Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ Николай Кузьминъ


Чÿк 21-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир асăнса праçник: тăвакан ĕç акă йепле пулнă. Турра йурăхлă, таса çынсем Іоакимпа Аннă пурăннă, Вĕсен ађа-пăђа пулман. Ађа-пăђа пулманнипе вĕсем пит хуйхăрнă. Ђас ђасах Турăран йĕре-йĕре, куç-çÿлĕпе кĕл-туса ватăлмалăх ку-нăмăрта ађа-пăђа пар пире, тесе ыйтнă. Пире ађа парсан, епир ăна каллах Турра параттăмăр-ђђĕ, тенĕ. Таса çынсем кĕл-тунине Турă ахаль хăварман: вĕсен ђасах хĕр ађа çуралнă. Вĕсем ăна Марія йатлă хунă; Марія тени ђăвашла „шанђăк” тени пулат̌. ђăнахах вăл Турă Амăшĕ пулнипе пур ђунлă йапаласен те шанђăкĕ, тет Іоанн Дамаскин.Малаллине вулас

Покров Кун Вĕрентсе Каламалли

Андрей Меценатовъ

Юпа 1-мĕшĕ

Савнă тăвансем! Христосăн таса ђиркĕве Турă Амăш­не асăнса çулталăк хушшинђе пайтах праçник тăват̌.

Пайанхи кун та епир таса Турă Амăшĕ йатне асăнатпăр. Ку праçник акă çакăнтан пуçланса кайнă.

Малаллине вулас

Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

Тăвансем! Пайăн епир таса хĕресе ђиркÿ варрине илсе тухрăмăр. Ăна пуççапрăмăр, хамăра çăлăнăç панă Турра тав-турăмăр.

Çак хĕресе асăнса праçник тунă кун епĕ сире хĕрес çинђен пĕр-ик сăмах вĕрентсе калас тетĕп.

Епир тытакан тĕн Христосран пуçланса кайнă. Çавăнпа ăна Христос тĕнĕ теççĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем пур те хăйсем çине хĕрес хываççĕ, сăх-сăхаççĕ.

Малаллине вулас

Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьминъ.


Авăн 8-мĕшĕ

Таса Турă Амăшĕ çураласси çинђен пророксем ĕлĕкех каласа хунă. Турă Таса Хĕр çураласси çинђен паллăсемпе те кăтартнă.

Ĕлĕк çĕр çине шыв тулсан, Ной хăйĕн çемйипе карап çине кĕрсе çăлăнса йулнă. Çав Нойа çăлнă карап Турă Амăшне пĕлтерет. Ной карапа нумай çулђђен туни Турă Амăшне çĕр çине йама етем йăхне нумайђђен хатĕрленине кăтартат̌. Карапа çĕрмен йывăçран туни Турă Амăшĕ Ађа çуратсан та хĕр халлĕн йулассине пĕлтерет. Ной карапран кăларса йанă кăвакарђăн çу йывăççи туратне илсе пырса савăнтарнă пек, таса Хĕр Марія та Іисус Христоса çуратса пĕтĕм тĕнђене савăнăç кÿнĕ.

Іаков пĕрре тĕлĕкре пусма курнă. Вăл пусма вăрăм пулнă. Унăн пĕр вĕçĕ çĕр çинђе, тепĕр вĕçĕ пĕлĕт çинђе тăнă. Çав пусма Турă Амăшне пĕлтерет. Іаков курнă пусма пĕлĕтпе çĕре пĕрлештерсе тăнă пек, Турă Амăшĕ те Іисус Христоса çуратса ĕлĕк шуйттан уйăрнă çынсене Турăпа пĕрлештернĕ.Малаллине вулас

Христос Умĕн Килсе Христоса Шыва Кÿртекен Святой Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнса Тăвакан Праçник Кун Вĕрентсе Каламалли

Священник Николай Кузьминъ


Çурла 29-мĕшĕ

Мĕншĕн пайан Ирод савăнат̌-ши? Мĕншĕн унăн çурђĕ йăлтăртатат̌-ши? Мĕн пирки пайан ун патне хăнасем вĕçĕ-хĕрри çук пухăнаççĕ-ши?

Астăвăр-ха пÿрт ăшне! Йĕри тавăра тĕслĕрен кĕленђесенђе çурта çунат̌. Пĕтĕм пÿртне çап-çутă çутатса тăрат̌. Урайне тĕрлĕ хаклă йышши кĕçесем сарса тултарнă. Ура сасси илтĕнмест. Йĕри тавăра сĕтел ларат̌. Сĕтелсем çинђе çимĕç, тĕслĕрен, хаклă йышши ерех тулли тăрат̌. Çийес килсен çи, ĕçес килсен, ĕç. Хăшне ђун çăват̌, çавна ĕç, çи! Тулли хăна. Пур те хаклă тумсем тăхăннă. Ĕçеççĕ. Çийеççĕ. Савăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе калаçаççĕ. Ташлаççĕ. Кулаççĕ. Пĕтĕм пÿрт савăнат̌. Иродăн çĕнĕ арăмĕ, йеркĕнĕ, хăнасен умĕнђе çÿрет. Вĕсене пăхат̌. Хăй патша çуртĕнђе пурăннипе кăмăлне асла хурса çÿрет. Мĕншĕнех Ирод савăнат̌-ши вара?

Малаллине вулас

Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани

Священник Николай Кузьминъ


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Йуратнă тăванăмсем! Пайан таса ђиркÿ Турă Амăшĕ вилнине асăнат̌. Çавăнпа епĕ сире ун çинђен каласа парас тетĕп.

Іисус Христос Туррăмăр пĕлĕт çине çĕкленсен кайран Турă Амăшĕ çĕр çинђе пайтах пурăннă. Вăл çитмĕл çула çитсе вилнĕ, теççĕ.

Малаллине вулас

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцовъ


Çурла 6-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Йуратнă тăвансем! Пайанхи кун Іисус Христос виçĕ вĕренекенне Хăй мухтавлăхне кăтартнине асăнса праçник тăватпăр.

Іисус Христос Хăйĕн ђи йуратнă вĕренекенĕсене:

Малаллине вулас