Тусăма

Турхан Энтри


Тусăм, сана ачаран юратса,
Саншăн кăна тĕнчере ÿсрĕм эп.
Пур ĕçĕмре сана çеç астуса,
Сан кăмăлна килмелле турăм эп.

Саншăн кăна вĕренме тăрăшса,
Сан пирки çеç юрлакан пултăм эп.
Юррăмсене чи малтан савăнса.
Чунăм савни çинчен çеç çыртăм эп.

Малаллине вулас

Тарас Кириллов: 1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем

Тарас Кириллов


 

1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем

I.

Вăрçа кĕнĕ ват салтак
Ĕлĕк мĕн-мĕн пулнине
Юрла-юрла асăнать,
Асăнать те макăрать.

Паттăр пулнă салтакăн
Çÿллĕ кăкăрĕ çинче
Йĕркипеле медальсем,
Йăлтăр-çутă хĕрессем.Малаллине вулас