Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцовъ


Çурла 6-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Йуратнă тăвансем! Пайанхи кун Іисус Христос виçĕ вĕренекенне Хăй мухтавлăхне кăтартнине асăнса праçник тăватпăр.

Іисус Христос Хăйĕн ђи йуратнă вĕренекенĕсене:

Малаллине вулас

Марія Магдалинăна Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕн Кунĕнђе Вĕрентсе Калани

Михаилъ Даниловъ


Утă 22-мĕшĕ

Хальхи Патша Амăшĕ Императрица Марія Ѳеодоровна Святойне Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Калани. (22 Іюля).

Пайан пĕтĕм Россія патшалăхĕ пирĕн Патшамăрăн амăшĕ Императрица Марія Ѳеодоровна Святойне хисеплесе праçник тăват̌. Амăшĕ хăй ађи-пăђине йепле ырра вĕрентесшĕн тăрăшат̌, çавăн пекех Марія Ѳеодоровна та пĕтĕм Россіяра анне вырăнĕнђе пулса халăха ђăн тĕне вĕрентсе çăлăнмалла туса телей кăтартасшăн тăрăшат̌. Патшалăхра ђăн тĕне сарасшăн тăрăшакан Православное Миссіонерское Общество пур. Суйа тĕнпе пурăнакан ђăвашсене, тутарсене, çармăссене, ытти тĕрлĕ халăхсене ђăн тĕне вĕрентме Хусанти Братство святителя Гурія пур. Вăл Братство кĕнекесем кăларат̌, ђиркÿсем лартат̌, вĕрентекен çынсем хатĕрлет. Ун пек Братствосем ытти хуласенђе те пур. Çавсене пурне те Императрица пăхса пулăшса тăрат̌. Çавăнпа вăл пирĕншĕн, ђăвашсемшĕн те, аннемĕрпе пĕрех. Хамăр аннемĕр святойин кунĕнђе йепле пирĕн хавасланас мар, йепле уншăн Турра тав-туса кĕл-тăвас мар? Епир тĕттĕмре пурăнаттăмăр, вăл пире ытти йуратса тăрăшакан çынсемпе пĕрле куçа уçма хут вĕрентсе алла хамăр ђĕлхепе кĕнекесем çаптарса партарат̌. Тĕн çинђен халăха вĕрентме священниксем, учительсем хатĕрлеме тĕрлĕ шкулсем пăхса пулăшса тăрат̌. Çапла епир çĕнĕрен çуралнă пек ырă пурăнăç йенелле улăшăнса çавăрăнма пултаратпăр.

Малаллине вулас

Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Яковъ Обуховъ


Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Пайан вуланă евангеліере акă çапла каланă: „Етем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ“, тенĕ (Мѳ. 18, 11). Çак лăплантаракан сăмахсене Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђух каласа хăварнă. Вăл епир йепле çăлăнмаллине те вĕрентсе хăварнă. Йулашкинђен апостолсене каланă: „ĕнтĕ кайса пур халăхсене те вĕрентĕр; вĕсене Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе тĕне кÿртĕр“, тенĕ (Мѳ. 28, 19). Малаллине вулас

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни

Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Свящ. Н. Кузьминъ


Іисус Христос вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăрсан хĕрĕхмĕш кун йулашки хут Хăйĕн вĕренекенĕсене курăннă. Вăл вĕсене Іерусалимрен илсе тухса Елеон тăвĕ çине илсе кайнă. Вăл унта Хăйĕн вĕренекенĕсене йулашки хут пилленĕ те, пĕлĕт çине çÿлелле çĕклене пуçланă. Апостолсем хăраса ÿкнĕ. Христос çĕкленнĕçемĕн çĕкленнĕ, кайран пĕтĕмпех курăнми пулнă. Апостолсем нимĕн тума пĕлмесĕр çÿлелле, Христос çĕкленнĕ çĕрелле, пайтахђен пăхса тăнă. Вĕсем хăйсен шухăшĕпе Христос каллах çĕр çине анĕ, тесе шухăшласа кĕтсе тăнă. Вара вĕсене сасартăк икĕ ангел курăнса каланă: ей Галилея çыннисем, мĕншĕн есир пĕлĕт çинелле пăхса тăратăр? Çак сирĕн патăртан пĕлĕт çине çĕкленсе кайнă Іисус татах килмелле. Есир Вăл пĕлĕт çине çĕкленсе кайнине куртăр. Çавăн пекех Вăл тепĕр хут килмелле, тенĕ. (Дѣян. 1, 9—12). Вара апостолсем йулашки хут çĕре ÿксе пуççапнă та, савăнса Іерусалиме тавăрăннă.Малаллине вулас

Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Кузьма Сидоровъ


Май 21-мĕшĕ

Тăвансем, пайан епир, апостостолсемпе пĕр тан пул­нă Константинпа Еленана асăнса праçник тăватпăр. Констан­тин Христос çуралсан кайран 4-мĕш ĕмĕрте Грек çĕрĕнђе патша пулса пурăннă. Малтан вăл суйа тĕнпе пурăннă. Çапах та Христос тĕнĕ çинђен хăй амăшĕ, Еленаран, тата ытти нумай Христоса ĕненекен çынсенђен те илтсе пĕлнĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсен ырă пурăнăçĕ, ун кă­мăлне кайнă. Константин хăй те Христос тĕнне кĕресшĕн пулнă, анђах вăхăт шав иртсе пынă. Вăл патшана кĕ­риђђен, Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене пурăнма пит кансĕр пулнă. Тĕслĕрен асаплантарса пĕтернĕ вĕсене. Малаллине вулас

Славян Халăхĕсене Вĕрентсе Çутатнă, Апо­столсемпе Пĕр Тан Таса Кириллпа Меѳодійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Ка­лани

Иванъ Макаровъ


Май 11-мĕшĕ

Тăвансем, пайанхи кун епир славян халăхĕсене Хри­стос тĕнне вĕрентсе çутатакан Кириллпа Меѳодійе асăн­са хисеплетпĕр. Пин çул ытла вырăс халăхсем Кириллпа Меѳодій тăрăшнипе хăй çуралнă ђĕлхепе ђиркÿ кĕллисе­не вуласа, йурласа пурăнаççĕ. Çак святойсенĕн йађĕсем вырăсемшĕн те, пирĕн ђăвашсемшĕн те пит паха пулмалла, мĕншĕн тесен вĕсем ђиркÿре кĕл-тумалли кĕнекесене славян ђĕлхи çине куçарнă. Çавăнтан вара славянсем ву­лама та, çырма та хăйсен ђĕлхипе вĕренсе кайнă. Авалхи славянсем ђăн Турра пĕлмен; вĕсем çынсем тунă суйа кĕлеткесене пуççапса пурăннă. Турă вара славянсене ђăн тĕне вĕрентме Кириллпа Меѳодійе суйласа илсе йанă. Вăл ĕç ак çапла пулнă.

Малаллине вулас

Иисус йĕнĕ

Вилнĕ Лазаре Ђĕртнĕ Шăмат Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ Н. Кузьминъ


Пайан Христос Туррăмăр вилнĕ Лазаре вилĕмрен тĕртнине асăнаççĕ. Çавăнпа евангеліе те Христос Туррăмăр Лазаре йепле ђĕртни çинђен вуларăмăр.

Іерусалимрен инçех те мар, пĕр Виѳанія йатлă йалта Лазар йатлă çын пурăннă. Унăн икĕ йăмăкĕ пулнă: пĕри Марѳа, тепĕри Марія йатлă пулнă. Іисус Христос халăха вĕрентсе çÿрене ђухнĕ ђас-ђасах вĕсем патне канма кĕнĕ. Вăл Лазарĕн çемйине йуратнă.

Пĕрре çав Лазар пит хытă ђирленĕ. Пиђђĕшĕ ђирлесенех йăмăкĕсем Христос патне калама йанă. Вĕсем: Христос ђирлĕ çынсене ђирĕсенђен сыватнине пĕлнĕ. Çавăнпа пирĕн Лазаре те килсе ђирĕнђен сыватĕ-ха тесе ĕмĕтленсе тăнă.

Малаллине вулас