Покров Кун Вĕрентсе Каламалли

Андрей Меценатовъ

Юпа 1-мĕшĕ

Савнă тăвансем! Христосăн таса ђиркĕве Турă Амăш­не асăнса çулталăк хушшинђе пайтах праçник тăват̌.

Пайанхи кун та епир таса Турă Амăшĕ йатне асăнатпăр. Ку праçник акă çакăнтан пуçланса кайнă.

Малаллине вулас

Таса Кириллпа Меѳодійе Асăнса Ка­лани

Андрей Меценатовъ


Славян Халăхĕсене Вĕрентсе Çутатнă, Апо­столсемпе Пĕр Тан Таса Кириллпа Меѳодійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Ка­лани

Май 11-мĕшĕ

Йуратнă тăвансем! Павел апостол еврей çыннисем патне акă çапла каласа çырнă: „Хăвăра вĕрентекенсене асăнăр, вĕсем сире Турă сăмахне вĕрентнĕ“ тенĕ. (Евр. 13, 7). Апостол каланă сăмахсене итлесе, пайанхи кун Хри­стосăн таса ђиркĕвĕ, славян халăхĕсене ђăн тĕнпе пурăн­ма вĕрентнĕ Кирилпа Меѳодійе асăнса праçник тăват̌. Вĕ­сен пурăнăçĕ çинђен кĕнекесем çинђе акă çапла çырнă.

Малаллине вулас

Григорій Бого­слов Кунĕ Каламалли

Андрей Меценатов


Кăрлач 25-мĕшĕ

Пайанхи кун епир, тăвансем, святой Григорій Бого­слова асăнса праçник тăватпăр. Григорій Богословăн пурă­нăçĕ акă йепле пулнă.

Епир хисеплесе асăнакан святой Григорій Богослов Назіанз йатлă хулара çуралнă. Унăн ашшĕ Григорій, амă­шĕ Нонна йатлă пулнă. Григорій Богословăн ашшĕ Назі- анзра малтан священник пулса пурăннă, унтан, çав хула­рах, архіерей пулса халăха пăхса тăнă. Григорій Бого­словăн амăшĕ, Нонна, питĕ ырă кăмăллă хĕр-арăм пул­нă; Турăран хăраса, Вăл хушнине итлесе пурăннă. Вăл ывăлĕ çуралађђенех ăна Турра парăп тесе сăмах панă. Çавăнпа Нонна Григорій çуралсан, унăн ђунне çамрăк­лах, йепле те пулсан, Турăран хăраса пурăнма вĕрентнĕ. Малаллине вулас

Утă Уйăхин 28-Мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Каламалли

Андрей Меценатов


Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Іисус Христос Марѳапа Марія çуртне пырсан, вĕсемшĕн питĕ пысăк праçник çитнĕ. Çавăнпа та Марѳа Іисуса авантарах апат çитерес тесе васкаса çиме хатĕрлесе çÿренĕ. Марія Іисус ури патне ларнă та, Унăн сăмахĕсене итленĕ. Марѳа Христос вĕрентнине итлеме мар, хăйĕн йăмăкне Маріяна та апат хатĕрлеме пулăштăр тенипе, ăна Туррăн сăмахĕсене итлеме ђарасшăн пулнă. Çавăнпа та Іисус Христос ăна каланă: „Марѳа, Марѳа! Есĕ нумайшăн ђăрманса, хыпаланса çÿретĕн; кирли пĕрре анђах“, тенĕ.

Малаллине вулас

Йупа Уйăхин 5-мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Каламалли

Андрей Меценатовъ.


Юпа 5-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне Хăйĕн апостолĕсене акă çапла каласа вĕрентнĕ: „сирĕн çуттăр та çынсем умĕнђе çутаттăр, вĕсем сирĕн ырă ĕçĕрсене курса çÿлти Аçăра мухтађђăр“, тенĕ (Матѳ. V, 16). Пайан асăнакан святой аттемĕрсем Петр, Алексѣй, Іона çак Христос каланă сăмахсене ђĕрисенђе тĕрĕс тытса пурăннă. Малаллине вулас

Çăлтăр-Ача

Oscar Wilde (Оскар Вайльд)


Star-Child

Сăвăласа куçараканĕ –
Андрей Меценатов / Antărej Mezzenattăf



Юмах юратакансем,
Пухăнăр ман патнарах;
Ним ĕçсĕр ларакансем,
Килĕр тата çывăхрах.

Эпĕ авалхи çынсем
Епле пурăнни çинчен
Кунта ахаль лариччен
Юмах ярса пĕлтерем.Малаллине вулас