Кол Гали: Уçăппа Сĕлихха

Уçăппа Сĕлихха

Кол Гали – Атăлçи Пăлхарăн чаплă пĕлÿçи, тĕпчевçи, тата Алăран алла куçарса пынипе унăн ячĕ халăхăн уйрăмах юратнă поэмипе пĕрле упранса юлнă теççĕ. Поэмăри сăнарсемпе пулăмсем Библири калавран килеççĕ, анчах ислам тĕнĕ урлă урăхланаççĕ… Тĕплĕнрех →

(Поэма сыпăкĕсем)

Пĕрремĕш Пайĕ
Уçăп тĕлĕкĕ

Ашшĕ чĕр çинче ларнă чух пĕрре
Пулнă матуркка Уçăп вун пĕрте.
Лăпкăн ларнă вăл, кайнă тĕлĕрсе,
Тĕлĕк ун пуçне курăннă кĕрсе.

Малаллине вулас

Паласахун Юсупĕ: Хăтлă пĕлÿ

Паласахун Юсупĕ – Вăта Ази сăвăçĕ, шухăшлавçи. Тĕрĕк литературин авалхи тапхăрĕн паллă хайлавçи… Тĕплĕнрех →


Хăтлă Пĕлÿ

(Поэма сыпăкĕ)

Вĕренÿпе пĕлÿ çинчен калани

Ăславçă, пĕлÿ çинченех çак сăмах.
Пĕлÿ ырлăхне эп мухтасшăн кăштах.

Каçхи тĕттĕмри çутă тĕл — вĕренÿ,
Вĕреннĕ çынна пулатех киленÿ.

Пĕлÿ-вĕренÿ сана çĕклĕ çÿле —
Этемĕн хисепĕ килет пĕлÿпе.

Малаллине вулас

Пиллĕкĕн Пĕртăван

(Бирма халăх юмахĕ)

Юмах тени чăнах мар,
Анчах суя сăмах мар.
Ват çын янă юптару —
Тĕрĕс çулпа уттару.
Мĕн калам-ши, хурăнташ?
Лартăм сĕтел хушшипе,
Алла илтĕм кăранташ,
Шурă хута хуратса,
Çыртăм чĕрем хушнине,—
Вĕрентсе мар, юратса.

Малаллине вулас

Пăлхар патшалăхне çитсе курни

أحمد بن فضلان  Ахмед ибн Фадлан

(Пĕр Сыпăкĕ. Вырăсла куçарнă тулли текстне каçмашкăн çакна пусăр)

 



Эпир вара Пушкăртсен çĕр-шывĕнчен тухса кайрăмăр та Çарăмсан шывĕ урлă, унтан Урен (Уран) шывĕ урлă, унтан Вăрăм (Урăм) шывĕ урлă, унтан Майна (Байнах) шывĕ урлă, унтан Вăта (Ватыг) шывĕ урлă, унтан Пасна (Басна) шывĕ урлă, унтан Гаушерма (Джавшир) урлă каçрăмăр. Эпир асăннă шывсем хушши — икĕ е виçĕ, е тăватă кун унтан сахалтарах е ытларах каймалăх. Эпир хамăр çитме тухнă сакалиб патши патне çитесси кунпа çĕр каймалăх юлсан, вăл пире кĕтсе илме хăйне пăхăнса тăракан тăватă тарăна, хăйĕн шăллĕсене тата хăйĕн ывăлĕсене хирĕç ячĕ. Пире вĕсем çăкăрпа, ашпа, вирлĕ кĕтсе илчĕç те пĕрле пычĕç. Эпир патша патне çитесси икĕ фарсах юлсан, вăл пире хăй тухса кĕтсе илчĕ: пире курсанах ут çинчен анчĕ те аслă та хăватлă Аллаха ыр сунса ÿксе пуç çапрĕ. Унăн çаннинче дирхем пулнă, вара вăл ăна пирĕн çине сапрĕ. Вăл пире валли юртăсем ларттарчĕ те, эпир унта вырнаçрăмăр. Эпир патша патне çитнĕ чух вырсарни кунччĕ, виç çĕр вуннăмĕш çулхи мухаррем уйăхĕн вун икĕ каçĕ иртнĕччĕ. Джурджанипе ун çĕр-шывĕ хушши—çитмĕл кун каймалăх.

 

Малаллине вулас