Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Николай Кузьминъ.


Авăн 8-мĕшĕ

Таса Турă Амăшĕ çураласси çинђен пророксем ĕлĕкех каласа хунă. Турă Таса Хĕр çураласси çинђен паллăсемпе те кăтартнă.

Ĕлĕк çĕр çине шыв тулсан, Ной хăйĕн çемйипе карап çине кĕрсе çăлăнса йулнă. Çав Нойа çăлнă карап Турă Амăшне пĕлтерет. Ной карапа нумай çулђђен туни Турă Амăшне çĕр çине йама етем йăхне нумайђђен хатĕрленине кăтартат̌. Карапа çĕрмен йывăçран туни Турă Амăшĕ Ађа çуратсан та хĕр халлĕн йулассине пĕлтерет. Ной карапран кăларса йанă кăвакарђăн çу йывăççи туратне илсе пырса савăнтарнă пек, таса Хĕр Марія та Іисус Христоса çуратса пĕтĕм тĕнђене савăнăç кÿнĕ.

Іаков пĕрре тĕлĕкре пусма курнă. Вăл пусма вăрăм пулнă. Унăн пĕр вĕçĕ çĕр çинђе, тепĕр вĕçĕ пĕлĕт çинђе тăнă. Çав пусма Турă Амăшне пĕлтерет. Іаков курнă пусма пĕлĕтпе çĕре пĕрлештерсе тăнă пек, Турă Амăшĕ те Іисус Христоса çуратса ĕлĕк шуйттан уйăрнă çынсене Турăпа пĕрлештернĕ.Малаллине вулас