Эп — чăваш ачи…

Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →


 

Эп — чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн Чăваш çĕрне.
Вăл — кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.Малаллине вулас

Кĕркунне макăрать – Л. Сильвестров

Л. Сильвестров


Кĕркунне макăрать

Кунĕпех макăрать кĕркунне
Куççульпе кĕпине йĕпетсе.
Урам тăрăх йăмра çулçине
Çил ачи хăвалать ĕрĕхсе.
Çут хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнче
Тĕлĕрет çĕр çулхи мучилле:
Ах, ытла та салхуллă тĕнче, —
Ма килмест пĕрех хут сив хĕлле!

Хур кайăк çулĕ – Анатолий Смолин

Анатолий Смолин


Хур кайăксем, мĕн-ма эсир вĕçетĕр
Карталанса, карла-карла кăнтăралла?
Çитес инçетĕр çав тери инçе-тĕр,
Çапах та ăнтăлатăр малалла.Малаллине вулас

Çемен Элкер: Улăпсем

Улăпсем

(Çемен Элкер çырнинчен)

Урхамахне юрттарса
Пынă Ахрат çыр тăрăх,
Хĕвел пăхнă çуптарса,—
Çанталăкĕ пит шăрăх.
Кĕтмен çĕртен улăпа
Кăшкăрашса, ĕрлешсе
Сырнă илнĕ ушкăнпа
Хайхи тискер этемсем:
Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Сăваплă кĕтес

Сăваплă Кĕтес

Хула хĕрри улах. Сĕве йăвашшăн
Пахча çуммисемпе иртсе каять…
Çак лăпкă кĕтесре тăван чăвашшăн
Çуралнă ĕлĕк чух пĕр çамрăк ят.

Ак ун кĕперĕ, вăл юратнă вырăн,
Ак вăл час-час таяннă ват йăмра.
Паян та вăл кунта çÿрет пек ыррăн,
Тăрать пек сыввăн умăмра.
Малаллине вулас

Çемен Элкер: Вăрçă сăввисем

Çемен Элкер


Семен Васильевич Васильев (Çемен Элкер) халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Пысăк Упакасси ялĕнчи 1894 çулхи çу уйăхĕн I-мĕшĕнче çуралнă. 1908 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1915 çулта тĕнче вăрçине кайнă, йывăр аманса, Австрине Венгри çарĕсен тыткăнне лекнĕ. Тыткăнран 1916 çулхи çу кунĕсенче таврăнать, пĕр хушă Петроградри госпитальте сипленет. 1917 çулхи ютă уйăхĕнче вал ялĕнчен Хусана каять, пĕр-пĕр курсра вĕренме ĕмĕтленет. Кунта пулас писатель Тимофей Абрамов сăвăçпа, Федор Павловпа, Г.Тал-Мăрсапа туслашать, вĕсем хавхалантарнипе литература ĕçне хутшăнать.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Тав сана

Тав Сана!

Петĕр Хусанкая

Кам тÿссе ирттерчĕ çынпа тан,
Кам ырра усал теме хăймарĕ,
Усала айваннăн пуç таймарĕ,
Çав калатăр пĕтĕм кăмăлтан:
Çамрăк ĕмĕр харама каймарĕ.Малаллине вулас