Кăшманла

Сюжетлă вăйă

Ку вăййа «çарăкла» та теççĕ.

Çуллахи урамри вăйă. Ушкăнпа вылямалла.

Малтанах шăпа ярса икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: пĕрисем — кăшмансем, теприсем — кăшман пăхакансем.

Вара тĕп вăйă пуçланать: кăшманла выляканĕсенчен чи вăйли тĕпе ларать, ыттисем ун умне — пĕри теприн чĕрçи çине ларса тухаççĕ, пĕрне-пĕри пилĕкрен хытă ыталаса лараççĕ. Унтан юрă пуçланать.Малаллине вулас

Куян тус

Сăвăлла юмах

Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Кĕрсе ларма пÿрчĕ çук,
Питне шăлма тутри çук.
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Унта-кунта тăшман çеç,
Пурăнать вăл вăрттăн çеç.

Малаллине вулас

Хĕллехи кунсенче

Н. Охотников


Пурте килте чухне арçынсем çăпата тăваççĕ, мунчаларан кантра-пăяв, ут таврашĕ (сÿсмен-йĕвен) тÿрлетеççĕ. Асаттепе атте хăш чухне каскалаççĕ. Асатте тĕрлĕ ырçа-çÿпçе, чĕрес чавса юсать, атте çуна сиплет.

Хĕрарăмсем апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлесен кĕнчеле арлама тытăнаççĕ.Малаллине вулас

Йăла-йĕрке

Хветĕр Уяр


Ачаллах ютра çитĕннипе чăвашсен йăли-йĕркисене начар пĕлет Янтул. Ĕнчĕпексен ялĕнче кăштах ăнкара пуçланăччĕ вăл — тухса каймалла пулчĕ çав. Кунта каллех вырăс кил-йышне лекрĕ. Çитменнине, пĕр çурт урлă та мар хăть, юнашарах — вулăс кантурĕ. Ăна тытса каяс полицейскисем, тиекĕ-хăямачĕ… Чăваш çыннисемпе хутшăнма май та çук пек. Хăйсен ĕçлемелли кунсем вĕсен, хăйсен уявĕсем-йăлисем. Чăвашăн пурнăç никĕсĕ — ĕç. Çĕр ĕçĕ. Ачине вăл тăваттă-пиллĕкрех ĕçе явăçтарать. Малтан ача хăйĕн йăмăкне е шăллĕне пăхать-ха. Унтан чăх-чĕп е хур-кăвакал астуса çÿрет. Тата пăртак ÿсерехпе анкарти хыçне выльăх çитерме тухать. Ака-сухара ут пуçне тăрать…Малаллине вулас

Андриан Николаева халалласа уйра тунă ÿкерчĕк. Чăваш Ен.

Ун ятне этемлĕх манмĕ

И.П. Прокопьев


Ун ятне этемлĕх манмĕ

Этемлĕх ХХ ĕмĕр варринче космоса тухрĕ. Тĕнче уçлăхне çул уçакансем — пирĕн çĕршыв çыннисем. Эпир малтанхи космонавтсен йышĕнче пирĕн ентеш Андриян Николаев пулнипе чĕререн мухтанатпăр.

1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш хут космоса вĕçсе хăпарчĕ. Унччен космосра Юрий Гагаринпа Герман Титов пулса курнăччĕ. Андриян Николаев Павел Поповичпа вĕçрĕ. Вĕсем хыççăн космонавтсем ушкăнпа вĕçме пуçларĕç. Тĕнчере пĕрремĕш хут Андриян космосра креслăран уйрăлса ирĕклĕн вĕçрĕ, «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем хушшинче радио çыхăнăвне йĕркелерĕ, пĕрремĕш хут космосран телерепортаж кăтартрĕ.Малаллине вулас