Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Яковъ Обуховъ


Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Пайан вуланă евангеліере акă çапла каланă: „Етем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ“, тенĕ (Мѳ. 18, 11). Çак лăплантаракан сăмахсене Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђух каласа хăварнă. Вăл епир йепле çăлăнмаллине те вĕрентсе хăварнă. Йулашкинђен апостолсене каланă: „ĕнтĕ кайса пур халăхсене те вĕрентĕр; вĕсене Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе тĕне кÿртĕр“, тенĕ (Мѳ. 28, 19). Малаллине вулас

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Свящ. Н. Кузьминъ


Іисус Христос вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăрсан хĕрĕхмĕш кун йулашки хут Хăйĕн вĕренекенĕсене курăннă. Вăл вĕсене Іерусалимрен илсе тухса Елеон тăвĕ çине илсе кайнă. Вăл унта Хăйĕн вĕренекенĕсене йулашки хут пилленĕ те, пĕлĕт çине çÿлелле çĕклене пуçланă. Апостолсем хăраса ÿкнĕ. Христос çĕкленнĕçемĕн çĕкленнĕ, кайран пĕтĕмпех курăнми пулнă. Апостолсем нимĕн тума пĕлмесĕр çÿлелле, Христос çĕкленнĕ çĕрелле, пайтахђен пăхса тăнă. Вĕсем хăйсен шухăшĕпе Христос каллах çĕр çине анĕ, тесе шухăшласа кĕтсе тăнă. Вара вĕсене сасартăк икĕ ангел курăнса каланă: ей Галилея çыннисем, мĕншĕн есир пĕлĕт çинелле пăхса тăратăр? Çак сирĕн патăртан пĕлĕт çине çĕкленсе кайнă Іисус татах килмелле. Есир Вăл пĕлĕт çине çĕкленсе кайнине куртăр. Çавăн пекех Вăл тепĕр хут килмелле, тенĕ. (Дѣян. 1, 9—12). Вара апостолсем йулашки хут çĕре ÿксе пуççапнă та, савăнса Іерусалиме тавăрăннă.Малаллине вулас

Вĕри çĕлен – юрату, тухатмăш, суя авăрĕ

Шухăш:

Николай Шупуççыннин салхуллă юмахĕ “Вĕри çĕлен” – вилĕмрен чĕртнĕ хĕрĕн каçсерен чипер каччă евĕр килекен усал сывлăша юратса пурăннине сăнлать. Çак инттереслĕ поэмăри ĕç-пуçа хутшăнакан пурте Турă умĕнче çылăха путса тăраççĕ.

Малаллине вулас

Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Кузьма Сидоровъ


Май 21-мĕшĕ

Тăвансем, пайан епир, апостостолсемпе пĕр тан пул­нă Константинпа Еленана асăнса праçник тăватпăр. Констан­тин Христос çуралсан кайран 4-мĕш ĕмĕрте Грек çĕрĕнђе патша пулса пурăннă. Малтан вăл суйа тĕнпе пурăннă. Çапах та Христос тĕнĕ çинђен хăй амăшĕ, Еленаран, тата ытти нумай Христоса ĕненекен çынсенђен те илтсе пĕлнĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсен ырă пурăнăçĕ, ун кă­мăлне кайнă. Константин хăй те Христос тĕнне кĕресшĕн пулнă, анђах вăхăт шав иртсе пынă. Вăл патшана кĕ­риђђен, Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене пурăнма пит кансĕр пулнă. Тĕслĕрен асаплантарса пĕтернĕ вĕсене. Малаллине вулас

Славян Халăхĕсене Вĕрентсе Çутатнă, Апо­столсемпе Пĕр Тан Таса Кириллпа Меѳодійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Ка­лани

Иванъ Макаровъ


Май 11-мĕшĕ

Тăвансем, пайанхи кун епир славян халăхĕсене Хри­стос тĕнне вĕрентсе çутатакан Кириллпа Меѳодійе асăн­са хисеплетпĕр. Пин çул ытла вырăс халăхсем Кириллпа Меѳодій тăрăшнипе хăй çуралнă ђĕлхепе ђиркÿ кĕллисе­не вуласа, йурласа пурăнаççĕ. Çак святойсенĕн йађĕсем вырăсемшĕн те, пирĕн ђăвашсемшĕн те пит паха пулмалла, мĕншĕн тесен вĕсем ђиркÿре кĕл-тумалли кĕнекесене славян ђĕлхи çине куçарнă. Çавăнтан вара славянсем ву­лама та, çырма та хăйсен ђĕлхипе вĕренсе кайнă. Авалхи славянсем ђăн Турра пĕлмен; вĕсем çынсем тунă суйа кĕлеткесене пуççапса пурăннă. Турă вара славянсене ђăн тĕне вĕрентме Кириллпа Меѳодійе суйласа илсе йанă. Вăл ĕç ак çапла пулнă.

Малаллине вулас

Хыпар пĕлтерни. Джеймс Тиссо.

Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Пуш 25-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан хам кĕлĕ йĕрки тăватăп, хамăн ăшра пĕр шухăш анђах. Вăл манран уйăрăла пĕл­мест. Акă Назарет хулинђе Таса Хĕр Марія пурăнат̌. Çи­ти-çитми пурăнăç Хĕре ахаљ лартмаст̌. Ĕçлет Мĕскĕн, алă ĕçне тума ÿркенмест. Хăй ђухăн пулсан та, çитменни пайтах пулсан та, ђунĕ çинђен манмаст̌. Алă ĕçне пăрахат̌ те Турă кĕнекине тытса ларат̌. Турă çыруне вулат̌.

Малаллине вулас
Чăваш Туйĕ

Н. Иванова & В. Никитин: Тăванлăх-хурăнташлăх ячĕсем

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Тăванлăх-Хурăнташлăх Ячĕсем

Малаллине вулас