Кол Гали – Атăлçи Пăлхарăн чаплă пĕлÿçи, тĕпчевçи, тата Алăран алла куçарса пынипе унăн ячĕ халăхăн уйрăмах юратнă поэмипе пĕрле упранса юлнă теççĕ. Поэмăри сăнарсемпе пулăмсем Библири калавран килеççĕ, анчах ислам тĕнĕ урлă урăхланаççĕ… Тĕплĕнрех →
(Поэма сыпăкĕсем)
Пĕрремĕш Пайĕ Уçăп тĕлĕкĕ
Ашшĕ чĕр çинче ларнă чух пĕрре Пулнă матуркка Уçăп вун пĕрте. Лăпкăн ларнă вăл, кайнă тĕлĕрсе, Тĕлĕк ун пуçне курăннă кĕрсе.
Иван Юркин — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă çыравçă, фольклорист тата этнограф. Чăваш литературин малтанхи прозаиксенчен пĕри. Халăхри юрăсене, юмахсемпе шÿчĕсене пухса 5 кĕнеке кăларнă… Тĕплĕнрех→
Aваллăх йĕрĕпе
(Иван Юркин çырнинчен)
Теччĕ районĕнче, Аслă Таркăн ялĕ умĕнче, ĕлĕкхи кивĕ масар (çăва) çинче авалхи çыруллă чул ларать. Çав чул çинчи çырăва куçарса илме шухăшласа эпĕ Чăваш Таяпи ялĕнчен унта çуран тухса утрăм. Мăкшă Таяпи ялне çитрĕм. Ку ял витĕр тухрăм. Вăл ял умĕнчен юхса выртакан Питенкĕ шывĕ урлă та каçса кайрăм. Таркăн шывĕ тăрăх çÿлелле утса Кĕçĕн Таркăн ялне çитрĕм. Унти çынсенчен чăваш масарĕ пирки ыйтса пĕлтĕм. Вăл ялтан тухсан тата малалла çуран çÿрекен çулпа, сукмакпа, тÿрех Аслă Таркăна утрăм. Çул çинче пĕтес çук типĕ çырмасем урлă каçа-каçа кайрăм.
Иван Григорьевич Григорьев 1889 çулхи чÿкĕн 13-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Вăрман Кăршкара çуралнă. Икĕ çул Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă шкулта, унтан Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире вĕренет, 1908 çултан пуçласа учительте ĕçлет.