Н. Осипов & Виталий Родионов: С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ

Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →


Н. Осипов & Виталий Родионов


С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ. Нумай енлĕ пултарулăхĕ

С. Михайлов-Янтуш пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. С. Михайлов-Яитуш этнограф- публицист, прозаик. Унăн очерк, калав çырас ăсталахĕ. Çыравçă чĕваш литературине кĕртнĕ поэтикăри тата жанр тытĕмĕнчи çĕнĕлĕхсем.

XIX ĕмĕрĕн варринче чаваш çыруллă культурине çĕнĕ çыравçăсем килсе кĕреççĕ. 1848 çулта чавашсем çинчен харăсах икĕ çын çырма пуçлать: В. А. Сбоев тата В.И. Лебедев. Вĕсен пархатарла ĕçне тăван чаваш чĕлхипе малалла тăсаканĕ Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш пулнă (С. Михайловичей чăвашран тухнă е чăвашсем çинчен çырнă çыравçăсем пурте тенĕ пекех вырăсла е тата урăх чĕлхесемпе çырнă пулнă). С. Михайлов-Янтуша тĕпчевçĕсем чăваш ячĕпе малтанласа калаçаканĕ те теççĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çак таранччен сарăлса пынă çыруллă культура талккăшне чăваш ячĕпе чи малтан никам та мар, С. Михайлов-Янтуш уçнă тесе хăюллăнах калама пултаратпăр.

Малаллине вулас

Ангелина Павловская: Саланнă Кĕлте

Ангелина Павловская


Саланнă кĕлте

(Повĕç) 18+


1

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15

Кранк! кранк! вĕçет тупере икĕ пысăк çăхан. Урисене тăснă, çуначĕсене сарнă, ку таврари тÿпе патшисем пек никамран хăрамасăр явăнаççĕ ял çумĕнчи пысăках мар вĕтлĕх çийĕн. Вĕçнĕçемĕн хăйсем вичкĕн куçĕсемпе ял пуçĕнче тин çеç чарăннă автомашина çинелле тинкереççĕ. Темшĕн çав териех кăсăклантарать вăл кайăксене. Акă автомашинăран тĕксĕм кăвак тум тăхăннă виçĕ милиционер пĕрин хыççăн тепри васкамасăр тухрĕ. Вырăсла калаçаççĕ. Иккĕшĕ машина умне пычĕç, капотне уçса чакаланма тытăнчĕç. Тепри, ыт ахальтен тенĕ пек, тавралăха пăхкаласа çаврăнчĕ.
Йĕри-таврана хура сăн çапнă кĕрхи çанталăк. Çывăхрах пысăк мар ял, шăпланнă вĕтлĕх. Сылтăмра — ĕне ферми: шурă кирпĕчрен купаланă тăватă вите, ĕне сăвакансен общежитийĕ, силос башни…
Малаллине вулас