Çемен Мрес

1887 – 1956

Çемен Мрес — учитель, халăх йăли-йĕрки çинчен сăвă çырать. Ача чухнех чире пула хăрах урисĕр инвалида юлать. Пăлхава хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса яраççĕ. Çапах та кайран вăл учитель ятне илет, ĕмĕр тăршшĕпех тăван таврари шкулсенче ĕçлет… Тĕплĕнрех→


Хайлавĕсем:

Революци тапхăрĕ

Çемен Мрес
Хĕр ĕмĕрĕ | Салтак çырăвĕ ]

Ытти материалсем:

Çемен Мрес (1887-1956) нарăсăн 13-мĕшĕнче Самар кĕпĕрнин Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунтал районĕ) Аксаккура çуралнă. 1894 çулта вăл ялти пуçламăш шкула вĕренме кĕрет. Виçĕ çул иртсен, шăмă туберкулезĕпе чирленĕрен пилĕк çула яхăн утаймасăр пурăнать. 1901 çулта унан хăрах урине татаççĕ, инвалид пулса юлать. 1903 çулта вăл Тăварăмри пуçламăш шкултан вĕренсе тухать. Шунталри учительсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ чухне Ç. Мрес шкул ачисен пăлхавне хутшăнать, çавăншăн ăна шкултан кăларса яраççĕ. 1909 çулта вăл учитель ятне илет, ĕмĕр тăршшĕпех тăван таврари шкулсенче ĕçлет. 1948 çулта, сывлăхĕ хавшанине пула, пенсие тухать. Ăна 1945 çулта «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕпе наградăланă. [Трофимов, Юмарт – 2006] Ç.Мрес литература ĕçпе ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнченех кÿлĕнет. Вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем çинчен сăвăсем çырать («Хĕр ĕмĕрĕ», «Салтак çырăвĕ», «Пурнăç çулĕ»). Вырăсларан И. А. Крылов юптарăвĕсене, ыттисен сăввисене таза тĕрлĕрен брошюра куçарать. [Трофимов, Юмарт – 2006]