Николай Шупуççынни: Савнине

Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Савнине

Сарă вăрăм каччă çинче
Кĕпен умне тĕрленĕ.
Çавна курсан, чĕрÿ çинче
Савнă тусу тĕлленĕ.

Хĕвел ансан, каç пулсассăн,
Урамалла тухса пăх.
Йăкăр-якăр яш утсассăн.
Савни мар-ши, тесе пăх.

Малаллине вулас

Тайăр Тимкки: Улька


Тайăр Тимкки

Тайăр Тимкки (1889-1901) ача чухнех тăлăха юлнăскер, пуп патĕнче тарçăра тăрса ÿснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хастаррăн хутшăннă пропагандиста Çĕпĕрте ссылкă курма та тивнĕ… Тĕплĕнрех →


Улька…

Улька, сана асăнса,
Эпĕ çыру яратăп.
Аван сăмах каласа,
Санăн питне чуптăвăп.

…Эпĕ ĕлĕк, çамрăк чух,
Хĕрпе вăхăт ирттертĕм.
Манăн шухăш çăмăл чух
Чунтан-вартан юратрăм.

Малаллине вулас

Тусăма

Турхан Энтри


Тусăм, сана ачаран юратса,
Саншăн кăна тĕнчере ÿсрĕм эп.
Пур ĕçĕмре сана çеç астуса,
Сан кăмăлна килмелле турăм эп.

Саншăн кăна вĕренме тăрăшса,
Сан пирки çеç юрлакан пултăм эп.
Юррăмсене чи малтан савăнса.
Чунăм савни çинчен çеç çыртăм эп.

Малаллине вулас

Ĕлĕк мана та чунтан юрататтăн…

Гаврил Кореньков


Ĕлĕк мана та чунтан юрататтăн,
Пĕр шикленмесĕр пăхаттăн куçран.
Ху ман çумма кĕнчелене лараттăн.
Ним пытармасттăн манран.
Ним ютшăнмасттăн, тармасттăн манран.

1914

Петĕр Эйзин: Савни юррисем


Сана
никам та юратми пулсан –
кил
ман пата.

Сана
никам та ĕненми пулсан –
кил
ман пата.

Сана
никам та хĕрхенми пулсан –
кил
ман пата.


Эс уйăх пек йăлтăртататтăн
сенкер тĕттĕмлĕхре.
Санăн сăнна курас тесе
эп тухрăм та –
пĕлĕт хыçне пытантăн эс.

Эс шăпчăк пек шăкăлтататтăн
сенкер тĕттемлехре.
Сан сассуна итлес тесе
эп пытăм та –
пăрр! вĕçсе кайрăн эс.


Сана
култарĕç-култарĕç-култарĕç те
макăртĕç.

Сана
астарĕç-астарĕç-астарĕç те
улталĕç.

Сана
юратĕç-юратĕç-юратĕç те
пăрахĕç.


Эс çук та –
хĕвел те çутă мар,
уйăх та шурă мар,
чечек те хитре мар,
варкăш та ачаш мар.

Эс çук та –
юррăм та савăк мар.


Сасăсăр-мĕнсĕр
сана эп чĕнĕп:
кĕт.

Урасăр-мĕнсĕр
сан пата çитĕп:
кĕт.

Алăсăр-мĕнсĕр
сана ачашлăп:
кĕт.


Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата –
çавăн чухне тин
çут çăлтăрăм тухĕ ман.

Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата –
çавăн чухне тин
шур уйăхăм тухĕ ман.

Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата –
çавăн чухне тин
сар кайăкăм юрлĕ ман.


Никам та курмасан та –
тумлам
катаранах
курать сана.

Никам та кĕтмесен те –
çулçă
кăчăк туртсах
чĕнет сана.

Никам палламасан та –
çил
чарăнса тăрсах
пуплет санпа.


Çил-тăманран та
хăрамастăп эп,
санран,
сар хĕвелтен,
хăратăп –
хирĕç пăхма та
хăяймастăп:
куç алчăрать.

Выç кашкăртан та
хăрамастăп эп,
санран,
сар кайăкран,
хăратăп –
сăмах хушма та
хăяймастăп:
чĕлхе çĕтет.


Санăн куллусăр
ман патра
сĕм-хура каç ялан.
Эс
тул çути пул.

Санăн ăшшусăр
ман патра
шартлама хĕл ялан.
Эс
çурхи кун пул.


Каç та иртет,
шуçăм килет.
Шуçăмпала пĕрле
пурнăç килет.
Эс те çапла
кил мана хирĕç.

Каç та иртет,
хĕвел тухать.
Хĕвелпеле пĕрле
телей тухать.
Эс те çапла
тух мана хирĕç.


Куçăм мана улталамасть-ши? –
тесе пăхатăп сан çине.

Хăлхам мана улталамасть-ши? –
тесе тăнлатăп сассуна.

Чĕрем мана улталамасть-ши? –
тесе шутлатăп сан çинчен.


Пускил пускилтен кулĕ.
Юлташ юлташран кулĕ.
Тăван тăванран кулĕ.
Эсĕ
ан кул манран.

Пускил пускилне сутĕ.
Юлташ юлташне сутĕ.
Тăван тăванне сутĕ.
Эсĕ
ан сут мана.

Пускил пускилне манĕ.
Юлташ юлташне манĕ.
Тăван тăванне манĕ.
Эсĕ
ан ман мана.

Андрей Петокки: Хĕр патне

…Кунран кун улшăнать самана.
Илемленĕ Кун-çул яланах,
Йăлтăртатĕ çап-çут ял хушши,
Йăлтăртатĕ электрицă çути.
Хура хăмăр уй тăрăх хурçă ут
Кунĕпе çаврăнĕ çĕршер хут.
Чечекленĕ вара Тăван çĕршыв,
Пахаланĕ çĕн ĕçлĕ ял-йыш…