Илле Тăхти: Хусан урамĕнче

Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →


Хусан урамĕнче

Çанталăк çуркунне енне кайнă. Уяр кун, кăнтăрла çитесси нумай мар. Хĕвел ăшă çутине пĕтĕм вăйĕпе çĕр çине ярать. Çÿлте пĕр пĕлĕт те хĕвел çутине ÿкерме хупăрласа тăмасть. Паян ăшă кун, Хусанта пурăнакансем питĕ нумайăшĕ Воскрсеснский ятлă урама уçăлма тухнă. Икĕ-виçĕ хутлă çуртсем умĕнче улпутсем майрисемпе алла-аллăн тытăнса шăкăлтатса çÿреççĕ. Вĕсен тÿр пилĕклĕ ывăлĕсем пике майрисемпе пăшăлтатса, пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулаççĕ. Ку урамра лайăх тумтирлисем, пуянтараххисем  анчах купет тăваççĕ…

Малаллине вулас

Илле Тăхти: Пуп таврашĕ

Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →


Пуп таврашĕ

Чан çапать, кĕлле кĕрет. Паян эпĕ те кĕлле кайрăм. Праçникĕ пысăк. Кĕлĕре çын нумай мар. Чăвашсем, кашни, çурта илсе лартаççĕ. Çурти пит хаклă. Шухăшлатăп: çурта тĕтĕмĕ чиркĕве юлать, çурта усламне кам илет? Çуртине çуннă-çунман пуп пуçтарса илет; çурта тĕпĕ нумай пухăнать, ăна вара сутаççĕ. Çавă укçа кама пулать? Турăшсем умне çутма йывăççу нумай илеççĕ. Йывăççу усламĕ кам аллине кĕрет-ши? Çавă укçа кама пулнине чăвашсем пĕлмеççĕ. Акă çакă мăн хырăмлă пуп турра çурта лартма вĕрентет. Çурта ăшши икона ăшăтать, çурта усламĕ – элхерейсене, пупсене пулать; йывăççу паришĕ, çурта тĕпĕ сутнă укçа пурте элхерей, пуп тавраш аллине кĕрет. Диаконĕ «паки-паки» тесе алине тăратса кăшкăрать. Ун сасси ниме пуçĕ сасси пек янăрать.

Малаллине вулас

Тăваньялсем Сергей: Эрех ĕçĕр

Тăваньялсем Сергей – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă. Ытларах сăвăсем çырнă, хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. «Хайхи» ятпа алпа çырнă революцие майлă журнал кăларса тăнă… Тĕплĕнрех →


Эрех ĕçĕр

Кам хай çемйине выçă усрас тет, эрех ĕçме тытăнтăр. Вал хăй çемйине часах выçлăха хăварса, ун пурнăçне кĕскетĕ.

Кам вăрă-хурахсен аллине парнас тет, эрех ĕçме тытăнтăр. Эрех ĕçекене хăйсен аллине илме вĕсене пит çăмăл пулĕ.

Малаллине вулас

Михаил Акимов: Шÿт туни

Михаил Акимов


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Шÿт туни

(Халап)

Пĕр хресченĕн кăçал çураки тунă чухне лаши вилнĕ. Хресченĕн лаша илме укçи çук. Хай хресчен унта-кунта пăхкалать, пуçне те хыçкалать, хуйхăрса та пăхать, пуртарах çынсенчен ыйткаласа та пăхать, — укçа е лаша ниçтан та тупаймасть. Ĕç çийĕ. Çынсем сухалаççĕ. Кунăн аки ахалех тăсăлса выртать. Хай кăшт шухăшласан, ку ăçта каймаллине тупнă. Вĕсенчен инçех мар пĕр пуян улпут пурăнать-мен. Хресчен калаçма пĕлет. Вал вĕренкеленĕ: пурăнăç хыттине те курнă. Улпут патне пырать те калать:

— Манăн нуша килчĕ. Лаша ÿксе вилчĕ. Тархасшăн мана пĕр 50 тенкĕ укçа парччĕ, — тет.

Улпучĕ хытăскер пулнă. Вăл хресчене калать:
— Мĕнле укçа? Укçа ăçтан илсе парам эпĕ сана? Манăн укçа çук, —  тет.

