
Чăпар кайăк
Пирĕн хăта пахчинче
Пĕчĕк лутра йывăç çинче,
Çап-çаврака чашăк пек,
Пĕр кайăк йăви пур.
Кайăкĕ ытла илемлĕ
Темиçе тĕслĕ тĕкĕпе.
Пирĕн хăта пахчинче
Пĕчĕк лутра йывăç çинче,
Çап-çаврака чашăк пек,
Пĕр кайăк йăви пур.
Кайăкĕ ытла илемлĕ
Темиçе тĕслĕ тĕкĕпе.
… Хата пÿрчĕ – шурă çăка пÿрт.
Аслă урам варринче,
Йывăç пахчи ăшĕнче,
Ларать хĕвеле хирĕç,
Кăнтăрланалла пăхса çутăлса
Хĕвел хĕрте пăхнипе.
Эпĕ пĕрре ка[й]рăм вăрмана
Ахаль мар, лаша çитерме.
Лаша çинчен ансассăн,
Мал[ал]ла виççĕ ярса пуссассăн,
Пĕр йывăç тĕлĕнчен
Лаша хăшт! турĕ те
Мулкач вĕлт кăна тăвайчĕ.
Çамрăк ĕмĕр иртет-çке,
Ирхи сывлăм типнĕ пек,
Хуйхăпа шухăш хушшинче.
Итлĕр-ха мана, ачасем,
Эпĕ каланă ÿкĕте
Ан ÿркенĕр итлеме.
Çамрăк, айван вăхăтра
Атте-анне хушнине
Ан ÿркенĕр итлеме.
Çу уйăхин çирĕм тăваттăмĕш кунне,
Сап-сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух.
Хамăн кирлĕ çăмăлпа
Каймалла пулчĕ пĕр яла,
Калама çук пĕр пит пысăк яла.
Яла çитсе кĕнĕ чух
Курăнкалатчĕç хура пĕлĕтсем
Унта-кунта пĕр саплăк,
Çумăр пĕлĕчĕ те мар –
Ахаль хура, хыт пĕлĕт.
Улма йывăçĕ чĕрĕлмен
Тĕпне шăши кышланăран.
Манăн анне тăмарĕ
Чунне турă илнĕрен.
Ах, аннеçĕм, тăван анне,
Алли-ури çыхланнă.
Вилĕм каснă, чунĕ тухнă,
Пĕр чĕнмесĕр выртать-çке.
Пахча варринчи пулă кÿлли
Пулă вылямасăр пулханмасть.
Чунăм савнă тусăма
Куллен-кун курмасан,
Çамрăк чĕрем лăпланмасть.
Пирте тăн-пуç пулас çук,
Савнă туса курмасан.
Ĕçсе-çисе ăна кĕрес çук,
Пĕртте хыпарне илтмесен
Пĕртте илтмерĕн пĕр уйăх:
Пĕрре ка[й]рă шырама,
Урам варринче тĕл пултăм.
«Сывă-и, тусăм?» терĕм те –
Икĕ куçĕнчен шыв тухрĕ,
Икĕ пичĕ хĕрелчĕ,
Юн сиксе тухас пек, –
Пĕр кăмăлсăр юлайчĕ.
1912
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн
2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