Константин Иванов

Геннадий Юмарт


Константин Иванов 

(1890-1915)

Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пĕлепей уесĕнчи (халĕ Пушкăрт Республикин Пелепей районĕ) Слакпуçĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулăн виçĕ çулне тăван ялта, тепĕр çулне Кекенре вĕренет. 1902 çулта та Пелепейри хула шкулне кайса кĕрет. Çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне каять. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççĕ. Иванов вĕренме кĕрес ĕмĕтпе тĕрлĕ çĕре çитсе пăхать, анчах ниçта та кĕреймест.

Малаллине вулас

Тайăр Тимкки

Геннадий Юмарт


Тайăр Тимкки

(1889-1917)

Тайăр Тимкки
Тайăр Тимкки, поэт.

Тайăр Тимкки (Тимофей Семенович Семенов) 1889 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Пăва районĕ) Шемекре чухăн алăсти кил-йышĕнче çуралнă. Ача чухнех вăл тăлăха юлнă. 1898 çулта ăна кÿршĕ ялти, Пимĕрселти, Т. Васильев хресчен усрава илнĕ, Тимккана çав çулах ялти пуçламăш шкула вĕренме янă. Усрава илекен хăй те çулталăкран вилсе каять. Тăлăх ача пĕр вăхăт аппăшĕ патĕнче пурăнать, каярахпа пуп патĕнче тарçăра тăрать, çав вăхăтрах шкула çÿрет. 1902 çулта Тайăр Тимкки Кÿренти икĕ класлă шкула, çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрет. Кунта икĕ çул хушши К. В. Ивановпа пĕрле пĕр пăртта хушшинче ларать.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Меречен

Мереченĕм, Мереченĕм,
Эсĕ мар-и вăл Мерчен?
Шурă Атăл çĕрĕнче-мĕн
Эс çĕкленнĕ çĕнĕрен.

Капкасран хăпса хăпарнă
Упранса юлас тесе,
Хĕсĕнсе пытаннă ларнă
Вар-вăрманлă кĕтесе.Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Мерчен Кайăк

Геннадий Юмарт


Ĕлĕкрех çапла юрланă
Пирĕн мăн асаттесем
Шурă юрлă çӳл ту урлă
Кунталла килни çинчен:
Мерчен кайăк йĕрĕ тăрăх
Шурă Атăл хĕррине
Пĕртăван йăхсем вырнаçнă
Инçетрен хăпса килсе.
Тилĕ, шашкă та çул хывнă
Тенĕ хăш-пĕр юрăра.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Тĕлĕнтермĕш сăмахсем

Перс-иран сăмахĕсем
Йышлă пирĕн чĕлхере.
Сĕм авал, тахçан вĕсем
Лекнĕ хамăр çул-йĕре.

Мĕн пирки, мĕн сăлтавпа
Манăçа тухман хальччен?
Халăхри сăваплăхпа
Çирĕп çыхăннă иккен.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Халăх юнĕ

Камăн-камăн юнĕ
Хутшăнман пирĕннипе.
Сăнчăрлать чăвашăн чунĕ
Вĕсене пĕр-пĕринпе.

Пăлхарпа сăварăн
Тĕп хăват парать тесен,
Хамăрпа тăван хасарăн
Вăйĕ те унта иккен.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Милли

Ылхан витсеччĕ сан ятна,
Усал этемччĕ эс, тăшман та.
Хальччен курманччĕ те сăнна,
Мĕн çырнине те вуламан та,
Пытарнăран сăваплăхна
Айвантараххăн сăнарлантăн.

Кăвак хуппи тĕрĕслĕхе
Яр çутата пуçланă майăн
Тинех тухан ирĕклĕхе,
Саманапа утан пĕр шайăн,
Унпа эс тупрăн пĕр чĕлхе,
Таймас çĕртен сана пуç тайăн.

Малаллине вулас