Малаллине вулас

Ăшри сасă чĕннĕ çĕре çитме тăрăшать

Чăваш Енĕн çырмисем, асфальт хĕрринче хĕвелпе йăлтăртатса выртакан юр, сăрт тăрринче ишĕлсе ларакан Çÿлтикасси чиркĕвĕ, çав хушăрах тÿлек Бостон, мĕшĕлти симĕс трамвай, Нью-Йоркăн ăшă сывлăшĕ, тĕкĕр çуртсем çинчен ÿкекен хĕвел, Львовăн тусанлă урамĕсем…

Чăваш туррисен йышĕпе ячĕсем

Н. Иванова & В. Никитин


Чăваш туррисен йышĕпе ячĕсем

Sijen1 • Тем те пĕре турă вырăнне хуни • Суя тĕн • Спекуляци

Чăваш тĕнĕнче турăсем, ырăсем, хаярсем йышлă. Тĕпчевçĕсем весем 500 ытла иккенне палăртнă. Пайăр ятлă ыр-хаяр 200-тен иртет. «Киреметри аслă кĕлĕсенче 77 е 99 турра чÿкленĕ»,— тесе çырать чăваш ăрăмçи Микихвер Элмен. Вăл 1992 çулта пичетлесе кăларнă «Чăваш тĕнĕ: ырăсемпе хаярсем» мифологи сăмахсарĕнче алфавит йĕркипе 211 ят панă.

Турăсен, ырăсемпе хаярсен йышне тĕпчевçĕсем 4 тата 12 ушкăна уйăрса хаклаççĕ. Тăватă ушкăна çапла пайланă: çĕр, шыв, вут, сывлăш хăвачĕсем. Тепĕр майлă пайланинче çак йĕрке: 1. Çÿлти (аслă) турăсем. 2. Çут çанталăк пулăмĕсен туррисем. 3. Çĕр хăвачĕсем. 4. Шыв хăвачĕсем. 5. Вут хăвачĕсем. 6. Ÿсен-тăран тĕнчин ырри-хаярĕ. 7. Чĕр чун тĕнчин ырри-хаярĕ. 8. Этем ăс-хакăл пурнăçĕн сыхчисем. 9. Кил-çуртпа кил-йыш управĕ. 10. Карта йышĕпе чĕрлĕх вăйĕсем. 11. Уй-хирпе çĕр ĕç вăйĕсем. 12. Çĕрпе шыв айĕнчи (леш тĕнчери) ыр-хаярлăх.Малаллине вулас

Калмаксем

Н. Иванова & В. Никитин


Калмаксем

Sijen1• Спекуляци

Калмак[i] — чÿк вăхăтĕнче хăярсене çырлахтарма каланă сăмах. Калмак сăмахĕсем йышлă. Тĕп калмаксен шутне Çĕр, Пĕлĕт (Çил), Шыв тата Вут хаярĕсене каланисене кĕртеççĕ. Кил-çурт, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, уй-хир, улăх-вăрман, çул-йĕр калмакĕсем инкек-синкекрен сыхланма хистеççĕ.

Чÿклемере калмăк калакан мăчавăр хаярсене çимĕç парса çырлахтарать, кĕлле пынă халăх ун хыççăн «Çырлахăр, пире инкек-синкекрен хăтарăр»,— тесе калать, каланăçемĕн калмăк йăлине тăвать (пуç таять, шывпа сăтăрăнать, вучахри шанка куçарать, çÿлелле пăхса илет).

Çĕр Калмакĕ

(Çĕр калмакне Киреметри çÿллĕ вырăн, çыран е сăрт умĕнче калаççĕ; алла кăкăр умне тытса пуç таяççĕ.)

Аслă Киреметĕн таса кĕрекинче, çĕр хаярĕсем, сире калатăп: итлĕр те пирĕн кăмăла пĕлĕр, çырлахса пурăнăр. Çĕр хуçипе çĕр тарçи, çĕр лупанĕ, çĕр чупанĕ, çĕр сикенĕ, çĕр куçанĕ, çĕр çÿренĕ, çĕр ялнашĕ, çĕр минни, çĕр лăкарĕ, çĕр ехвече, çĕр пахачĕ, çĕр çăханĕ, çĕр усалĕ, çĕр кайăкĕ, çĕр мăкри, çĕр качи, çĕр шăрчăкĕ, çĕр пулкки, çĕр кансĕрĕ тата ытти хаярсем! Çĕр тытăмне юрăхсăра ан ярăр, çĕр çинчи чĕрлĕхне ÿсĕме синкерпе ан хăратăр, çĕр айĕнчи пурлăха тĕпсĕре ан хурăр. Сире виçĕ салмапа чÿклетĕп. Çырлахăр. (Халăх «Çырлахăр. Пире çĕр ырлăхне ĕçлеме ан чарăр, çĕр пурлăхне ан аркатăр. Хăпăр хăярпа пирĕн хирĕçлĕхе ан хускатăр!»— тесе, алла кăкăр умне хурса Çĕре пуç таять.)

