Николай Шелепи : Çарăмсанпа Хăнтăрçа

Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Çарăмсанпа Хăнтăрçа

Çарăмсан

Çарăмсана кам ăмсанмĕ
Унăн рай пек улăхне!
Парать турă ырлăхне
Çарăмсан çинчи халăхне.
Улăхĕнчен килес килмест
Çĕр-шывĕсем типсессĕн;
Ырлăхĕсем пĕлĕнеççĕ!
Çимĕк кунсем çитсессĕн.
Симĕс пустав халат пек
Ешĕл тумтир тăхăнать.

Малаллине вулас

Николай Шелепи : Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани

Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани

Константин патша пырать
Хура тинĕс хĕррипе.
Клин-клин уткаласа
Хура çĕлен йĕррипе.
Хула тума вырăн пăхать
Икĕ хура куçĕпе.
Пысăк шухăшсем шухăшлать
Миро сĕрнĕ пуçĕпе.
Тинĕс çинче çил вĕрет,
Тинĕсре хум çĕкленет,
Хура тинĕс чапĕпе
Патша шухăш çирĕпленет.

Малаллине вулас

Юлашки юррăм

Турхан Энтри


Тăван халăхăм! Сехет çитрĕ – вилеп!
Тăван çĕр-шывран ĕмĕре уйрăлап:
Сана юлашки хут савса пехиллеп.
Чăваш ятне çеç, вилес чух, асăнап.

Ача чухнерен, вулама пуçличчен,
Сана ман пекех савакан кам пулас?
Вĕри сăмахпа, юрăпа, виличчен
Чăваш чĕрине кам çĕклес, хăпартас?

Малаллине вулас

Тарас Кириллов: Çÿлти Сион

Тарас Кириллов


Çÿлти Сион

Çÿлти Сион, таса патшалăх
Этем пĕлми çарпа тулли.
Çарсем турра савса юрлаççĕ:
Святой, Святой, Святой Турă,
Мухтав Сана, Святой пĕр Турă,
Мухтав Сана, тĕнче çути!Малаллине вулас

Тарас Кириллов: Ху халăхна ан хурла

Тарас Кириллов


Ху халăхна ан хурла

(«Çывăхри ял-йышсем» поэмăран)

Ĕçсĕр ан пул, урă пул,
Табак ан турт, ĕçлĕ пул.
Ĕçлемелли вăхăтра
Табак туртса ан ирттер.
Çынсенчен табак ыйтса –
Хăвăнтан ан йĕрĕнтер.
Ĕçкĕпеле ăс ярса
Ху кил-йышна ан йĕрттер.
Çиме ларсан, ăсра тыт:
Малаллине вулас

Турхан Энтри: Ачам тăпри çинче

Турхан Энтри


Ачам тăпри çинче

[…] Санăн черчен çеç чĕрÿ
Сÿнчĕ ирех, чарăнчĕ.
Çамрăк таса ĕмĕрÿ
Пит сасартăк татăлчĕ.
Ку тĕнчери асапа
Кураймарăн, хăтăлтăн,
Тĕксĕм, ултавçă çынпа
Кĕрмешмерĕн, пăрăнтăн.Малаллине вулас

Турхан Энтри: Ют çĕрте

Турхан Энтри


Ют çĕрте

Ĕмĕр иртет ют çĕрте,
Ют çынсемшĕн ĕçлесе.
Аннем йĕрет пуль килте,
«Вилĕп, курмăп çав» тесе.

Савнă аннем, ыр аттем!
Мĕн тăвам-ши, мĕн тăвам?
Вутлă, вĕри чун-чĕрем
Килшĕн ĕнчĕ – курăрсам!Малаллине вулас