Ион Шеремет
Кушак та иртенпе урамалла каясшăн тулашать, çапăçать. Кăларса ярас ăна – каллех çуркуннехи пек темиçе эрне хула путвалĕсем тăрăх мĕн пур кушак ами хыççăн лăпăстатĕ…. Ĕнертенпе иксĕмĕре те тунсăх пусрĕ. Тем çитмест ĕнтĕ? Чунăма тем канăçсăрлантарать — ал-ура лăштăрах кайрĕ. Тем пăтранать ăшра, темле ăнланмалла мар асар-писер аса илÿсем пуç мимине хĕссе, ыйха айккинелле сирсе ĕнерхи каçа çĕнĕрен те çĕнĕрен тавăраççĕ. Пуçри шухăшсем тăвăнса чуна хистемеллипех хистеççĕ.
Малаллине вулас