Покров Кун Вĕрентсе Каламалли

Андрей Меценатовъ

Юпа 1-мĕшĕ

Савнă тăвансем! Христосăн таса ђиркĕве Турă Амăш­не асăнса çулталăк хушшинђе пайтах праçник тăват̌.

Пайанхи кун та епир таса Турă Амăшĕ йатне асăнатпăр. Ку праçник акă çакăнтан пуçланса кайнă.

Малаллине вулас

Покров Кун Вĕрентсе Каламалли

Діаконъ Владиміръ Михайловъ


Юпа 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем, пайан таса ђиркÿ авал Турă Амăшĕ пирĕнпе пĕр тĕнпе пурăнакан грек халăхĕшĕн тунă хăвата асăнса хисеплет.

Çав хăват çинђен таса ђиркÿ акă çапла каласа пĕлтерет. Пĕрре елĕк-авал пит вăйлă ђаплă пулнă грек ха­лăхин патша пурăнакан Константинопољ хулине сарацынсем (суйа тĕнлĕ, кĕлеткесене пуççапса пурăнакан халăх) пырса хупăрласа илнĕ. Греція патшалăхĕ çав вăхăта пат­шалăх хушшинђи тăшмансем пăлханнипе, тата йут тăш­мансем те тапăннине шалт аптăранă, пĕтес патнех çитнĕ. Греціянăн тăшмансене хирĕç тăма вăйĕ çителĕклĕ пулман, йут халăх çине шанма та шанђăк пулман. Тавăрари патшалăхсем, Греція патшалăхĕ вăйсăрланнине кура, хĕпĕртесе çеç тăнă; вăл пĕтсен харпăр-хăй пĕрер татăк татса илесшĕн пулнă. Çавăнпа грексем сарацынсем килсе хупăрласа илсен питĕ хăраса ÿкнĕ. Çавăн тĕрлĕ йывăр вăхăтра вĕсене пулăшакан никам та пулман, пĕр Турă çине шанасси анђах йулнă. Ђăнах та Турă çине шанса Унтан пулăшу ыйтнă та Турă вĕсене пăрахман.

Малаллине вулас

Покров Кун Вĕрентсе Каламалли

Священник Николай Кузьминъ


Юпа 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Епĕ сире çак пайанхи праçник мĕнтен пуçланса кайни çинђен каласа кăтартасшăн. Ун­тан тата çав ĕлĕк пулнă ĕç пире мĕн тума хушни çинђен те пĕлтересшĕн.

Нумай пулат̌, унтан вара пин çул та ытла иртнĕ, грексен патшалăхне сарацин йатлă халăх пырса кĕнĕ. Вĕсем Христос тĕнне тытакан халăх пулман. Çавăнпа вăрçăпа çĕнтернĕ халăха хĕрхенсе тăман. Вĕсем ђас грек­сен ђăн аслă, патша пурăнакан хулине çитмелле пулнă. Унти çынсем, çав тĕрлĕ усал халăх ђас вĕсем патне çи­тессине илтсен, пĕтĕмпе хăраса ÿкнĕ. Вара тăшмана хăй­сен вăйĕпе, хăйсем тĕллĕн çĕнтерес çуккине пĕлсе Турă­ран пулăшу ыйта пуçланă. Вĕсем Турă Амăшĕ Турă умĕн­ђе çынсен хутне кĕрсе тăнине пĕлсе, Ăна тăшмансенђен хăтарма йăлăннă. Ђăнахах хулари çынсем кĕл-тунине Ту­рă илтнĕ. Малаллине вулас