Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Свящ. Н. Кузьминъ


Іисус Христос вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăрсан хĕрĕхмĕш кун йулашки хут Хăйĕн вĕренекенĕсене курăннă. Вăл вĕсене Іерусалимрен илсе тухса Елеон тăвĕ çине илсе кайнă. Вăл унта Хăйĕн вĕренекенĕсене йулашки хут пилленĕ те, пĕлĕт çине çÿлелле çĕклене пуçланă. Апостолсем хăраса ÿкнĕ. Христос çĕкленнĕçемĕн çĕкленнĕ, кайран пĕтĕмпех курăнми пулнă. Апостолсем нимĕн тума пĕлмесĕр çÿлелле, Христос çĕкленнĕ çĕрелле, пайтахђен пăхса тăнă. Вĕсем хăйсен шухăшĕпе Христос каллах çĕр çине анĕ, тесе шухăшласа кĕтсе тăнă. Вара вĕсене сасартăк икĕ ангел курăнса каланă: ей Галилея çыннисем, мĕншĕн есир пĕлĕт çинелле пăхса тăратăр? Çак сирĕн патăртан пĕлĕт çине çĕкленсе кайнă Іисус татах килмелле. Есир Вăл пĕлĕт çине çĕкленсе кайнине куртăр. Çавăн пекех Вăл тепĕр хут килмелле, тенĕ. (Дѣян. 1, 9—12). Вара апостолсем йулашки хут çĕре ÿксе пуççапнă та, савăнса Іерусалиме тавăрăннă.Малаллине вулас

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни

Священникъ Н. Кузьминъ


Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Йуратнă тăванăмсем! Пайанхи кун епир Христос Туррăмăр пĕлĕт çине çĕкленнине асăнса праçник тăватпăр.

Вăл ĕç акă йепле пулнă: Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, хĕрĕхĕмĕш кунĕнђе йулашки хут Хăйĕн вĕренекенĕсене курăнса вĕсене Іерусалимрен Елеон тăвĕ çине илсе кайнă. Унта вĕсене йулашки хут пилленĕ те, Хăй çÿлелле çĕклене пуçланă. Пăртак тăрсан, вĕсен куç умĕнђен пĕтĕмпех çухалнă, курăнми пулнă. Апостолсем Вăл курăнми пулсан, Вăл хăпарса кайнă çĕрелле нумайђђен пăхса тăнă. Вĕсене сасартăк шурă

Малаллине вулас

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Свящ. П. Егоровъ.


Іисус пĕлĕт çине çĕкленсе Атте Туррăн сылтăм йенне ларнă (Мар. 16, 19).

Пур халăхсем те алă çупса савăнăр: Христос Хăй ĕлĕк ăçта пулнă, çавăнта улăхнă. Пур çынсене те савăнтарасшăн пайанхи кун ђиркÿре çапла каласа йурлаççĕ. Христос çĕр çинђен пĕлĕт çине çĕкленнине асăнса пире ђиркÿ савăнма хушат̌. Пĕр йенђен шухăшласан, Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленнĕшĕн хуйхăрмалла. Лайăхрах шухăшласа пăхсан, Христос пĕлĕт çине улăхнăшăн çынсен пит савăнмалла.Малаллине вулас

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Андрей Липатовъ


Савнă тăвансем! Пайан епир Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленнине асăнса праçник тăватпăр. Ĕлĕк етемсем çĕр çине Çăлакан килессине тем пек кĕтсе пурăннă. Вăхăт çитсен, Турă Ывăлĕ Іисус Христос, Хăй çине етем ÿтне илсе, Таса Хĕр Маріяран ÿтленсе çуралнă. Турă Ывăлĕ Іисус Христос çĕр çинђе вăтăр виç çул çурă пурăннă. Çав вăхăтра Вăл çынсене çÿлти патшалăха йепле кĕресси çинђен кала-кала вĕрентнĕ. Хăй ђăнах Турă Ывăлĕ иккенне пĕлтермешкĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕлĕнмелле ĕçсем тунă. Çĕр çинђе етемсене çăлас ĕçе туса пĕтерсен, хăйĕн мухтавлăхĕпе пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Пирĕн хушшăмăртан пĕри-пĕри: мĕншĕн Іисус Христос пĕлĕт çине ђас çĕкленнĕ? Мĕншĕн Вăл тĕнђе пĕтиђђенех çĕр çинђе пурăнман? тесе ыйтĕ. Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленнĕ ђухне, апостолсем хăйсем Іисус Христосран уйăрăлса йулнăшăн пит хуйхăрнă. Іисус Христос Хăйĕн вĕренекенĕсене лăплантарса каланă: ан хуйхăрăр, Епĕ пĕлĕт çине сирĕн валли вырăн хатĕрлеме кайатăп, вырăн хатĕрлесен, каллах килсе, сире Хам патма илсе кайăп; вара Епĕ ăçта, есир те çавăнта пулăр, тенĕ.Малаллине вулас