Шыв Калмакĕ

(Киремет çăл куçĕ умĕнче калаççĕ; алăпа çăл куç шывне илсе пит-куçа сăтăраççĕ.)

Аслă Киреметĕн таса çăл куçĕ умĕнче калатăп сире, шыв хаярĕсем! Итлĕр, пирĕн кăмăла пĕлĕр, çырлахса пурăнăр. Шыв хуçипе шыв тарçи, шыв лупанĕ, шыв чупанĕ, шыв çÿренĕ, шыв сикенĕ, шыв путанĕ, шыв авранĕ, шыв усалĕ, шыв амакĕ, шыв ехвечĕ, шыв йытти, шыв кушакĕ, шыв сысни, шыв мăкри, шыв качи, шыв таки, шыв пулкки, шыв шăрчăкĕ, шыв таппи, шыв шуйттанĕ, шыв хытти, шыв хăлти, шыв алтанĕ, шыв вутăшĕ, шыв куçĕ, шыв лайми, шыв тум хаярĕ, шыв тĕпчĕкĕ, шыв кăшанĕ тата ытти хаярсем! Шыв сиплĕхне-хăватне этеме юрăхсăра ан кăларăр, шыв çинчи чĕрлĕхе инкек ан ярăр, шыври инкеке пĕрле пайлăпăр. Сире виçĕ йăвача паратăп. Çырлахăр. (Халăх шыв сиплĕхне ыйтать, пит-куçа шывпа сăтăрать.)

Вут Калмакĕ

(Киремет вучахĕ умĕнче калаççĕ; вучаха шанкă пăрахаççĕ, тирпейлесе тăраççĕ.)

Аслă Киреметĕн таса вучахĕ умĕнче вут хаярĕсене чĕнсе калатăп. Итлĕр пире, пирĕн шухăша пĕлĕр, çырлахса пурăнăр. Вут хуçи те вут тарçи, вут лупанĕ, вут чупанĕ, вут сикенĕ, вут тытăнĕ, вут куçанĕ, вут хыпанĕ, вут усалĕ, вут ехвечĕ, вут амакĕ, вут пулкки, вут йытти, вут çĕленĕ, вут качи, вут мăкри, вут шăрчăкĕ, вут вирчĕ, вут аскăнĕ, вут асар-писерĕ, вут тĕртенĕ тата ытти хаярсем! Вут-кăвар ăшшине, çулăм хăватне этеме юрăхлă тыткалăр. Çĕр çинчи чĕрлĕхе вут-кăварпа ан алхастарăр. Айван ача-пăчапа тĕлсĕр таркăн-тĕркĕне пирĕн хутран хăратса тăрăр. Сире виçĕ юсман паратăп. Çырлахăр. (Халăх мăчавăр хыççăн калать: «Çырлахăр. Ача-пăчана, килçурта, тыр-пула, вăрмаи-çарана инкекрен сирсе пырăр!» Кăвайт çине тип шанкă хураççĕ.)

Çил (Пĕлĕт, Сывлăш) Калмакĕ

(Çил калмакне Киремет йывăçĕ умĕнче калаççĕ; алăсене çĕкленĕ, çÿлелле пăхса сывлăш çавăрса илеççĕ.)

Аслă Киреметĕн таса чатăрĕ айĕнче çилпе хĕвел хаярĕсене чĕнсе калатăп. Итлĕр, пирĕн шухăша пĕлĕр, çырлахса пурăнăр, Тÿпе хуçипе тарçи, çил лупанĕ, çил чупанĕ, çил çаврăнĕ, çил касанĕ, çил хăванĕ, çил сехмечĕ, çил ехвечĕ, çил шăрчĕ, çил пăшĕ, çил усалĕ, çил амакĕ, çил пулкки, çил хулкки, çил шăрчăкĕ, çил пăрчăкĕ, çил тăвăлĕ, çил хăвăлĕ, çил таппи, çил çаппи тата ытти хаярсем! Тÿпе тасалăхне юрăхсăра ан ярар, çил хапхине виçеллĕ уçса хупăр, тавăлтан-пăртан систерсе тăрăр, хĕвелпе çумăр черетне ан пăтратăр. Сире паян виçĕ чăкăт паратăп. Çырлахăр. (Чăкăта йывăç çине çÿлерех хураççĕ, халăх «Çырлахăр!»—тесе алăсене çĕклесе тарăн сывлать.)


[i] Автор усă курма сĕннĕ сăмах.