Пиллĕкĕн Пĕртăван

(Бирма халăх юмахĕ)

Юмах тени чăнах мар,
Анчах суя сăмах мар.
Ват çын янă юптару —
Тĕрĕс çулпа уттару.
Мĕн калам-ши, хурăнташ?
Лартăм сĕтел хушшипе,
Алла илтĕм кăранташ,
Шурă хута хуратса,
Çыртăм чĕрем хушнине,—
Вĕрентсе мар, юратса.

Малаллине вулас

Александр Пушкин: Пĕлÿçĕ Олег çинчен хунă Юрă

Александр Пушкин


Песнь о вещем Олеге

Пĕлÿçĕ Олег çинчен хунă Юрă

Епле вăй пуçтарнă пĕлÿçĕ Олег:
Хурах хурри пулнă таврашăн
Вутпа та, хĕçпе те, аçа-çиçĕм пек,
Усал хусара тавăрасшăн.
Маттур çарĕпе, Ăстампул йĕс тумпе
Пырать вăл кал-калăн ыр ут юртăмпе.
Малаллине вулас

Александр Куприн: Парпуспа Шульккă

Александр Куприн


Барбос и Жулька

Парпуспа Шульккă

Пысăках мар пулин те Парпус сарлака кăкăрлă тăн-тăн йытă. Вăрăм та кăштах кăтраланса тăракан çăмĕнчен пăхсан вăл нихăçан та супăнь курман шурă пуделе аса илтерет. Çуллахи вăхăтра пуçĕнчен пуçласа хÿри таранах куршанак çыпăçтарса тултарать. Кĕркунне вара унăн урипе хырăмĕ çинчи çăм пайăркисем пылчăкпа вараланса хытса лараççĕ. Парпус хăлхи çинче яланах çапăçу паллисем пур. Унашкал йытăсене яланах Парпус тесе чĕнеççĕ. Вĕсем питĕ шанчăклă, никама та пăхăнмаççĕ, хуçине лайăх итлеççĕ.Малаллине вулас

Сенкер май

Сергей Есенин


Сенкер май. Çутă шуçăм ăшши.
Сас памасть кил хапхи — калăн, çĕмрĕк.
Сывлăшра — йÿçĕ эрĕм шăрши.
Ыйăхра — шурă шупăрлă çĕмĕрт.
Урмăш уйăх кăвак кантăкран
Тирĕнсе шăтăкла каркăç витĕр
ÿкерет урайне аякран
Эрешсем — тĕлĕнтермĕшсем питĕ.
Сад шур кăпăк пек кăпăш, кăтра.
Ун çинче тăп тăрать кĕмĕл уйăх.

 

Г. Ефимов куçарнă

Раксем ăçта хĕл каçаççĕ

Виталий Бианки


Кухньăра тенкел çинче карçинкка ларнă, плита çинче — кастрюль, сĕтел çинче — пысăк шурă тирĕк. Карçинккара раксем йăшăлтатнă, кастрюльте тăварпа укроп янă шыв вĕренĕ, тирĕк пушах пулнă.

Хуçа арăмĕ кĕнĕ:

пĕрре — вăл карçинккаран рак туртса кăларнă та —

иккĕ — ăна кастрюле ывăтнă, пиçиччен тăхтанă та —

виççĕ — рака кастрюльтен кашăкпа çаклатса тытса тирĕке хунă.

Татах, татах…Малаллине вулас