Ион Шеремет: Сывă пул

Ион Шеремет


Кушак та иртенпе урамалла каясшăн тулашать, çапăçать. Кăларса ярас ăна – каллех çуркуннехи ‎‎пек темиçе эрне хула путвалĕсем тăрăх мĕн пур кушак ами хыççăн лăпăстатĕ…. Ĕнертенпе ‎‎иксĕмĕре те тунсăх пусрĕ. Тем çитмест ĕнтĕ? Чунăма тем канăçсăрлантарать — ал-ура ‎‎лăштăрах кайрĕ. Тем пăтранать ăшра, темле ăнланмалла мар асар-писер аса илÿсем пуç ‎‎мимине хĕссе, ыйха айккинелле сирсе ĕнерхи каçа çĕнĕрен те çĕнĕрен тавăраççĕ. Пуçри ‎‎шухăшсем тăвăнса чуна хистемеллипех хистеççĕ.‎

Малаллине вулас

Ион Шеремет: Cанăн çепĕç те куççуллĕ ытаму

Ион Шеремет


Cанăн çепĕç те куççуллĕ ытаму

Сан хурлăху манра янра пуçларĕ.

– Перец Маркиш. «Геттори хĕр-ташăç»

Калаçкалаттăмăр санпа ăнсăртран урамра тĕл пулсан. Пĕррехинче вара татах тĕл пуласси çинчен ĕмĕтленнине пĕлтертĕн… Те савăнтăм ун чухне? Çапах та хирĕçлеме пултараймарăм.

Малаллине вулас