Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Иван Козлов

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов – “Чăваш литератури (XX ĕмĕр пуçламăшĕ)” ятлă хрестомати пухакан ăсчахсем. 2006 çулта кăларнă кĕнеке асăннă тапхăрăн литературине уççăн çутатса парать… Тĕплĕнрех →


Иван Козлов

(1887-1968)

Иван Федотович Козлов 1887 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ ЧР Вăрнар районĕнчи) Мăн Явăшра çуралнă, 1901 çулта ялти пуçламăш, ун хыççăн Хапăсри икĕ класлă шкулсенче вĕренет. 1910 çуша Кемерово çывăхне куçса каять, ялти шкулта ĕçлет. 1912 çулта каллех тăван ялне таврăнать. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, 1918-1929 çулсенче суту-илÿ кооперативĕнче, кредит обществинче ĕçленĕ. Томск облаçне куçса кайнă хыççăн хутпĕнменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хурать, учительсен пĕлĕвне ÿстерекен курсра, университетра вĕренет, пенсие тухичченех учительте ĕçлет.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Илле Тăхти

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов – “Чăваш литератури (XX ĕмĕр пуçламăшĕ)” ятлă хрестомати пухакан ăсчахсем. 2006 çулта кăларнă кĕнеке асăннă тапхăрăн литературине уççăн çутатса парать… Тĕплĕнрех →


Илле Тăхти

(1889-1938)

Илле Тăхти (Илья Ефимович Ефимов) 1889 çулхи авăнăн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕнчи (халĕ ЧР Тăвай районĕ) Нÿшкассинче çуралнă. Малтан кÿршĕ ялти Элпусĕнчи прихут шкулне çÿрет, унтан ялĕнчи пуçламăш шкулта вĕренет, Сĕвери прихут шкулне куçать. 1903 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕрет. 1908-1914 çулсенче вăл – Тавăтри пуçламăш шкул (ЧР Элĕк районĕ) учителĕ. Ун хыççăн Вятка кĕпĕрнине куçса каять, çулталăкран ăна пĕрремĕш тĕнче вăрçине илеççĕ.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Ваççа Аниççи

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов – “Чăваш литератури (XX ĕмĕр пуçламăшĕ)” ятлă хрестомати пухакан ăсчахсем. 2006 çулта кăларнă кĕнеке асăннă тапхăрăн литературине уççăн çутатса парать… Тĕплĕнрех →


Ваççа Аниççи

(1893-1976)

Ваççа Аниççи (Анисия Васильевна Княгинина) 1893 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче (кивĕ стильпе 1892 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче) Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) Анатри Тимĕрçенте чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1901-1904 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Пĕр çулталăк Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсен, каллех ялти шкула таврăннă. 1908-1911 çулсенче вал Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Сумароковăра икĕ класлă шкулта вĕренет. 1916 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн програми тăрăх экзамен тытать те учитель ятне илет. Ун хыççăн Ульяновк облаçĕнчи ялсенче учительте ĕçлет. 1947 çулта пенсие тухать те Димитровград хулине пурăнма куçать. Çыравçă 1976 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче вилнĕ.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Тăваньялсем Сергей

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Тăваньялсем Сергей

(1886-1956)

Сергей Семенович Сорокин (Тăваньялсем Сергей) 1886 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче Ульяновск кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Ульяновск облаçĕн Чăнлă районĕ) Кив Таванъелĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, 1898 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса кĕлĕ. 1905 çултанпа тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă, пĕр вăхăт районти шкул инспекторĕнче, профсоюз ĕçĕнче те тăнă. 1956 çулта вилнĕ.

Малаллине вулас

Трупина Мархви

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов:

Трупина Мархви

(1888-1956)

Трупина Мархви (Марфа Дмитриевна Трубина) 1888 çулхи августăн 28 (сентябрĕн 11)-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи (халĕ Ч Р Куславкка районĕ) Куснар ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн 1903-1909 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет. Вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри ялсенче учительте ĕçленĕ, ăна РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ ятне панă, Ленин орденĕпе наградăланă.

Трупина Мархви – чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм çыравçăсенчен пĕри. Вал нумай повесть, калав, юмах, пьеса çырса хăварнă, вĕсенчен паллăрахисем – «Мучар», «Хÿтĕ вырăнта», «Асăнмалăх, савăнмалăх» повеçсем.

Пуçламăш тапхăрта Трупина Мархви поэзире те хастар ĕçленĕ, ХХ ĕмĕрĕн çулĕсенче чылай сăвă-юрă пичетленĕ. Тĕрĕсрех каласан, литература ĕçне вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕрĕннĕ чухнех тытăннă. Уйрăмах ăна ку ĕçре Алексей Кольцов поэзийĕ хавхалантарнă. Унăн ку вăхăтра çырнисенчен сахалăшĕ упранса юлнă. Вырăсла çырнă икĕ сăвви 1917 çулта «Чебоксарская правда» хаçатра пичетленнĕ. Трупина Мархви чăваш халăх юррисене якатса çырнă, фольклор материалĕ чылай пухнă. Шкул ачисемпе пĕрле алçыру журналĕ кăларса тăнă.

Марфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→

Константин Иванов

Геннадий Юмарт


Константин Иванов 

(1890-1915)

Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пĕлепей уесĕнчи (халĕ Пушкăрт Республикин Пелепей районĕ) Слакпуçĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулăн виçĕ çулне тăван ялта, тепĕр çулне Кекенре вĕренет. 1902 çулта та Пелепейри хула шкулне кайса кĕрет. Çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне каять. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççĕ. Иванов вĕренме кĕрес ĕмĕтпе тĕрлĕ çĕре çитсе пăхать, анчах ниçта та кĕреймест.

Малаллине вулас

Н. Осипов & Виталий Родионов: С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ

Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →


Н. Осипов & Виталий Родионов


С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ. Нумай енлĕ пултарулăхĕ

С. Михайлов-Янтуш пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. С. Михайлов-Яитуш этнограф- публицист, прозаик. Унăн очерк, калав çырас ăсталахĕ. Çыравçă чĕваш литературине кĕртнĕ поэтикăри тата жанр тытĕмĕнчи çĕнĕлĕхсем.

XIX ĕмĕрĕн варринче чаваш çыруллă культурине çĕнĕ çыравçăсем килсе кĕреççĕ. 1848 çулта чавашсем çинчен харăсах икĕ çын çырма пуçлать: В. А. Сбоев тата В.И. Лебедев. Вĕсен пархатарла ĕçне тăван чаваш чĕлхипе малалла тăсаканĕ Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш пулнă (С. Михайловичей чăвашран тухнă е чăвашсем çинчен çырнă çыравçăсем пурте тенĕ пекех вырăсла е тата урăх чĕлхесемпе çырнă пулнă). С. Михайлов-Янтуша тĕпчевçĕсем чăваш ячĕпе малтанласа калаçаканĕ те теççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çак таранччен сарăлса пынă çыруллă культура талккăшне чăваш ячĕпе чи малтан никам та мар, С. Михайлов-Янтуш уçнă тесе хăюллăнах калама пултаратпăр.

Малаллине вулас