Сĕве Атăла юхса кĕрет

Куçма Турхан


Ту Енчи Çĕршыв

Пирĕн енче хурамалăх,
Хурамалăхра хурт сырать,
Хурт сырать те пыл тăвать;
Пырсам, пырсам, пиччеçĕм,
Пыллă сăра ĕçмешкĕнĕ
Пирĕн енче çăкалăх,
Çăкалăхра пушăтлăх,
Пырсам, пырсам, шăллăмсем,
çав пушăта касмашкăнĕ
Пирĕн енче çаранлăх,
çаранлăхра çырлалăх,
Пырсам, пырсам, йăмăксем,
çав çырлана пуçтармайĕ
— Чăваш халăх юрринчен

1. Çунакан ухă йĕппи

Çĕлен эрни хыççăн çанталăк тепре уяртса пăрахрĕ — ку таврара кашни кĕркуннех пулакан ăшă кунсем персе çитрĕç. Çак ватăлăх ăшши текен хăтлă вăхăт нумая пымасть, анчах унăн, кая юлса килекен юратăвăнни евĕр хăйĕн илемĕ, хăйĕн ытарайми элккенлĕхĕ пур; кĕрхи çутçанталăк чылаях йăмăх тĕслĕ, хăйне кура капăр та эрешлĕ пулсан та, чун-чĕрене ывăнтармасть, пусмасть — кантарать, уçăлтарать, çынна ырă шухăш-ĕмĕтсемпе хăпартлантарса тăрать. Уй-хир йăлтах пушанса юлнă ĕнтĕ, унта халь пĕр çĕмел-сурат çук, улăхра та утă капанĕсем сайра тĕл пулаççĕ; анчах ку кăмăла хуçакан çаралăх мар, çак вăхăтра сарă хăмăллă уй-хирпе ула-чăла курăнакан çаран çине çу каçиччен пĕр канмасăр тăрашнă ĕçченсем çине пăхнă пек пахатăн.

Малаллине вулас