Кĕрхи кăмăл – Н. Теветкел

Н. Теветкел


 

Кĕрхи кăмăл

Çула хуплать ĕçченçĕ кĕр
Паян йĕспе те пăхăрпа.
Юратнă çĕр, ĕшеннĕ çĕр
Хĕле кĕтет çĕн çăкăрпа.
Пакша пÿлми те мăйăрпа
Тулать куллен, кăмпи те пур.
Çÿрет кĕрхи çил ăйăрпа
Уй-хирсенче паян маттур.
Кăвак тĕтреллĕ улăхра
Пуçларĕç кураксем пасар.
Çук, пасар мар вăл — кăнтăра
Пуçтарăнать çунатлă çар.
Сухаллă хĕвеле текех
Чĕртме пит йывăр вучахне.
Пире чĕнет халь кĕнеке,
Йыхрать шкул хăйĕн ытамне.

Николай Теветкел: Айхи сăвапĕ

Эс халĕ çеç çÿреттĕн вăшăл-вăшăл,
йăл куллупа шыраттăн шухăшна.
Тÿресемпе те калаçаттăн ăшшăн,
кирлех пулсан пĕлеттĕн тупăшма.

Тен, çавăнпа пулатпăр мар-и хамăр
хĕвелсĕр тÿпери ĕмĕлкесем?
Хивре çынсен пăтранчăк ăс хуранĕ
пире пĕçернĕ — суннĕ ĕмĕтсем.

Эпир сисмесĕрех çукка юлатпăр:
чунра мĕскер пурри — çут тĕнчене!
Хăш чух, тен, хамăра çеç улталатпăр?
Тупаймăн уçă пĕтĕм çын чунне.

Çаплах сывлать-ха /ăс-халу сып-сывă!/
Кĕнекÿре пурăнакан тĕнче.
Хĕвелленет чăваш тÿпи, çĕршывĕ —
сас пачĕ çуркунне ял хыçĕнче.

Кама-ши хĕрхенет юнавлă вилĕм?
Сан хĕвелÿ те ÿкрĕ тÿперен!
Пăт-пат тĕл пулăва та аса илтĕм —
сăвву та сасă пачĕ çĕнĕрен.

Хăш чух çак вăхăт пусăмĕ пит йывăр:
тем чухлĕ ĕç, инкеклĕ тĕрлĕ кун.
Хура çĕр сăвăçа чăтма çук йывăр —
пĕрех çак шухăш пуç тавра ан кум!

“Хивре çынсен пăтранчăк чун-хавалĕ
ан куçтăр хамăра та”, – тенĕ пек,
сăваплă пултару хăех хăвалĕ
ăна сăвапсăрах сив сăнĕпе.