Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Яковъ Обуховъ


Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Пайан вуланă евангеліере акă çапла каланă: „Етем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ“, тенĕ (Мѳ. 18, 11). Çак лăплантаракан сăмахсене Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђух каласа хăварнă. Вăл епир йепле çăлăнмаллине те вĕрентсе хăварнă. Йулашкинђен апостолсене каланă: „ĕнтĕ кайса пур халăхсене те вĕрентĕр; вĕсене Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе тĕне кÿртĕр“, тенĕ (Мѳ. 28, 19). Малаллине вулас

Раштавра Вĕрентсе Ка­ламалли

Яковъ Обуховъ


Раштав 26-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Ей савнă тăванăмсем! Епир Христос çуралнине ĕнер асăнсаттăмăр. Пайанхи кун Христос ђиркĕвĕ Турă Амăшне асăнат̌. Ăна акă çапла каласа йурлат̌: „Есĕ херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă“, тет. Турă Амă­шĕ ђăнахах пĕтĕм святой ангелсенђен те аслă: мĕн­шĕн тесен Вăл пире çăлакан Христос Турра çуратнă. Хăй таса пурăннăшăн Турра ăшне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун çине Святой Сывлăш аннă та, Вăл Ывăл Ађа çуратнă. Çапла ĕнтĕ Таса Хĕр Марія Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă.

Малаллине вулас

Покров Кун Вĕрентсе Каламалли

Іаковъ Обуховъ.


Юпа 1-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Епир, тăвансем, пайан Турă Амăшĕ святой ангелсемпе пĕрле святой Андрейе курăннине асăнса праçник тăватпăр. Вăл ĕç акă йепле пулнă.

Христос çуралсан 910-мĕш çулта грек патшалăхĕ çине сарацын халăхĕ вăрçăпа пынă. Вĕсем грек халăхне çĕнтерсе пынă. Çапла тăшмансем грек патшалăхин ђи пысăк, патша пурăнакан, хули патне çитнĕ. Вăл хулана Константинопол теççĕ. Халăх кăна курсан питĕ хăранă. Малаллине вулас