Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ Николай Кузьминъ


Чÿк 21-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир асăнса праçник: тăвакан ĕç акă йепле пулнă. Турра йурăхлă, таса çынсем Іоакимпа Аннă пурăннă, Вĕсен ађа-пăђа пулман. Ађа-пăђа пулманнипе вĕсем пит хуйхăрнă. Ђас ђасах Турăран йĕре-йĕре, куç-çÿлĕпе кĕл-туса ватăлмалăх ку-нăмăрта ађа-пăђа пар пире, тесе ыйтнă. Пире ађа парсан, епир ăна каллах Турра параттăмăр-ђђĕ, тенĕ. Таса çынсем кĕл-тунине Турă ахаль хăварман: вĕсен ђасах хĕр ађа çуралнă. Вĕсем ăна Марія йатлă хунă; Марія тени ђăвашла „шанђăк” тени пулат̌. ђăнахах вăл Турă Амăшĕ пулнипе пур ђунлă йапаласен те шанђăкĕ, тет Іоанн Дамаскин.Малаллине вулас

Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьмин


Авăн 14-мĕшĕ

Тăвансем! Пайăн епир таса хĕресе ђиркÿ варрине илсе тухрăмăр. Ăна пуççапрăмăр, хамăра çăлăнăç панă Турра тав-турăмăр.

Çак хĕресе асăнса праçник тунă кун епĕ сире хĕрес çинђен пĕр-ик сăмах вĕрентсе калас тетĕп.

Епир тытакан тĕн Христосран пуçланса кайнă. Çавăнпа ăна Христос тĕнĕ теççĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем пур те хăйсем çине хĕрес хываççĕ, сăх-сăхаççĕ.

Малаллине вулас

Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьминъ.


Авăн 8-мĕшĕ

Таса Турă Амăшĕ çураласси çинђен пророксем ĕлĕкех каласа хунă. Турă Таса Хĕр çураласси çинђен паллăсемпе те кăтартнă.

Ĕлĕк çĕр çине шыв тулсан, Ной хăйĕн çемйипе карап çине кĕрсе çăлăнса йулнă. Çав Нойа çăлнă карап Турă Амăшне пĕлтерет. Ной карапа нумай çулђђен туни Турă Амăшне çĕр çине йама етем йăхне нумайђђен хатĕрленине кăтартат̌. Карапа çĕрмен йывăçран туни Турă Амăшĕ Ађа çуратсан та хĕр халлĕн йулассине пĕлтерет. Ной карапран кăларса йанă кăвакарђăн çу йывăççи туратне илсе пырса савăнтарнă пек, таса Хĕр Марія та Іисус Христоса çуратса пĕтĕм тĕнђене савăнăç кÿнĕ.

Іаков пĕрре тĕлĕкре пусма курнă. Вăл пусма вăрăм пулнă. Унăн пĕр вĕçĕ çĕр çинђе, тепĕр вĕçĕ пĕлĕт çинђе тăнă. Çав пусма Турă Амăшне пĕлтерет. Іаков курнă пусма пĕлĕтпе çĕре пĕрлештерсе тăнă пек, Турă Амăшĕ те Іисус Христоса çуратса ĕлĕк шуйттан уйăрнă çынсене Турăпа пĕрлештернĕ.Малаллине вулас

Иисус йĕнĕ

Вилнĕ Лазаре Ђĕртнĕ Шăмат Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ Н. Кузьминъ


Пайан Христос Туррăмăр вилнĕ Лазаре вилĕмрен тĕртнине асăнаççĕ. Çавăнпа евангеліе те Христос Туррăмăр Лазаре йепле ђĕртни çинђен вуларăмăр.

Іерусалимрен инçех те мар, пĕр Виѳанія йатлă йалта Лазар йатлă çын пурăннă. Унăн икĕ йăмăкĕ пулнă: пĕри Марѳа, тепĕри Марія йатлă пулнă. Іисус Христос халăха вĕрентсе çÿрене ђухнĕ ђас-ђасах вĕсем патне канма кĕнĕ. Вăл Лазарĕн çемйине йуратнă.

Пĕрре çав Лазар пит хытă ђирленĕ. Пиђђĕшĕ ђирлесенех йăмăкĕсем Христос патне калама йанă. Вĕсем: Христос ђирлĕ çынсене ђирĕсенђен сыватнине пĕлнĕ. Çавăнпа пирĕн Лазаре те килсе ђирĕнђен сыватĕ-ха тесе ĕмĕтленсе тăнă.

Малаллине вулас
Хыпар пĕлтерни. Джеймс Тиссо.

Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Пуш 25-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан хам кĕлĕ йĕрки тăватăп, хамăн ăшра пĕр шухăш анђах. Вăл манран уйăрăла пĕл­мест. Акă Назарет хулинђе Таса Хĕр Марія пурăнат̌. Çи­ти-çитми пурăнăç Хĕре ахаљ лартмаст̌. Ĕçлет Мĕскĕн, алă ĕçне тума ÿркенмест. Хăй ђухăн пулсан та, çитменни пайтах пулсан та, ђунĕ çинђен манмаст̌. Алă ĕçне пăрахат̌ те Турă кĕнекине тытса ларат̌. Турă çыруне вулат̌.

Малаллине вулас

Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ

Кăрлачăн 6-мĕшĕ

Іисус Христос халăха вĕрентме тухас умĕн Галилеяран Іордан хĕррине Іоанн патне шыва кĕме пынă. Вăл ун ђухне вăтăр çулта пулнă.

Іоанн патне шыва кĕме пыракансем пур те çылăхĕсене каласа кăтартнă, çылăхĕсенђен ÿкĕннĕ. Вара тин Іоанн вĕсене шыва кÿртнĕ. Іисус Христос çылăхсăр пулнă. Çавăнпа вăл Іоанн патне пырсанах Хăйне шыва кÿртме ыйтнă. Іоанн Іисус Христос çылăхсăррине халăха пĕлтерме, çылăх çукран шыва та кĕмелле мар пулĕ тесе каланă: Санăн Хăвăн мана шыва кÿртмелле, Есĕ Ху ман патăма килтĕн-и? тенĕ.Малаллине вулас

Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ.


Раштавăн 25-мĕшĕ

Ирод патша пурăннă вăхăтра Іудеяри Виѳлеем хулинђе Іисус çуралнă. Вăл çуралсан хĕвел тухăçĕ йенђен çăлтăрçăсем Іерусалиме пынă. Вĕсем: іудейсен халĕ çуралнă патши ăçта? Епир хĕвел—тухăçĕ йенђе Унăн çăлтăрне курса, Ăна пуççапма килтĕмĕр, тенĕ. Çакна илтсен, Ирод патша та унпа пĕрле пĕтĕм Іерусалим хăраса кайнă. Малаллине вулас