Çуркунне

Куçма Турхан


Çуркунне…

Таврара пур çĕрте те юр выртать-ха. Анчах вăл йăшнă ĕнтĕ, хĕвел питтинче ура йĕпенмелĕх сĕлкĕшленнĕ. Тÿпене кăн-кăвак теме çук. Типме тухса çакнă кĕпе пек, унта та кунта кăтрашка пĕлĕтсем çакăнса тăраççĕ. Çапах та тÿпе кунсеренех тăрăлса, тасалса пырать.Малаллине вулас

Сĕве Атăла юхса кĕрет

Куçма Турхан


Ту Енчи Çĕршыв

Пирĕн енче хурамалăх,
Хурамалăхра хурт сырать,
Хурт сырать те пыл тăвать;
Пырсам, пырсам, пиччеçĕм,
Пыллă сăра ĕçмешкĕнĕ
Пирĕн енче çăкалăх,
Çăкалăхра пушăтлăх,
Пырсам, пырсам, шăллăмсем,
çав пушăта касмашкăнĕ
Пирĕн енче çаранлăх,
çаранлăхра çырлалăх,
Пырсам, пырсам, йăмăксем,
çав çырлана пуçтармайĕ
— Чăваш халăх юрринчен

1. Çунакан ухă йĕппи

Çĕлен эрни хыççăн çанталăк тепре уяртса пăрахрĕ — ку таврара кашни кĕркуннех пулакан ăшă кунсем персе çитрĕç. Çак ватăлăх ăшши текен хăтлă вăхăт нумая пымасть, анчах унăн, кая юлса килекен юратăвăнни евĕр хăйĕн илемĕ, хăйĕн ытарайми элккенлĕхĕ пур; кĕрхи çутçанталăк чылаях йăмăх тĕслĕ, хăйне кура капăр та эрешлĕ пулсан та, чун-чĕрене ывăнтармасть, пусмасть — кантарать, уçăлтарать, çынна ырă шухăш-ĕмĕтсемпе хăпартлантарса тăрать. Уй-хир йăлтах пушанса юлнă ĕнтĕ, унта халь пĕр çĕмел-сурат çук, улăхра та утă капанĕсем сайра тĕл пулаççĕ; анчах ку кăмăла хуçакан çаралăх мар, çак вăхăтра сарă хăмăллă уй-хирпе ула-чăла курăнакан çаран çине çу каçиччен пĕр канмасăр тăрашнă ĕçченсем çине пăхнă пек пахатăн.

Малаллине вулас