Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Яковъ Обуховъ


Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Пайан вуланă евангеліере акă çапла каланă: „Етем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ“, тенĕ (Мѳ. 18, 11). Çак лăплантаракан сăмахсене Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђух каласа хăварнă. Вăл епир йепле çăлăнмаллине те вĕрентсе хăварнă. Йулашкинђен апостолсене каланă: „ĕнтĕ кайса пур халăхсене те вĕрентĕр; вĕсене Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе тĕне кÿртĕр“, тенĕ (Мѳ. 28, 19). Малаллине вулас

Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Андрей Меценатовъ


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Пайанхи кун епир, йуратнă тăвансем, Іисус Христос апостолсем çине Святой Сывлăш антарса панине асăнса праçник тăватпăр. Çакă праçник акă йепле пуçланса кайнă.

Апостолсем Іисус Христосран, Вăл пĕлĕт çине çĕкленсе хăпарнă вăхăтра, йулашкинђен пиллĕх илнĕ те, Елеон тăвĕ çинђен Іерусалиме тавăрăннă. Унта вĕсем хăйсем çине Христос Святой Сывлăш антарса парасса пур те пĕрле кĕтсе пурăннă. Святой Сывлăша илиђђен апостолсем ниçта та, тухман, йаланах пĕр çуртра Турра кĕл-туса вăхăт ирттернĕ. Çапла вĕсем тăхăр кун пурăнсан Троица çитнĕ. Іудей çыннисен çав кун питĕ аслă праçник пулнă. Вĕсем Троица кунĕ Турă Синай тăвĕ çинђе Моисейĕ закон панине асăнса праçник тунă. Çав пысăк праçнике хисеплесе Іерусалим хулине іудей халăхĕ тĕрлĕ йенђен пухăннă. Ирхине ирех апостолсем пурăннă çурт тĕлĕнђе питĕ хытă шавланă сасă илтĕннĕ, çав вăхăтра апостолсем çине Святой Сывлăш аннă. Вара вĕсем пур те Святой Сывлăшпа хăватлăлан^ та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, тĕрлĕ ђĕлхесемпе калаçма пуçланă.

Малаллине вулас

Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Иванъ Макаровъ


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Троица

Тăвансем! Пайанхи кун епир ĕлĕк апостолсем çине Святой Сывлăш анса вĕсене тĕрлĕ ђĕлхесемпе калаçма хăватсем панине асăнатпăр. Іисус Христос пĕлĕт çине улăхсан, Унăн вĕренекенĕсем Іерусалимре пĕр пÿлĕме Турра кĕл-тума пухăннă. Апостолсем Турра кĕл-туса тăнă вăхăтра, аллăмĕш кунхи праçник кунĕ ирхине-ирех вăйлă çил кĕрлесе килнĕ пек, сасартăк пĕлĕт çинђен сасă илтĕннĕ те, вĕсем ларакан пÿлĕме анса тулнă. Вĕсене вут ђĕлхесем пек ђĕлхесем уйрăмăн тăрса курăннă та, харпăрăшĕ çине пĕрер ђĕлхе витсе тăнă. Вара вĕсем пур те Святой Сывлăшпа хăватлăланнă та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, урăх ђĕлхесемпе калаçа пуçланă. Çакна кура нумайĕшĕ тĕрлĕ ђĕлхепе калаçакан çынсем пĕтĕмпех ăсран кайса тĕлĕнсе тăнă. Хăшĕ тата мăшкăласа каланă: вĕсем тутлă ерех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ, тенĕ.

Малаллине вулас

Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Кузьминъ


Троица

Аллăмĕш кунхи праçник кунĕ ирхине апостолсем пур те пĕрле пĕр пÿлĕмре ларнă. Çавăн ђухне пĕлĕт çинђен сасартăк вăйлă çил килнĕ пек кĕрленĕ сасă илтĕннĕ. Çав сасă апостолсем пухăннă пÿлĕме те тулнă. Вара вĕсем çине Святой Сывлăш анса кашнин тĕлĕнђе вут ђĕлхе пек курăнса тăнă. Вĕсем Святой Сывлăшпа хăватлăланнă та, тĕрлĕ ђĕлхепе калаçа пуçланă. Ун ђухне аллăмĕш кун праçникне çынсем пит нумай пухăннă. Малаллине вулас

Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ.


Троица

Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан кайран çĕр çинђе 40 кун пурăннă, Вăл çынсене курăнми çÿренĕ, тапхăр, тапхăр Хăйĕн вĕренекенĕсене анђах курăннă; вĕсене Турă патшалăхĕ çинђен кала-кала вĕрентнĕ. 40-мĕш кунĕнђе Іисус Христос пĕлĕт çине кайнă, Вăл Елеон тăвĕ çинђен апостолсен куçĕ умĕнђех пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсен, апостолсен ђунĕ пит хурланнă. Вĕсем ĕлĕк пĕр май Іисус Христос вĕрентнине итлесе çÿренĕ, виçĕ çул ытла Вăл мĕн тунине курса çÿренĕ; халĕ Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсен, тăлăха йулнă пек хуйхăрнă, çавăнпа вĕсенĕн ђунĕсем пит хурланнă. Анђах Іисус Христос Хăй пĕлĕт çине кайнă пулсан та, апостолсене тăлăха хăварман. Малаллине вулас