Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

Тăвансем! Пайăн епир таса хĕресе ђиркÿ варрине илсе тухрăмăр. Ăна пуççапрăмăр, хамăра çăлăнăç панă Турра тав-турăмăр.

Çак хĕресе асăнса праçник тунă кун енĕ сире хĕрес çинђен пĕр-ик сăмах вĕрентсе калас тетĕп.

Епир тытакан тĕн Христосран пуçланса кайнă. Çавăнпа ăна Христос тĕнĕ теççĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем пур те хăйсем çине хĕрес хываççĕ, сăх-сăхаççĕ.Малаллине вулас

Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьминъ.


Авăн 8-мĕшĕ

Таса Турă Амăшĕ çураласси çинђен пророксем ĕлĕкех каласа хунă. Турă Таса Хĕр çураласси çинђен паллăсемпе те кăтартнă.

Ĕлĕк çĕр çине шыв тулсан, Ной хăйĕн çемйипе карап çине кĕрсе çăлăнса йулнă. Çав Нойа çăлнă карап Турă Амăшне пĕлтерет. Ной карапа нумай çулђђен туни Турă Амăшне çĕр çине йама етем йăхне нумайђђен хатĕрленине кăтартат̌. Карапа çĕрмен йывăçран туни Турă Амăшĕ Ађа çуратсан та хĕр халлĕн йулассине пĕлтерет. Ной карапран кăларса йанă кăвакарђăн çу йывăççи туратне илсе пырса савăнтарнă пек, таса Хĕр Марія та Іисус Христоса çуратса пĕтĕм тĕнђене савăнăç кÿнĕ.

Іаков пĕрре тĕлĕкре пусма курнă. Вăл пусма вăрăм пулнă. Унăн пĕр вĕçĕ çĕр çинђе, тепĕр вĕçĕ пĕлĕт çинђе тăнă. Çав пусма Турă Амăшне пĕлтерет. Іаков курнă пусма пĕлĕтпе çĕре пĕрлештерсе тăнă пек, Турă Амăшĕ те Іисус Христоса çуратса ĕлĕк шуйттан уйăрнă çынсене Турăпа пĕрлештернĕ.Малаллине вулас

Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

«Ей Патша Турă, Санăн хĕресÿне пуççапатпăр».

Йуратнă тăванăмсем! Çак епир пайăн хисеплесе асăнакан хĕрес камăн хĕресĕ-ши? Камăн хĕресне епир темĕн тĕрлĕ хаклă йапала çине пăхса тăнă пек, хуйхăрса пăхса тăратпăр-ши? Камăн хĕресĕ-ши вăл? Ăна патшасемпе архіерейсем те, пуйансемпе ђухăнсем те, ватăсемпе çамрăксем те пуççапма тăрăшаççĕ; куç-çулĕ тăкса ун умне ђăр-куçланса ларса кĕл-тăваççĕ. Камăн хĕресне асăнса пайанхи кун пур çĕрте те праçник тăваççĕ-ши? Ăна мухтав йуррисем йурлаççĕ-ши?Малаллине вулас

Іисус Христоса ђиркĕве илсе пыни

Симеонъ Сергѣевъ


Ашшийĕн Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Епир пайан Іисус Христоса ђиркĕве илсе пынине асăнса праçник тăватпăр. Іисус Христос çурални хĕрĕх кун çитсен, Амăшĕ Ăна, закон хушнă тăрăх, Іерусалим ђиркÿне илсе пынă. Вăл вăхăтра Іерусалимре Симеон йатлă таса пурăнăçлă ватă çын пурăннă. Ăна Турă: есĕ Христос Турра курмасăр вилмĕн, тенĕ. Симеон Святой Сывлăш пĕлтернипе ђиркĕве пынă. Вăл Іисуса хăй алли çине илнĕ те, каланă: ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, хăвăн ђуруна, ху каланă пек, канăçлантарса йаратăн: Есĕ пур халăхсенĕн куçĕ умĕнђе хатĕрленĕ çăлăнăçа, суйа тĕнлисене çутатас Çутта, Хăвăн Израил халăхĕшĕн мухтавне манăн куçăмсем курмĕç ĕнтĕ, тенĕ.Малаллине вулас

Çĕнĕ Çул Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Андрей Меценатов


Кăрлач 1-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Пайанхи кун епир, тăвансем, çĕнĕ çула лайăх кĕтсе илнĕшĕн Турра тав-туса мухтатпăр. Турă пулăшнипе епир кивĕ çула лайăх ирттернĕ пулсан, çĕнĕ çула та çавăн пекех Турă аван ирттерме патăр тесе тархасламалла. Хĕнхур курса ирттернĕ пулсан, малашне ырă кун-çул патăр тесе тархасламалла. Çыннăн ĕмĕђĕ малалла, çын йаланах малта курас ырăлăхсем çине шанса пурăнат̌.

Малаллине вулас

Раштавра Вĕрентсе Ка­ламалли

Яковъ Обуховъ


Раштав 26-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Ей савнă тăванăмсем! Епир Христос çуралнине ĕнер асăнсаттăмăр. Пайанхи кун Христос ђиркĕвĕ Турă Амăшне асăнат̌. Ăна акă çапла каласа йурлат̌: „Есĕ херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă“, тет. Турă Амă­шĕ ђăнахах пĕтĕм святой ангелсенђен те аслă: мĕн­шĕн тесен Вăл пире çăлакан Христос Турра çуратнă. Хăй таса пурăннăшăн Турра ăшне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун çине Святой Сывлăш аннă та, Вăл Ывăл Ађа çуратнă. Çапла ĕнтĕ Таса Хĕр Марія Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă.

Малаллине вулас

Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ


Раштавăн 25-мĕшĕ

Ангел Виѳлеем кĕтÿçисене каланă: ан хăрăр, епĕ енре пысăк савăнăç калăп, вăл пур халăхсене те пулĕ: пайан Давид хулинче сирĕн валли Çăлакан Христос Турă çуралђĕ, тенĕ (Лук. 2, 10).

Пайанхи кун пĕлĕт çинђе ангелсем савăнса йурлаççĕ. Çĕр çинђе çынсем хĕпĕртесе тăраççĕ. Пайанхи кун пур те савăнаççĕ. Пур те хĕпĕртеççĕ. Пайанхи кун Христос Турă Таса Хĕр Маріяран çуралнă. Пайанхи кун пире ĕмĕрхи вилĕмрен хăтаракан Христос çĕр çине килнĕ.

Малаллине вулас