Иван Юркин: Аваллăх йĕрĕпе

Иван Юркин — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă çыравçă, фольклорист тата этнограф. Чăваш литературин малтанхи прозаиксенчен пĕри. Халăхри юрăсене, юмахсемпе шÿчĕсене пухса 5 кĕнеке кăларнă… Тĕплĕнрех→


Aваллăх йĕрĕпе

(Иван Юркин çырнинчен)

Теччĕ районĕнче, Аслă Таркăн ялĕ умĕнче, ĕлĕкхи кивĕ масар (çăва) çинче авалхи çыруллă чул ларать. Çав чул çинчи çырăва куçарса илме шухăшласа эпĕ Чăваш Таяпи ялĕнчен унта çуран тухса утрăм. Мăкшă Таяпи ялне çитрĕм. Ку ял витĕр тухрăм. Вăл ял умĕнчен юхса выртакан Питенкĕ шывĕ урлă та каçса кайрăм. Таркăн шывĕ тăрăх çÿлелле утса Кĕçĕн Таркăн ялне çитрĕм. Унти çынсенчен чăваш масарĕ пирки ыйтса пĕлтĕм. Вăл ялтан тухсан тата малалла çуран çÿрекен çулпа, сукмакпа, тÿрех Аслă Таркăна утрăм. Çул çинче пĕтес çук типĕ çырмасем урлă каçа-каçа кайрăм.

Малаллине вулас

Эп — чăваш ачи…

Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →


 

Эп — чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн Чăваш çĕрне.
Вăл — кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Уяв Юрри

Уяв Юрри

Sijen1• Суя тĕн

Ялавăмăр — çулăм,
Ялавăмăр — вут.
Кам тарлă кунçуллă —
Тÿрех унпа ут!

Вăл çăлăнăç панă,
Вăл хывнă чăн çул.
Никамăн ылханĕ
Ăна çитес çук.

Кам пусмăрлăх, хурлăх
Кунне курнисем —
Çĕршыв, ирĕк, пурлăх
Туянчĕç вĕсем.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Утаман

Утаман

Sijen1• Этеме турă вырăнне хуни

Ахăрать, кăтăрать тинĕс шывĕ,
Темĕнле тытăçать пĕрмаях.
Инçетре…
Инçетре…
Ах, мĕн-ши вăл?
Те — телейлĕ хĕвел, те — маяк?

Инçетре…
Инçетре…
Ах, мĕскер вăл?
Ах, мĕскер вутланать тинĕсре?
Нимĕн те мар ăна хум кисревĕ,
Сÿнтереймĕ ăна нимĕскер…

Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Улăхра

Улăхра

Sijen1• Суя тĕн
• Этеме турă вырăнне хуни

Куçăмсен умĕнче аслă улăх
Атăл евĕр сиксе ыткăнать.
Улăх, улăх!
Мĕн чул санăн пурлăх,
Мĕн чул ырлăх сана пăхăнать!

Улăх, улăх!
Хитре эс, ятуллă,
Ешĕл тум сан — савнин улани.
Ахаль мар
Çав тери юратуллă
Сан çине куç хывать
Ял ачи.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем, теç…

Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем, теç…

Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем, теç,—
Пурте пирĕн пулĕç вĕсем.
Ахаль мар-тăр хĕрхаллĕн иленчĕç
Пире юрă кайăкĕсем.

Малаллине вулас