Светтуй Çыру, Библи тата çурта

Никита Бичурин: Хусан архиерейне Амвросие халалланӑ мухтав сӑвви

Никита Бичурин чăвашран тухнă паллă таврапĕлÿçĕ, синолог (Китая тĕпчекен), тĕн çынни (манаха кĕнĕ чух илнĕ ячĕ Иакинф)… Тĕплĕнрех →


Сăвва Геннадий Бичурин çырнă-и çырман-и?

Геннадий Юмарт çырнинчен: 1795 çулта Хусанта тĕн семинарийĕн ректорĕн Амвросий Подобедовăн юбилейне чаплă ирттернĕ . . . ректора тав туса тĕрлĕ халăх чĕлхипе сăвă хайланă. Асăннă уявра чăвашла çырнă сăвă та вуласа панă («Паян эпир айла тайнатпăр…»). Ăна çыраканĕ е çырма хутшăнаканĕ Бичурин пулма пултарнă: вăл чăваш кил-йышĕнче çуралса ялта ÿснĕскер, чăвашла та пĕлнĕ.
– Геннадий Юмарт, «Манăн Бичурин», 2007

Малаллине вулас

Эп — чăваш ачи…

Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →


 

Эп — чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн Чăваш çĕрне.
Вăл — кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.Малаллине вулас

Тарас Кириллов: Турра манса ан кайăр

Тарас Кириллов


Турра манса ан кайăр

Малтан Турă патшалăхĕпе тĕрĕслĕхне шырăр, ытти вара пурте пулĕ.

—(Матф. 6:33)

Эй чун савнă тăвансем!
Турра манса ан кайăр,
Çылăх айне ан пулăр,
Чунăрсене çăласшăн,
Вилсен рая кĕресшĕн
Халех таса пурăнăр.
Ку тĕнчере пурăнма
Çынна мĕн-мĕн кирлине
Çÿлти Турă хăй ăна
Яланах пĕлсе тăрать.
Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Милли

Ылхан витсеччĕ сан ятна,
Усал этемччĕ эс, тăшман та.
Хальччен курманччĕ те сăнна,
Мĕн çырнине те вуламан та,
Пытарнăран сăваплăхна
Айвантараххăн сăнарлантăн.

Кăвак хуппи тĕрĕслĕхе
Яр çутата пуçланă майăн
Тинех тухан ирĕклĕхе,
Саманапа утан пĕр шайăн,
Унпа эс тупрăн пĕр чĕлхе,
Таймас çĕртен сана пуç тайăн.

Малаллине вулас

Николай Шелепи: Хусанкай поэта

Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Сăн–сăпатна сăнаса пăхатăп та –
Пушкин сăнĕ пек туйăнать мана.
Тĕсÿ–питÿ салху, сăмаху япшар,
Шăнкăрчă сасси пек илтĕнет хăлхана.

…Арăслан пекех малалла ыткăнтăн,
Пултарулăхна хытă шанатăн.
Хамăр çырулăх илемне курасшăн
Хĕрÿ вут çулăмĕ пек çунатăн.

Николай Теветкел: Айхи сăвапĕ

Эс халĕ çеç çÿреттĕн вăшăл-вăшăл,
йăл куллупа шыраттăн шухăшна.
Тÿресемпе те калаçаттăн ăшшăн,
кирлех пулсан пĕлеттĕн тупăшма.

Тен, çавăнпа пулатпăр мар-и хамăр
хĕвелсĕр тÿпери ĕмĕлкесем?
Хивре çынсен пăтранчăк ăс хуранĕ
пире пĕçернĕ — суннĕ ĕмĕтсем.

Эпир сисмесĕрех çукка юлатпăр:
чунра мĕскер пурри — çут тĕнчене!
Хăш чух, тен, хамăра çеç улталатпăр?
Тупаймăн уçă пĕтĕм çын чунне.

Çаплах сывлать-ха /ăс-халу сып-сывă!/
Кĕнекÿре пурăнакан тĕнче.
Хĕвелленет чăваш тÿпи, çĕршывĕ —
сас пачĕ çуркунне ял хыçĕнче.

Кама-ши хĕрхенет юнавлă вилĕм?
Сан хĕвелÿ те ÿкрĕ тÿперен!
Пăт-пат тĕл пулăва та аса илтĕм —
сăвву та сасă пачĕ çĕнĕрен.

Хăш чух çак вăхăт пусăмĕ пит йывăр:
тем чухлĕ ĕç, инкеклĕ тĕрлĕ кун.
Хура çĕр сăвăçа чăтма çук йывăр —
пĕрех çак шухăш пуç тавра ан кум!

“Хивре çынсен пăтранчăк чун-хавалĕ
ан куçтăр хамăра та”, – тенĕ пек,
сăваплă пултару хăех хăвалĕ
ăна сăвапсăрах сив сăнĕпе.

Левтина Марье: Мăшăрăма халлаласа

Хальхи пекех ас тăватăп:
Мускав хули… театрта
“Амалия” роле вылятăп,
Çап-çамрăк хĕр ун чух тата.

Чечек çыххи спектакль хыççăн
Тыттарчĕ каччă йăл кулса.
Пĕрре курсах хама-хам вĕçнĕн
Туйса эп илтĕм, ăнланса.

“Ăçтан эсир?” – тесе ыйтсассăн,
Вăл хуравларĕ: “Пушкăртран”.
“Эсир тата?…” – тĕпчет хавассăн.
“Чăрăшкасси ятлă ялтан.

Йĕпреç районĕнчи илемлĕх
Кӳрет савса чăваш çĕрне…”
“Э… вăн ăçтан çак илĕртӳлĕх…” —
Тесе вăл тăсрĕ сăмахне…
Malalli: 9