Николай Шупуççынни: Ним те çук-ха, тетĕр-и?

Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →

Ним те çук-ха, тетĕр-и?

Çутă çанталăк, тетĕр-и?
Хĕвел пăхать, тетĕр-и?
Пушă хирсем лăплансан,
Канлĕ ĕнтĕ, тетĕр-и?

Пăртак пĕлĕт хуплансан,
Çăмăр çăвĕ, тетĕр-и?
Кăвак тинĕс тип-тикĕс,
Инкек çук-ха, тетĕр-и?

Малаллине вулас

Гаврил Кореньков: Юрă

Гаврил Кореньков


 Юрă

Пырса кĕтĕм çуркунне
Çамрăк çĕмĕрт вăрманне,-
Пурте чечек çураççĕ;
Икĕ çĕмĕрт хăраççĕ.

Мĕншĕн вĕсем çуралман,
Мĕншĕн вĕсем хăраççĕ?
Ватă çĕмĕрт уссăртан
Икĕ çамрăк хăраççĕ.

Малаллине вулас

Тарас Кириллов: Салтак арăмĕ сăпкари ачине сиктерсе ларнă чух юрланă юрри

Тарас Кириллов


Салтак арăмĕ сăпкари ачине сиктерсе ларнă чух юрланă юрри

Тутлă ыйăх килчĕ пулĕ,
Çывăрах, ачам,
Сăпкуна сиктернĕçемĕн
Юрăсем юрлам.
Çутă уйăх лăпкă çутă
Çĕр çине сарать.
Ачашласшăн пек йăвашшăн
Сан çине пăхать.Малаллине вулас

Урине

Иван Юркин


Чăваш хĕрĕн вилĕмсĕр илемлĕх стандарчĕ çак кĕнекене ÿксе юлнă. Тĕлĕнмелле яка чĕлхепе çырнă, тÿсме çук илемлĕ, савăк, çав хушăрах хурлăхлă кĕске калава халех вуласа тухма сĕнетпĕр. Хальхи хĕрупраçсем хастаррăн хутшăнакан «Чăваш пики» конкурссенче Нарспипе пĕрле Урине ятне асăнсан та мĕн тери хитре пулмалла!


Урине

Кипарисов сăрриЛарма хĕрĕ[i] Урине, пĕвве çитĕннĕ, вун-çиђĕ çулхи хĕр ађа: тап-таса питлĕ-куçлă, хĕрлĕ ђĕрейлĕ[ii], хурарах кăна куç харшилĕ, çавракарах питлĕ, пĕђĕкçĕ çăварлă, тутисем, пĕђĕкçĕ ађа тутисем пек, çÿп-çÿхе илемлĕ туталă, тикĕс те илемлĕ сăмсалă. Çитленĕ çÿç çивтисем, алă хурси пек, хулăн та вăрăм. Ытла илемлĕ хура куçĕсем, йăвашшăн кăна, темĕн пек, ытараймасăр пăхса тăраççĕ… Аллисем, пÿрнисем тата шурă кăпăкран тунă пек, тап-таса, хăпарса кăнаМалаллине вулас

Александр Жиркевич: Пĕрле ирттернĕ кунсем

Александр Жиркевич

Александр Жиркевич —генерал-майор, поэт, çыравçă. Л. Н. Толстойпа, И. Е. Репинпа, И. Я. Яковлевпа туслă çыхăну тытнă. Чĕмпĕрте çар лазаречĕсен инспекторĕнче ларнă, çавсенчен пĕри Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пулнă… Тĕплĕнрех →


Пĕрле ирттернĕ кунсем

(А. В. Жиркевич дневникĕ тăрăх)

1916 çул. Августăн 26-мĔшĕ. Эпĕ ыйтнине пурнăçласа И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн кун-çулĕпе паллаштаракан брошюрăсем ярса пачĕ. Чуна хумхантараканни, интересли пайтах кунта. Яковлева çакнашкал паттăрла ĕçсем тума хавхалантарнă Ильминский профессор пултарулăхĕпе пуçласа паллашрăм темелле.Малаллине вулас

Пайтул: Эй, çилсем, кăра çилсем

1916 çулта Палтай Упи ялĕнче Каляк Минккиичен çырса илнĕ “Пайтул паттăр” калавра пур:

Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ăçта кăна çитместĕр-ши?..
Ăçта кăна пулмастăр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..

Хумсем хыççăн чупатăр,
Кимĕсене лăскатăр,
Сирĕнпе эп вĕçĕттĕм,
Тӳпене çĕкленĕттĕм.

Атăл çинче, Сăр çинче
Хырлапа Çавал çинче,
Чарлан евĕр кумăттăм,
Ирĕкре çеç пурнăттăм.

Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ма эсир йĕретĕр-ши?..
Ма чуна илетĕр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..

 Ку юрра Пайтул хăйне тискер тăшмансем çĕр айне касамата сăнчăрласа хупса лартсан юрланă. Ăна ун чухне темиçе юлташĕ виçĕ кĕрепенкке ылттăнла сутнă пулнă.