Илле Тăхти: Самана

Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →


Самана

Çутçанталăк улшăнчĕ,
Пĕтĕм тĕнче вăранчĕ.
Хĕлле иртсе çу çитрĕ,
Юр ирĕлчĕ, çĕр тухрĕ.

Малаллине вулас

Николай Шупуççынни: Чăпта çапакансем

Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →

Чăпта çапакансем

Йĕркеренех ялсенче
Лутра çурт та пĕчĕк пÿрт,
Çийĕ улăм, тĕренче;
Вулакана ăшне кÿрт.

Унăн ăшне астăвăр:
Çутă та мар, шăшлă,
Куçпа пăхса çаврăнăр:
Курăспала хăй, чăпта.

Малаллине вулас

Харăс пусса пыр, тăванăм…

Турхан Энтри


Харăс пусса пыр, тăванăм,
Пурĕ пĕр çын пек утар.
Тăрăс! тапса пус, юлташăм,
Хамăр ĕçе палăртар. […]

Ĕмĕрĕпех тертре пултăр,
Савнă чăваш тусăмсем.
Хурланине нумай куртăр, –
Иртчĕр усал вăхăтсем.

Малаллине вулас

Ку таранччен пире çирĕç…

Турхан Энтри


Ку таранччен пире çирĕç,
Тÿрĕ ĕлле, крĕслеттер!
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç,
Кас, чик, вакла, тирĕнтер.

Халăх çарри! Шикленмесĕр,
Тавăр тăшман мăшкăлне!
Макăртнăшăн хĕрхенмесĕр
Хуç тăшманун ĕнсине.
1917

Тарас Кириллов: Чăваш халăх юрри

Тарас Кириллов


Чăваш халăх юрри

Пирĕн Аслă Атăл вăйлă
Шурă Атăлпа пĕрле.
Халăх та унта хăватлă
Пĕр ăспа пĕрлешнипе.

Хамăр чун юратнă çĕршĕн,
Ырă ятшăн тăрăшар;
Хамăр халăха çĕклесшĕн
Пĕр-пĕрне ăс-хал парар.

Эй, çынсем, пурте тапранăр
Тĕрĕс çул çине тухар.
Халăх хăватне хал парăр –
Пурнăçа ырăлатар.Малаллине вулас