Ангелина Павловская: Саланнă Кĕлте

Ангелина Павловская


Саланнă кĕлте

(Повĕç) 18+


1

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15

Кранк! кранк! вĕçет тупере икĕ пысăк çăхан. Урисене тăснă, çуначĕсене сарнă, ку таврари тÿпе патшисем пек никамран хăрамасăр явăнаççĕ ял çумĕнчи пысăках мар вĕтлĕх çийĕн. Вĕçнĕçемĕн хăйсем вичкĕн куçĕсемпе ял пуçĕнче тин çеç чарăннă автомашина çинелле тинкереççĕ. Темшĕн çав териех кăсăклантарать вăл кайăксене. Акă автомашинăран тĕксĕм кăвак тум тăхăннă виçĕ милиционер пĕрин хыççăн тепри васкамасăр тухрĕ. Вырăсла калаçаççĕ. Иккĕшĕ машина умне пычĕç, капотне уçса чакаланма тытăнчĕç. Тепри, ыт ахальтен тенĕ пек, тавралăха пăхкаласа çаврăнчĕ.
Йĕри-таврана хура сăн çапнă кĕрхи çанталăк. Çывăхрах пысăк мар ял, шăпланнă вĕтлĕх. Сылтăмра — ĕне ферми: шурă кирпĕчрен купаланă тăватă вите, ĕне сăвакансен общежитийĕ, силос башни…
Малаллине вулас

Анатолий Кибеч: Намăс çурчĕ

Анатолий Кибеч


Повесть

Таланов Владимир диплом ĕçне компьютерпа пичетлесе пĕтернĕ хыççăн йăнăшсем çук-ши тесе тепĕр хут пăхса тухрĕ те аллисене çÿлелле çĕклесе карăнса илчĕ. Çакна çырас тесе ăçта кăна çитмен пуль, кампа кăна калаçса пăхман пуль. Çулне вара çамрăк тĕпчевçе Чечеков доцент кăтартса пычĕ. Темине те çавă сĕннипех суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ: «Ф. С. Морсков — чăвашсен паллă купци». Тÿрех каламалла, çак проблемăпа çырнă пĕрремĕш ĕç. Унччен кун пек тема пирки сăмах та уçма юраман. Партбюро та сыхласах тăнă. Енчен те хыпар обкома çитсен, чăт вара. Юрать-ха, самани кăштах улшăнчĕ. Кирлĕ тема суйласа ил те ĕçле.

Ирĕклĕх тапхăрĕ тетпĕр те-ха, анчах пур çĕрте те пĕр пек мар çав. Библиотекăсенчи кĕнекесем пирки нимле чăрмав та сисĕнмерĕ. Пăхса тухас тенисене пурне те тупса пачĕç. Архивра вара аплах мар.Малаллине вулас

Юрий Скворцов: Уках Хурăнĕ

Повесть

Çÿлте кулюкка вĕçнĕ чух
Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ…


Халăх юрринчен

1

Çут хĕвелпе çут тĕнче Вăй паччăр çак кунсенче.


К. Иванов

Укахви, вун çичче пуснă хĕр, çĕр çурринчех темиçе те вăрана-вăрана кайрĕ. Темскер хăрах хул — сулахаййи — чавса кукрашки тĕлĕнчен ыратакан пулса ларнă, те çывăрнă чух аяк айне лекнĕ вара: çĕрĕпех канăç памарĕ вăлг темĕнле шалтан туртса ыратать. Укахви, аптранă енне, ăна кăкăр çине хурса та, аяккалла тăсса та пăхрĕ — çук, ниçта чиксе те вырнаçнасть. Юлашкинчен Укахви ыратакан аллипе тимĕр койка пуçĕнчен тытса выртрĕ. Сивĕ тимĕр ыратăва кăшт лăш панă пек. Çапла майлашса Укахви пĕр çур çавра çывăрса илнĕ-и, çук-и — тепĕр авăкран вăл алă паçăрхинчен те ытларах ыратнипе вăранса кайрĕ те самантрах ăна тимĕртен вĕçертрĕ. Амăшĕ астутарнисем аса килчĕç. Вăл каланă тăрăх, тимĕртен тытса çывăрма юрамасть иккен, сивĕ тимĕр ÿт ăшшине хăй çине туртса илет-мĕн.

Малаллине вулас