Константин Иванов: Çумăр

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →

Çумăр   

Юрă

Каç тĕттĕмĕсем пулса килеççĕ-çке,
Çумăр пĕлĕчĕсем пухăнаççĕ-çке.
Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать-ĕçке,
Ешĕл курăк ешерсе ÿсет-ĕçке.
Тырă пуçахĕсене таять-ĕçке.
Тырă пуçахĕсем тайăлаççĕ,
Пирĕн чунăмăрсем савăнаççĕ.

1912

Малаллине вулас

Михаил Акимов‎: Ялти пурăнăç‎

Михаил Акимов


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Ялти пурăнăç

(Чăн пулнă ĕç)

Пĕчĕкçĕ начар пÿрт. Çĕмĕрĕк чÿрече куçĕсене çĕтĕк сăхман чиксе хунă. Çанталăк ирсĕр, кайранхи кĕркунне. Юпăнса çăвать. Пÿртре:
Хветĕр, 60 çулхи старик.
Унăн арăмĕ Пăлаки, 45 çулта.
Хветĕр ачи Юманка, 12 çулта.
Сĕтел çинче пер пăлуштух эрех ларать. Пăлаки сăмавар лартма хатĕрленет.

Хветĕр (эрех черккине тултарса калать). Ухунька, эс çав ĕçе туса пар ĕнтĕ пире. Илейместĕп вĕт укçана. Пĕр çул хурал тăтăм, пĕр пус алла кĕмест. Ху пĕлетĕн, асапсăр пулнă ĕç мар.

Малаллине вулас

Михаил Акимов: Шÿт туни

Михаил Акимов


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Шÿт туни

(Халап)

Пĕр хресченĕн кăçал çураки тунă чухне лаши вилнĕ. Хресченĕн лаша илме укçи çук. Хай хресчен унта-кунта пăхкалать, пуçне те хыçкалать, хуйхăрса та пăхать, пуртарах çынсенчен ыйткаласа та пăхать, — укçа е лаша ниçтан та тупаймасть. Ĕç çийĕ. Çынсем сухалаççĕ. Кунăн аки ахалех тăсăлса выртать. Хай кăшт шухăшласан, ку ăçта каймаллине тупнă. Вĕсенчен инçех мар пĕр пуян улпут пурăнать-мен. Хресчен калаçма пĕлет. Вал вĕренкеленĕ: пурăнăç хыттине те курнă. Улпут патне пырать те калать:

— Манăн нуша килчĕ. Лаша ÿксе вилчĕ. Тархасшăн мана пĕр 50 тенкĕ укçа парччĕ, — тет.

Улпучĕ хытăскер пулнă. Вăл хресчене калать:
— Мĕнле укçа? Укçа ăçтан илсе парам эпĕ сана? Манăн укçа çук, —  тет.

Малаллине вулас

Михаил Акимов‎: Улпут чапĕ – хресчен йывăр кунĕ

Михаил Акимов


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Улпут чапĕ – хресчен йывăр кунĕ

Улпут çĕрĕсем нумай çĕрте хресченсем хĕлле улпутран час-часах çулла тырă ĕçлесе памалла укçа илеççĕ. Теçеттинине сухаласа, çÿресе, акса пама, хыт суха тума, вырса турттарса пама вĕсем 5 тенке килĕшеççĕ. Çулла, ĕç вăхăтĕнче, кĕрĕшсе ĕçлесен, вĕсем 10-15 тенкĕ илме пултарĕччĕç. Улпутсем, тен, çапах та уссине курайман-и? Уссине курнă-и, курман-и, анчах процентне кăна 100-200 тенкĕ илсе пурăннă. (Процент вал ак менле: хĕлле эсĕ улпутран 1 тенкĕ илнĕ иккен, уншăн ăна çулла çав хака икĕ е виçĕ тенкĕлĕх ĕç ĕçлесех паран.) Хресченсем ăна-кăна пăхман, весем ĕçе тĕрĕс туса пурăннă. Мăнтарăн хресченĕ, вилет те ĕçлет улпута. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. Лаши вилет — сухаласа параймасть; çемйи, арăмĕ вилет — выраймасть.

Малаллине вулас

Михаил Акимов

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Михаил Акимов

(1884-1914)

Михаил Федорович Акимов 1884 çулта Хусан кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Теччĕ районĕ) Таяпара чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1899 çулта ялти пуçламăш шкулта, ун хыççăн вăл Кăнна Кушкинчи икĕ сыпăклă шкулта вĕренет. 1901 çултан пуçласа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет. 1905 çул вĕçĕнче, ăна шкултан «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн вăл «Хыпар» хаçатра ĕçлеме тытăнать. Хаçата хупсан. Акимов нотариат кантурĕнче. каярахпа адвокатра ĕçлет. 1914 çулта ÿпке чирĕпе вилет.

Малаллине вулас

Кон Святой Порнăçин

1857 çулта кăларнă “Конъ Свято́й Бо́рнызинъ” кĕнекени хальхи орфографи йĕркисене çывăх майланă версийĕ. Кивĕ йĕркисемпе çырнă текста кунта тупма пулать →

Евгений Акрамовский & Георгий Аристовский


Кон Святой Порнăçин

Али хорав ыту çине: “Епле ман святтой порнас?”

Эс христианин ятлă. Христианин-и Эс самай ĕçпе? Çаплах-и Эс порнатăн, епле Христианина порăнма килĕшет, с. б. чонтан-и сонатăн, вăйран-и хăтланатăн она, мĕнне сонать хăтланать та тĕп таса христианин? Майсăр ăш-кĕлянă ырлăхсам, хăшсане Господь халаллать тĕп таса Христианинсане ĕмĕрхи порнăçра! Калаçмалли мар хăратмалли хорлăх та, хăш-шне тĕксе-ярать пире çылăх, эпĕр сонмасассăн хăтланмасассăн та она, мĕнне чонтанах сонас, вăйрантанах та хăтланас полать христианина! Мĕн осси Эс халалланă ырлăхсане кормасассăн, ĕмĕрхи хорлăха та потса ансассăн! Ĕнтĕ сахал мар хисеп порнтăн Эс, туса-ши вара хуна ху пĕре-пре онашкал он пекки те Ыйтусане? Ыттинчен мала шохшласа-ши пĕре-пре вулсамшăн холеçĕн-вăраххипеле?

Малаллине вулас

Николай Шелепи : Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани

Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани

Константин патша пырать
Хура тинĕс хĕррипе.
Клин-клин уткаласа
Хура çĕлен йĕррипе.
Хула тума вырăн пăхать
Икĕ хура куçĕпе.
Пысăк шухăшсем шухăшлать
Миро сĕрнĕ пуçĕпе.
Тинĕс çинче çил вĕрет,
Тинĕсре хум çĕкленет,
Хура тинĕс чапĕпе
Патша шухăш çирĕпленет.

Малаллине вулас