĕсемпе килĕшсен те килĕшмесен те пултарать.

Çавăнпа килĕшÿсĕр япаласене ятарлă паллăпа уйăратпăр.

Асăрхаттару!

VulaCV.wordpress.com тата унпа çыхăннă VulaCV е Vula Căvašla ятлă проектсен редакцийĕ проектра вырнаçтарнă информацийĕпе, хайлав авторĕсен шухăшĕсемпе килĕшсен те килĕшмесен те пултарать. Сайтра вырнаçтарнă произведенисем вĕсем – чăвашла çырнă е куçарса кăларнă паллă, хăй вăхăтĕнче нумай тиражпа тухнă, халăх юратса вуланă тата вулакан ĕçсем. 8/3/2017  числа хыççăн тухнă сиенлĕ информациллĕ е редакцин мораль стандарчĕсемпе килĕшсе тăман текстсене ятарлăн палăртать:

Sijen1
Sijen2
Sijen3

Sijen 1: Пĕр кăшкăру палли. Автор моральпе килĕшсе тăман ĕçсене тата шухăшсене асăрхамасăр, тиркемесĕр кĕртсе хăварнă. Ăс-хакăл енчен çирĕпленмен вулакансемшĕн сиенлĕ пулма пултарать.

Sijen 2: Икĕ кăшкăру палли. Моральпе килĕшсе тăман ĕçсене тата шухăшсене юри е ăнлантармасăр-тиркемесĕр кĕртсе лартнă е хăварнă. Уçăмлă е уçăмсăр пропаганда тата агитаци. Çыннăн е пĕр-пĕр ушкăнăн ятне пăсса суйса элеклени, чăнлăха пăсни, çын е пĕр-пĕр çын ушкăнне ятарласа ÿстерсе усал пек сăнлани (Карикатур). Усалпа ырра ылмаштарни е ылмаштарма пулать тесе кăтартни.

Sijen 3: Виçĕ кăшкăру палли. Моральпе килĕшсе тăман ĕçсене тума чĕнни е хистени. Çын е пĕр-пĕр ушкăна сăмахпа е шухăшпа тапăнни, тапăнма чĕнни. Вăрçа, пусмăра, вилĕме кирлĕ пек кăтартни.

Sijen 0: Паллă лартман.  Килĕшÿсĕр шухăш çук, килĕшÿсĕр сăмахсемпе шухăшсен ырăмарлăхне автор уçса панă. Е информацине 2017-мĕш çулхи мартчен кĕртнĕ, тишкерсе тухман.


Редакци произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – пĕр-пĕр хайлава тĕпченĕ чухне шырав, цитатăлу е тата ытти çавăнашкал ĕçе пурнăçланă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтарать. Сайтри электронлă тесктсене сĕрĕмлĕхшĕн усă курассине VulaCV тиркет. Автор прависем пăсăлассишĕн пăшăрханакан авторсем редакцине çÿлерех тунă формă урлă çырса астутарма, е пирĕнпе килĕшÿ тума пултараççĕ.

Аяларах электронлă почта адресне çырса кĕртсе çырăнă, мĕншĕн тесен çапла майпа çĕнĕ текстсем пирки чи малтан пĕлнĕ пулатăр.

Пирĕн çинчен” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.