Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Кузьма Сидоровъ


Май 21-мĕшĕ

Тăвансем, пайан епир, апостостолсемпе пĕр тан пул­нă Константинпа Еленана асăнса праçник тăватпăр. Констан­тин Христос çуралсан кайран 4-мĕш ĕмĕрте Грек çĕрĕнђе патша пулса пурăннă. Малтан вăл суйа тĕнпе пурăннă. Çапах та Христос тĕнĕ çинђен хăй амăшĕ, Еленаран, тата ытти нумай Христоса ĕненекен çынсенђен те илтсе пĕлнĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсен ырă пурăнăçĕ, ун кă­мăлне кайнă. Константин хăй те Христос тĕнне кĕресшĕн пулнă, анђах вăхăт шав иртсе пынă. Вăл патшана кĕ­риђђен, Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене пурăнма пит кансĕр пулнă. Тĕслĕрен асаплантарса пĕтернĕ вĕсене. Малаллине вулас

Таса Гурійе Асăнса Вĕрентсе Калани

Кузьма Сидоровъ


Раштав 5-мĕшĕ

Хусанти Хăватсем Тăвакан Таса Архіерей Гурійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Калани

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Святой Гурій Хусан хулинђе архіепископ пулса пу­рăннă; унăн йатне асăнса епир пайан праçник тăватпăр.

Кашни çын, йепле тĕнпе пурăнсан та, мĕнле халăх пулсан та, хăй тĕнне тĕрĕс тытса тăма тăрăшат̌; мĕн вăй çитнĕ таран ытти çынна та ăнлантарса вĕрентме тăрăшат̌.

Малаллине вулас