Йăла-йĕрке

Хветĕр Уяр


Ачаллах ютра çитĕннипе чăвашсен йăли-йĕркисене начар пĕлет Янтул. Ĕнчĕпексен ялĕнче кăштах ăнкара пуçланăччĕ вăл — тухса каймалла пулчĕ çав. Кунта каллех вырăс кил-йышне лекрĕ. Çитменнине, пĕр çурт урлă та мар хăть, юнашарах — вулăс кантурĕ. Ăна тытса каяс полицейскисем, тиекĕ-хăямачĕ… Чăваш çыннисемпе хутшăнма май та çук пек. Хăйсен ĕçлемелли кунсем вĕсен, хăйсен уявĕсем-йăлисем. Чăвашăн пурнăç никĕсĕ — ĕç. Çĕр ĕçĕ. Ачине вăл тăваттă-пиллĕкрех ĕçе явăçтарать. Малтан ача хăйĕн йăмăкне е шăллĕне пăхать-ха. Унтан чăх-чĕп е хур-кăвакал астуса çÿрет. Тата пăртак ÿсерехпе анкарти хыçне выльăх çитерме тухать. Ака-сухара ут пуçне тăрать…Малаллине вулас

«Нарспи» пичетленнĕ çул

А. Абрамова-Элекина

1908 çулта Иван Яковлевич Константин Васильевич Ивановпа Николай Васильевич Шупуççыннине Чĕмпĕрти чăваш шкулне чĕнсе илет, вĕсене куçару ĕçне хутшăнтарать. Славянла тата вырăсла çырнă тĕн кĕнекисене куçарма, редакцилеме сĕнет.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Тав сана

Тав Сана!

Петĕр Хусанкая

Кам тÿссе ирттерчĕ çынпа тан,
Кам ырра усал теме хăймарĕ,
Усала айваннăн пуç таймарĕ,
Çав калатăр пĕтĕм кăмăлтан:
Çамрăк ĕмĕр харама каймарĕ.Малаллине вулас

Кăрлач

Георгий Орлов


Кăрлач

Ĕлĕк-авалтан пыракан савăнăçлă уяв — Çĕнĕ çул та иртрĕ. Кăрлач пуçланчĕ.

Кăрлач — сивĕ уйăх. Сăрт-варта выляма, ярăнма юратакан ачасене те вăл хăш-пĕр кун пĕрре те пÿртрен кăлармасть. Сывлăша пÿлет, пит-куçа çатăрах чĕпĕтет, тăм илтермĕ пултарать. Ун пек чух вара пас тытнă йывăçсем, хăйсен шап-шурă пĕркенчĕкĕсем вĕçерĕнсе ÿкесрен шикленнĕ пек, пачах хускалмаççĕ. Юр кăчăртатни кăна таçтанах илтĕнет. Çын умĕнче чĕлĕм тĕтĕмĕ евĕр пăс явкаланса пырать.

Паллах, çанталăк ялан пĕр пек тăмасть. Тапхăр-тапхăр тăман та кутăн-пуçăн çаврăнать, е вĕçтерекен сиксе тухать.Малаллине вулас

Тикĕс килмен ĕмĕр

Анатолий Емельянов


Тикĕс килмен ĕмĕр

Çăрахви инке, тин çеç тултан кĕнĕскер, аллисемпе чÿрече янаххи çине тĕрĕннĕ те урамалла пăхса тăрать.

— Ай-уй, халăхĕ те çав, килеççĕ те килеççĕ, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Ялавсемпех… Чечексем тата… Ăçтан тупнах ун чухлĕ чечек? — тĕлĕнсе кайнă Çăрахви вăштах каялла çаврăнчĕ те урлă сак çинче пуçне усса ларакан упăшки еннелле пăхрĕ. — Кайса курмаллах пуль.

Çăрахви инке чăлана кĕрсе çийĕнчи тутăрне, саппуна улăштарса тухрĕ, упăшкине хирĕç пырса тăчĕ.

— Ашшĕ! Эсĕ пымастăн-им? — ыйтрĕ Çăрахви инке упăшкинчен.

Çтаппан шартах сикрĕ, анчах хăйне алла илме тăрăшрĕ.Малаллине вулас