Арсений Тарасов: Сутнă пÿртри юлашки каç

Арсений Тарасов


Хăнасем тухса кайрĕç. Степан пĕчченех юлчĕ пушă çуртра. Кантăк патне пычĕ: «Хăшĕ ĕнтĕ халĕ тинех хăни: вĕсем—ши е вăл хăех?»

Çĕнĕ кил хуçипе арăмĕ тата Степан амăшĕн аппăшĕ, урам урлă каçса, Тимак Витти карти хĕррипе тăвăлла утрĕç. Тăкăрлăка пăрăнаспа арçынĕ тăпах чарăнчĕ, Степансен çуртне тимлесерех пăхма пикенчĕ. Хĕрарăмсем те çаврăнчĕç. Çарахви аппăш саппун аркипе куçне шăлкаларĕ. Упашки арăмне темĕн каларĕ, лешĕ кăмăлсăртараххăн ал сулчĕ те патлаттарса утса кайрĕ. Кĕçех весем Çарахви аппăшĕпе иккĕш тăкăрлăкра çухалчĕç. Арçынĕ çаплах çурт çинчен куç илмерĕ.

Малаллине вулас

Arsenij Tarasov: Kant’uk Mucipe Kušakĕ

Арсений Тарасов

Арсений Тарасов çинчен… Тĕплĕнрех→


Kant’uk Mucipe Kušakĕ

Kant’uk muci kămaka şumne sĕvennĕ te uraj varrince pikenseh pitne şăvakan kushakne sănasa kilense larat’., Kushakĕ, syltăm urine hălhi urlă jarasshăn pulsa, tem pekeh tărmashat’, ancah kashninceh sulăna-sulăna kajat’.

Lĕhlete-lĕhlete păhsa larcĕ, larcĕ te Kant’uk kushakne şjepĕşşĕn cĕnse ilcĕ:

– Kil kunta, piş-ş-şuk, kil, kil. Kil-ha kunta, acashlam pĕrre ham.

Kushakĕ pitne şuma carăncĕ te huşi jenne păhsa ilcĕ, vara mărlata-mărlata pyrsa tăcĕ.

Малаллине вулас

Aрсений Тарасов: Вилес Кун

Aрсений Тарасов


Укахви, килкартине кĕрсе, кеçен алака шаклаттарса хупнă кăначчĕ, пÿртре такам, çинçерех саслăскер, самаях хыттăн ĕрлешнине илтсе, самантлăха тăпах хытса тăчĕ. Итлесе пăхрĕ. Ÿлесе йĕнĕнех туйăнчĕ.
– Ак ĕнтĕ, ак ĕнтĕ-ĕ… Хресчукăн чунĕ тухнă та-и вара? çаплах пулĕ çавă-ă, тухнах- тăр… – Хыпалансах хĕрес хывма пикенчĕ. — Çулти патшалăхра пултăр ĕнтĕ. Чунĕ ырăччĕ. Тасаччĕ. Тасапах пурăнса ирттерчĕ ĕмĕрне те. Çулти патшалăхра пултăр ĕнтĕ-ĕ…

Малаллине вулас