Геннадий Юмарт: Меречен

Мереченĕм, Мереченĕм,
Эсĕ мар-и вăл Мерчен?
Шурă Атăл çĕрĕнче-мĕн
Эс çĕкленнĕ çĕнĕрен.

Капкасран хăпса хăпарнă
Упранса юлас тесе,
Хĕсĕнсе пытаннă ларнă
Вар-вăрманлă кĕтесе.Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Мерчен Кайăк

Геннадий Юмарт


Ĕлĕкрех çапла юрланă
Пирĕн мăн асаттесем
Шурă юрлă çӳл ту урлă
Кунталла килни çинчен:
Мерчен кайăк йĕрĕ тăрăх
Шурă Атăл хĕррине
Пĕртăван йăхсем вырнаçнă
Инçетрен хăпса килсе.
Тилĕ, шашкă та çул хывнă
Тенĕ хăш-пĕр юрăра.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Тĕлĕнтермĕш сăмахсем

Перс-иран сăмахĕсем
Йышлă пирĕн чĕлхере.
Сĕм авал, тахçан вĕсем
Лекнĕ хамăр çул-йĕре.

Мĕн пирки, мĕн сăлтавпа
Манăçа тухман хальччен?
Халăхри сăваплăхпа
Çирĕп çыхăннă иккен.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Халăх юнĕ

Камăн-камăн юнĕ
Хутшăнман пирĕннипе.
Сăнчăрлать чăвашăн чунĕ
Вĕсене пĕр-пĕринпе.

Пăлхарпа сăварăн
Тĕп хăват парать тесен,
Хамăрпа тăван хасарăн
Вăйĕ те унта иккен.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Милли

Ылхан витсеччĕ сан ятна,
Усал этемччĕ эс, тăшман та.
Хальччен курманччĕ те сăнна,
Мĕн çырнине те вуламан та,
Пытарнăран сăваплăхна
Айвантараххăн сăнарлантăн.

Кăвак хуппи тĕрĕслĕхе
Яр çутата пуçланă майăн
Тинех тухан ирĕклĕхе,
Саманапа утан пĕр шайăн,
Унпа эс тупрăн пĕр чĕлхе,
Таймас çĕртен сана пуç тайăн.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Ишлĕ хули

Тахçантан вара ĕнтĕ сĕкĕнеç
Кай енчен килсе пăлхарсем çине.
Анчĕ караппа пилĕк вырăс кнеç,
Тухрĕ йăтăнса çÿл çыран хĕрне.
Инçе мар кунтан Ишлĕне çитме,
Инçе мар унтан таврăнас тесен.
Ишлĕ тавралла çÿллĕех чикме,
Шал енче хÿме икĕ хут иккен.
Малаллине вулас